Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: А. Смолин ҫуралнӑ кунӗнче

Аçтахар Плотников02.04.2007 15:1217160 хут пӑхнӑ
Ӗнер А. Смолин ҫуралнӑ кунне лекрӗм. Алина чӗннипе ӗнтӗ.
Хӑй А. Смоллинта килӗшрӗ, мероприяти те килӗшрӗ (уйрӑмах урам тӑрӑх юрласа утни).
Питӗ килӗшрӗ:
* чӑваш чӗлхи янрарӗ.
* А. Смолин питӗ чаплӑ хӑйӗн сӑввисене вулать!
* питӗ илемлӗ юрларӗҫ те ташларӗҫ.

Вӑхӑт ҫуккине пула мероприятирен маларах кайрӑм, анчах та хам ӗҫсене туса пӗтерсе таврӑннӑ хушӑра каллех вӗсемпе тӗл пултӑм та, Алина мана каллех пӗрле илсе кайрӗ. Вара килӗнче каллех темиҫе ӳкерчӗк ӳкертӗм. Вӑхӑт ҫуккине пула унта ытла тытӑнса тӑмарӑм, килелле кайрӑм.
Мӑшӑрӗ, Людмила Смолина та, питӗ лайӑх!
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2014.04.08 17:12
Юлташсем!Увидела свет 3 том книги "Сыны Отечества" Геннадия Александровича Викторова, члена президиума тогварищества "Сыны Отечества" про военнослужащих-чуваш, выходцев из Чувашской Республики, ныне проживающих в Москве и Подмосковье. Замечательная книга!!! Советую всем прочитать!!! Скоро будет размещен на сайте Национальной библиотеки электронный вариант книги...- Манăн 5-мĕш томĕ тата "Прерванный полет" кĕнеки пур. Тиркесе ларма маçтăр-ха хăшĕ-пĕри. Тытса вуласа пăхăр-ха!Чăннипех те вăйлă кĕнекесем!
Васса // 9392.3.6525
2014.04.08 19:03
Хăшĕ-пĕри -эпĕ пултăм ĕнтĕ вăл, çиччас Акапасар çине сиксе ларнă пек сиксе ÿкеççĕ те ман çине татса-çуркаласа пăрахаççĕ.
2014.04.08 20:10
Каçарăр, тархасшăн, кÿрентертĕм пулсан. Эпĕ кам çырнине те пăхса тăмарăм. Мана хĕрĕм Геннадий Викторович çырнă икĕ кĕнеке парнелерĕ, вăл эпĕ мĕнле тема килĕштернине пĕлет. "Прерванный полет" Раççей Федераци Геройĕ Константинов Леонид Сергеевич пирки(1961-2001) Йĕпреç районĕнче çуралса ÿснĕ, Владикавказа Дума депутачĕсене илсе кайнă чухне вертолета персе тивертеççĕ, аманнă пулсан та вертолета антарса лартма пултарать, пурне те çăлать, хăй вара вилет.Кашни странийине тĕплĕн вуласа тухрăм.Тепĕр кĕнеки те чаплă. Тен, хăçан та пулин ытти кĕнекисене те тупса вулама пултарăп.
2014.04.08 20:14
Страницине -куç япăха пуçларĕ, клавишăсем тата хурисем
Agabazar // 2917.45.3493
2014.04.08 20:28
Agabazar
Тимĕр килсе ăнлантарса парать ак, çар çыннисем хушшинче ачи-пăине чăвашла вĕрентекенсем пур-и, çук-и.

Каккуй ачи-пăчи, хăйсем те чăвашла калаçасшăн мар!
Agabazar // 2917.45.3493
2014.04.08 20:31
Agabazar
Vyacheslavna // 4019.00.7949
2014-04-08 20:14 << клавишăсем тата хурисем>> Мана хама шăпах çавнашкал клавишăсем килĕшеççĕ. Урăх тĕслисем кăмăллах мар
Agabazar // 2917.45.3493
2014.04.08 20:32
Agabazar
Анатолий Смолин çарта старшина пулнă тет.
Тимӗр // 4916-2612
2014.04.08 21:24
Манпа çар çыннисем-чăвашсем-пурте чăвашла калаçаççĕ.Ачисем,паллах,нихăшĕн те чăвашла пĕлмеççĕ.Шупашкарта ÿсмен вĕсем.Тата генерал чăвашлăхшăн ĕçлетĕп тесе каламасть.Каçарăпăр ывăлĕ-хĕрĕ чăвашла пĕлменшĕн.Чăваш халăх писателĕн ачисем чăвашла пĕлменнине ăнланма йывăр.
2014.04.08 21:51
Хамăр ял тăрăхĕнче шутласа пăхсан пĕр 20 çынна яхăнах çар çыннисем, пирĕн военрук вăйлă ĕçленĕ, полковниксем те пĕр вунна яхăнах пулас, эп пурне те пĕлсех каймастăп. Ялта чăвашлах калаçаççĕ, пĕрин арăмĕ тата хăйсем Приморский крайра концертра юрлама ачисене валли чăваш тумĕ хăй çĕлесе панипе мухтанчĕ. Чăвашсене, сăмах май, Прибалтикăра та тиркемеççĕ: вырăс, -тесе сăмах тĕкмеççĕ. Санкт-Петербургра вара мана халăх хушшинче вырăсла калаçма хушрĕç, мĕншĕнне ăнланаймарăм, чăвашлах калаçрăм
Agabazar // 2917.45.3493
2014.04.08 22:33
Agabazar
Ĕнтĕ пуçларĕ Тимер каллех хăйĕн ĕмĕрхи юррине: Генерал пулсан каçаратпăр, рядовой пулсан —çук... Шăп ларсан каçаратпăр, сăмах хушсан — çук... Ним те çырмасть пулсан каçаратпăр, Çыравçă пулсан —çук... Министр пулсан каçаратпăр, вĕт-шакăр слушшие — çук...
Тата хăçанччен пырĕ ку мăшкăлизаци?

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем