Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Чӑвашсем канма юратмаҫҫех-ши?

Таисия Ташней26.11.2015 12:185223 хут пӑхнӑ

Ҫулла пулса иртнӗ ҫак калаҫу халӗ аса килчӗ. Ун чухне Шупашкар хула кунӗччӗ. Самолетсем вӗҫнине курма тесе кайнӑччӗ те шоу пуҫланиччен вӑхӑта ирттермелле кӗнеке вуласа ларнӑ вӑхӑтра сак ҫине манпа юнашар 45-сенчи арҫынпа хӗрарӑм пырса ларчӗҫ. Хӑйсем ӑшӑ вырӑнта канни пӑхсанах паллӑ: ӳчӗсем иккӗшӗн те самай пиҫӗхнӗ.

Ҫаксем сӑмах чӗнчӗҫ те калаҫса кайрӑмӑр. Чулхула облаҫӗнчен пулчӗҫ. Шупашкар хула кунне курма ятарласа килнӗ иккен. Ӑнланнӑ тӑрӑх, вӗсем – хӑйсен бизнесӗпе аппаланакан ҫынсем. Ҫӗршыври тӗрлӗ хулара пулса курнӑ. Хайхисенчен чӑвашсене хаклама ыйтатӑп. Вӗсем пирӗн халӑх пирки пуян пурӑнаҫҫӗ тесе шухӑшланине палӑртрӗҫ. Мӗншӗн ҫавӑн пек пӗтӗмлетнипе кӑсӑклантӑм. Урапа тӑрӑх хаклаҫҫӗ иккен. Темиҫе ҫул каялла Шупашкарта «копейкӑсем» тата ҫавӑн йышши кивӗ машинӑсем нумай пулнӑ-мӗн, халӗ — чаплисем (ҫынсенчен самай пайӗ урапасене кредитпа илнине пӗлмеҫҫӗ курӑнать вӗсем). Тепӗр япалана та палӑртрӗҫ хӑнасем: «Чӑвашсем шап-шурӑ ҫӳреҫҫӗ. Кӑнтӑр енче канма юратманни сисӗнет».

Канма юратмаҫҫӗ тенипе манӑн килӗшес килмерӗ. Паянхи кун нумайӑшӗ хваттер укҫи вӑхӑтра тӳлесси, ҫӑкӑр туянма укҫа ҫитересси пирки шухӑшлать. Мӗн пытармалли, маларах каланӑ урапасене те, хваттерне те самайӑшӗ кредитпа илет. Кун пек лару-тӑрури ҫыннӑн те канма каясси пирки шухӑшламалла, те укҫа ӗҫлесси илессишӗн пуҫ ватмалла.

Кану тенӗрен. Паллӑ информаци агентствисенчен пӗри, REGNUM, Египетри тата Труцири пулӑмсене пула Чӑваш Енри туризм фирмисем ҫынсене Египета тата Турцие канма каяс вырӑнне Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫӗршывсене сӗннине пӗлтерет. Ют ҫӗршывра канма юратакансене турагентствӑсем Таиланда тата Индине кайма сӗнеҫҫӗ-мӗн.

Турципе Египта канма ҫӳренисем пирки каласан, унта кӗсье пит хулӑнах маррисем те ҫӑмӑллӑнах кайма пултарни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. 2014 ҫул вӗҫӗнче пуҫланса кайнӑ экономикӑри кризисчен Египтра вунӑ кун канма 10 пин тенкӗ ытларах та ҫитетчӗ. Кайран хаксем хӑпарса кайрӗҫ-ха. Ҫапах та, тӗлӗнмелле пек те, хамӑр патра каниччен ют ҫӗршывра канма йӳнӗрех тесе калаҫҫӗ туристсем. Тепӗр майлӑ каласан, канма каякансем ҫын аллинчи кукӑль пысӑкраххӑн туйӑннипе ют ҫӗре туртӑнаҫҫӗ тесе калама ҫук-тӑр.

Ҫапах та республикӑн Культура министерстви шалти туризм шайӗ ӳснине асӑрханӑ. Асӑннӑ ведомствӑн тӳре-шари ҫакна ют ҫӗршыври канупа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсемпе ҫыхӑнтармасть иккен. Унтисем шутланӑ тӑрӑх, ҫакӑнта республикӑри канӑва аталантарассипе самай ӗҫленипе те ҫыхӑннӑ.

Пирӗн патрисем Хусана, Сӗвене, Йошкар-Олана канма йышлӑ ҫӳреҫҫӗ-мӗн. Республикӑра канни пирки каласан, кунти санаторипе курортсене, хула тулашӗнчи кану базисене суйлаҫҫӗ. Активлӑ канупа ача-пӑча канӑвне те самай тимлӗх уйӑрни пирки ӗнентереҫҫӗ республикӑн Культурӑн министерствинче. Тата вӗсем ҫынсем Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр хулисене, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Шупашкар районӗсене суйланине асӑрханӑ.

Ют ҫӗршывсене илсен, Европӑна ытлах каймаҫҫӗ. Ют ҫӗршывра канасси пӗлтӗр Чӑваш Енре 8,7 процент чакнӑ. Ют ҫӗршыври тура 2012 ҫулта 26,4 пин, 2013 ҫулта 24,4 пин ҫын канма кайнӑ, пӗлтӗр — 23,8 пин тенкӗ. Ҫынсем ытларах чух Египета (туристсен 27,5 проценчӗ), Турцие (туристсен 27,3 проценчӗ), Испание (туристсен 6,3 проценчӗ), Пӗрлештернӗ Арабсен Эмирачӗсене (туристсен 6 проценчӗ), Таиланда (туристсен 5 проценчӗ) суйланӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем