Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: 2014 ҫула пӗтӗмлетсе

Аçтахар Плотников31.12.2014 19:2312977 хут пӑхнӑ

Иртсе каякан ҫула пӗтӗмлетнӗ май ҫакна калама пулать — чӑваш халӑх сайчӗшӗн вӑл япӑхах пулмарӗ. Кӑҫал эпир конкурссем нумаях ирттермерӗмӗр пулин те ҫав-ҫавах пӗрре ҫӗнӗ йышшине йӗркелерӗмӗрех — ку вӑл «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗ. Чылайӑшне килӗшрӗ, пур енчен те ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Шел те ҫитес ҫулта унашкалли ирттерме вӑхӑт тупаймӑпӑр пулӗ — ун вырӑнне эпир «Шан мана, тӗнче!» литература конкурсне тата чӑвашла сайтсен ӑмӑртӑвне йӗркелӗпӗр.

Иртсе каякан ҫулта пирӗн сайт хӑйӗн сӑнне улӑштарчӗ — ҫӗнӗ улшӑнусем чылайӑшне килӗшрӗҫ, вӗсем ӑна ырларӗҫ. Ку хыпарсемпе ҫӑмӑлрах паллашма майсем туса пани пирки каларӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫулталӑк вӗҫнелле эпир майӗпен баннерсен ҫыххине йӗркелеме пуҫларӑмӑр — ӑна асӑрхарӑрах пуль (пуҫелӗкпе текст хушшинче 728х90 виҫеллӗ баннер вырнаҫнӑ). Ҫитес ҫулта ӑна туса ҫитерме тӗллев лартатпӑр — портал кӑшт та пулин укҫа илсе килӗ тесе шутлатпӑр. Хальлӗхе бета-вариантра баннерсен тухӑҫлӑхӗ япӑхах марри курӑнать. Пирӗн шутпа вӑл сахалрах пулмаллаччӗ. Хӑш-пӗр баннерсен CTR-ӗ 0.12 виҫене ҫитет. Унсӑр пуҫне баннерсем ҫине пусакансем те ҫук мар иккен. Ку пире савӑнтарать, ҫавӑнпа та малашне баннер вырӑнӗсене аталантарас шухӑш пур. Баннер вырнаҫтарас хаксем пысӑк пулмӗҫ — 1000 кӑтартма 3 тенкӗ; баннер ҫине пуснишӗн — 50 пус. «Аван-пати» баннер ҫине сӑмахран, чӑвашли ҫине 146 пуснӑ, вырӑсли ҫине — 81. Ку вӑл 2 эрне хушшинче. Кунне пирӗн сайтра 300 ҫын пулнине шута илсен сахал мар пек.

Тепӗр кӑҫалхи ҫӗнӗлӗх — «Мероприятисем» пай. Тӗрӗслев тапхӑрӗ вӗҫленсе пынӑ май ҫакна каласа хӑварас пулать — унта эпир ытларах спектакльсем ҫинчен, районсенче иртекен кӑсӑклӑ мероприятисем ҫинчен, республика тулашӗнчи мероприятисем ҫинчен пӗлтерме тӑрӑшӑпӑр. Ку ӗҫре эсир те пулӑшасса шанатпӑр — пӗр-пӗр интереслӗ мероприяти пирки ытларах ҫынна пӗлтерсен унта хутшӑнакансем та нумайрах пухӑнӗҫ. Чи малтанах эпир кашни мероприяти ҫинчен пӗлтерме шутланӑччӗ — районсенче тӗрлӗ заседанисемпе пухусемсӗр пуҫне кӑсӑкли сахал мар кашни кун иртет, анчах пурин пирки те кӗртсен чи кӑсӑклисем пирки информаци ҫухалать. Пур спектакле те ҫутатасси вара (чӑвашлисене кӑна пуль) — хамӑр сайтри хӑнасем хушшинче культурӑллӑ мероприятисене ҫӳреттерессине сарасси пулӗ.

Электронлӑ вулавӑшра кӑҫал 500 ытларах хайлав кӑна хушӑнчӗ. Анчах чи кирли — эпир Геннадий Айхин пӗр кӗнекине кӗртрӗмӗр. Тем тесен те кӑҫал ун юбилейӗ пулчӗ-ҫке. Ҫитес ҫул унти хайлавсен йышӗ 7000 иртетех пуль тесе шутлатпӑр (нумай юлман, тата 164 хайлав кӑна кирлӗ). Кӗртме планланӑ кӗнекесен йышне «Ӗмӗр сакки сарлака» романӑн 4-мӗш кӗнеки, Степан Асланӑн «Ахрат» романӗ, Марина Карягинӑн сӑвӑ кӗнеки тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне литература ҫулталӑкӗ пулнӑран эпир ҫитес ҫул конкурс та ирттеретпӗр вӗт — ку вара хайлавсен йышӗ ӳсессе шаначӑк паратех. Ҫавӑн пекех асӑнса хӑварас пулать — кӑҫал эпир электронлӑ вулавӑшри хайлавсене epub форматпа уҫласа илме май туса патӑмӑр.

2014 ҫулхи чи пысӑк ҫитӗнӳ вара — Чӑваш Енӗн чӑвашла схемине пичетлесе кӑларнине палӑртмалла пуль. 9 уйӑх хушши тунӑ ӗҫе раштавра вӗҫлерӗмӗр-вӗҫлерӗмӗрех. Куншӑн пур пулӑшакана та тав сӑмахӗ калас килет. Ҫитес ҫулта вара хамӑр енчен Шупашкар районӗн схемине тӗплӗн кӑларма планлатпӑр. Вӑхӑт тупӑнсан ку ӗҫе туса ҫитеретпӗрех тесе шутлатпӑр (ытти районсенне тӑвакансем кирлӗ — сӗнӳпе тата канашпа пулӑшма хатӗр).

Кӑҫал эпир оффлайн мероприятисем те ирттерсе — «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнеке пичетлесе кӑларса хӑтларӑмӑр, «Чӑваш ачи, сассуна пур» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӑмӑр. Тивӗҫлӗ иртрӗҫ теме пулатех пуль ӗнтӗ.

Чӑваш халӑх сайтне тытса тӑма пирӗн кӑҫал пурӗ 269 пин те 665 тенкӗ тухса кайрӗ. Вӑл шутра чи пысӑк виҫе — 105 800 тенкӗ хыпар ҫыракансене кайрӗ. Хостингшӑн пурӗ 65 пин те 490 тенкӗ тухса кайрӗ. Кӗнеке кӑларас ӗҫре 28 пин те 180 тенкӗ тӑкаклама тиврӗ (пӗр пайне 2013 ҫултах тӳленӗччӗ). Тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем валли 18 пин те 721 тенкӗ пӗтертӗмӗр. Уявсем ирттерме (чыславсем) 14 пин ҫурӑ кайрӗ. Кӗнеке сканерлакансене 12 пин патнелле тӳлерӗмӗр (кӑҫал ку ӗҫ валли тимлӗх ытти ҫулсенчи пек уйӑрман). Доменсемшӗн пурӗ 5 пин патнелле укҫа тӑкакланчӗ (пирӗн вӗсем сахал мар). Кунталӑк кӑларма 4 пин ытларах тухса кайрӗ, анчах ытларах пайне туянса кайнине шута илсен ку пая спонсорсен шутне кӗртме те юрать. Вӗҫӗнчи тӑкак — реклама. 300 тенкӗ эпир «Повествование о чувашах» сайта рекламӑлама ярсаччӗ (тахҫантанпа рекламӑламан хыҫҫӑн тепре ҫутатас терӗмӗр). Спонсорсен пулӑшӑвӗ 65-70 пин патнелле пулчӗ пулсан, Чӑваш халӑх сайтне тытса тӑрас ӗҫ самай тӑкаклине курма пулать. Ҫитес ҫул, май килсен порталӑн вырӑсла пайне аталантарма шухӑшлатпӑр. Ун валли тепӗр спонсор тупӑнсан — тем пекехччӗ.

2015 ҫулта, Турри вӑй-хӑват парсан, эпир тепӗр пысӑк проект пуҫласшӑн — чӑвашла онлайн вӑйӑ. Леш хайхи браузерлӑ MMORPG текеннине. Тӗллевӗ — ҫамрӑксене чӑваш чӗлхи тавра пуҫтарасси пулӗ, тӑван чӗлхе ялти чӗлхе кӑна маррине кӑтартса парасси. Анчах ҫитес ҫул плансем пӗчӗк маррине пула — икӗ конкурс таран ирттермелле, ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине йӗркелемелле — ку вӑййа тӑвасси икӗ ҫула та тӑсӑлса каясси пире хамӑра та лайӑхах курӑнать. Анчах ӑна пуҫласа ямаллине те питӗ лайӑх туятпӑр.

Мӗн планланине пурнӑҫмала Турӑрах вӑй-хӑват ыйтса Аҫтахар Плотников.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2015.01.05 00:47
Аçтахар Плотников
Акапасарӗ никама та кӳрентермест. Сан текстунта вара «кӗҫҫепит» сӑмах пурччӗ. Апла-и, капла-и — текстра эс хӑш-пӗр ҫынсене кӳрентертӗн тесе шутлатӑп.
Васса // 6565.8.1472
2015.01.05 10:48
"статья ҫырса анчах укҫа илекен ҫын чӑвашлӑха аталантарма пултараймасть в принципе"-Якурăн çак шухăшĕпе килĕшес килмест,пĕри статья çырать, тепри -кĕнеке, тата тепри чăвашла юрлать, чăваш хĕрарăмĕ шăрттанпа хуплу пĕçерет-пурте хăйсене май чăвашлăха упраççĕ,Якурпа Бора мĕн туса кăтартса çырлахтарма пулать-ши, хăçантанпа кăшкăрашаççĕ,хăйсем те пĕр-пĕр митинга тухса тăрса урисене шăнтса кĕнисĕр пуçне нимех те тумаççĕ пуль -ха та , çапах лĕкĕртетеççĕ.(Кун хыççăн ман çине сиксе лараççĕ ак)
bor1959 // 1039.8.4424
2015.01.05 14:02
Акасапар:"Çеçпĕл Мишши Чăваш облаçĕнчи çав тери пысăк пуçлăх пулнă"-каллех Акасапар ухмаха переть Админпа пӗрле.Эпӗ ҫавӑнпа Акташа,Акасапара тата ытти "писакӑсене" ӗҫе вырнаҫма ыйтатӑп, чтобы за свои посредственные "словосложения" не стремились получать деньги. Вот весь сказ.А вӗсем ҫулталӑк ытла ухмаха переҫҫӗ.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.01.05 14:04
Админ:"Акапасарӗ никама та кӳрентермест"-сана,Админ хӑта, каялла таврӑнса Акасапар мӗн ҫырнисене тупса вулаттармалла-им? Вӑт Акасапартан пуҫла йӗрке тума, а то модератор вӑл тесе ларатӑн! Модераторӑн нейтральнӑ пулмалла пуль?!
Тимӗр // 4916-2612
2015.01.05 15:09
Тӗрӗс.Сеспель кунӗпе ӗҫ вырӑнӗнче вӑй хунӑ.Ӗҫ укҫине те унтах илнӗ.Чӑвашсемшӗн чунне парса сӑвӑсем ҫырнӑ.Паллах куншӑн ӑна никам та тӳлемен.Акапасар пеккисем чӑвашлӑхшӑн ӗҫлессинчен професси тӑвасшӑн.Халӑхӑн ӗнси ҫинче ларасшӑн.
2015.01.05 18:02
Аçтахар Плотников
bor1959, кӑтарт Акапасарӗ ӑҫта кама кӳрентернӗ. Хурататӑп. Маншӑн пурте пӗрех. Хуть Борӗ, хуть Якурӗ, хуть Акапасарӗ — кӳрентернине курсан хуратап.
Асар // 4117.51.7078
2015.01.05 19:56
Тӳлев пирки. Пин статья ҫырма хатӗр- вӑхӑт ҫук. Кӗҫех пысӑк ниме вӗҫлетӗп те, хисеплӗ Админ, сана кашни кун ПАЧ ТӲЛЕВСӖР стаьясемпе тивӗҫтерме пуҫлатӑп. Ыттисене те ҫапла тума сӗнетӗп. Абзацӑн-абзацӑн тавлашни - путлӗ япала мар...
bor1959 // 1039.8.4424
2015.01.05 21:56
Васса тӑхлачӑ,сан ҫине сиксе ӳкме шутламастӑп та.Чӑвашлӑха аталантарас текен Центр(пӗр чӑмӑра пуҫтарӑннӑ мудрецсем)кирлӗ. Вӗсен йышӑнӑвне йӗркипе последовательно! с преемственностью(ку важно)! утӑмсене пурнӑҫа кӗртсе пымалла.Аттун мӗн пулса тухать-ха:пӗрисем 5 ҫул пӗр майлӑ пире тӑна кӗртеҫҫӗ,кайран теприсем килеҫҫӗ те тепӗр 10 ҫул:сире тӗрӗс мар каланӑ,пачах урӑхла тумалла теме пуҫлаҫҫӗ.Вара пуҫланчӗ урӗк-сӳрӗк пурнӑҫ-ни два,ни полтора.
2015.01.06 17:28
Аçтахар Плотников
Бор, унашкал Центр — ЧНК. Шел те вӑл хӑйӗн тивӗҫне хальлӗхе пурнӑҫламасть. Пурне те пӗр ҫӗре пухас вырӑнне темшӗн сивӗтет кӑна.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.01.06 20:22
ЧНК унашкал центр Эрхип чухне те пулман,паян та унта кӗрсе тухакан пит сайра.Ҫынсен чунӗсем унта туртмаҫ пулмалла.Унта ПУШӐ, пуш-пушӑ.Шӑшисем кӑна чупса ҫӳреҫҫӗ пулмалла.Эрхип чухне каҫсерен пухӑнса яркалатчӗҫ,паян ямаҫҫӗ - анчах та пушӑ.Кун пек пушӑ центр тӗнчере урӑх ҫук.Эсӗ,Акасапар хӑта, хуть кунне икӗ-виҫӗ хут кӗрсе тух-ха чӗлхе ҫинчен калаҫкалама,тархасшӑн.Сукмак ан ҫухалтӑр.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем