Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: А. Смолин ҫуралнӑ кунӗнче

Аçтахар Плотников02.04.2007 15:1217159 хут пӑхнӑ
Ӗнер А. Смолин ҫуралнӑ кунне лекрӗм. Алина чӗннипе ӗнтӗ.
Хӑй А. Смоллинта килӗшрӗ, мероприяти те килӗшрӗ (уйрӑмах урам тӑрӑх юрласа утни).
Питӗ килӗшрӗ:
* чӑваш чӗлхи янрарӗ.
* А. Смолин питӗ чаплӑ хӑйӗн сӑввисене вулать!
* питӗ илемлӗ юрларӗҫ те ташларӗҫ.

Вӑхӑт ҫуккине пула мероприятирен маларах кайрӑм, анчах та хам ӗҫсене туса пӗтерсе таврӑннӑ хушӑра каллех вӗсемпе тӗл пултӑм та, Алина мана каллех пӗрле илсе кайрӗ. Вара килӗнче каллех темиҫе ӳкерчӗк ӳкертӗм. Вӑхӑт ҫуккине пула унта ытла тытӑнса тӑмарӑм, килелле кайрӑм.
Мӑшӑрӗ, Людмила Смолина та, питӗ лайӑх!
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Анонимла // 2717.22.9426
2007.04.13 17:43
Тăвансем, чăвашсене пĕрерĕн-пĕрерĕн хуçаççĕ пек туйăнмасть-и сире. Çакна Анатолий Смолин сăвăçăн юбилей кунĕсем аванах çирĕплетеççĕ. Чăн чăвашла çыракан çамрăкрах сăвăçсем сахал юлчĕç, Л.Филиппова, В.Туркай, М.Карягина,А.Любимова, Г.Кĕмĕл...- вĕсем те "Ĕмĕр сакки сарлака" юрăри пек хĕрĕхе çывхаракансем. К.Ивановпа Çеçпĕл тапхăрĕ - вун улттă-çирĕм икĕ çултисем - ăçта?
Анонимла // 2717.22.9426
2007.05.08 18:37
Юлташсем!Увидела свет 3 том книги "Сыны Отечества" Геннадия Александровича Викторова, члена президиума тогварищества "Сыны Отечества" про военнослужащих-чуваш, выходцев из Чувашской Республики, ныне проживающих в Москве и Подмосковье. Замечательная книга!!! Советую всем прочитать!!! Скоро будет размещен на сайте Национальной библиотеки электронный вариант книги...
Вася // 1103.77.1764
2007.05.16 11:09
Цитата: Смолин!!! Шел, пуçлăхсене юрама пĕлмерĕ...Темле, ытлашшипех мар-ши?
Вася // 1103.77.1764
2007.05.16 11:13
К.Ивановпа Çеçпĕл тапхăрĕ - вун улттă-çирĕм икĕ çултисем асла шкулсенче тата Г. Лебедев лицейенче нумай.
аноним // 3816.53.6217
2014.04.07 15:38
Вечная память великому чувашскому поэту Анатолию Смолину!
В свое время С. Есенин сказал:"Накой мне черт,что я поэт,
И без меня в достатке дряни! Пускай я сдохну,только - нет, не ставьте памятник в Рязани... На что Анатолий Смолин ответил:"Люблю я писателей старых, чьи строки - истоки добра, не ставьте мой бюст в Чебоксарах, еще не настала пора...
С.Павлов // 4186.57.1361
2014.04.08 00:17
А. Смолин пултарулла ачаччĕ çамрак чухнех.Влаç кудачне туянса пăхрĕ пулас та.... Çÿлте вĕçсе çÿреме çăмăл мар пулĕ çав-персе анма пулать.
Атнер // 3913.58.4645
2014.04.08 14:35
Анатолй Смолин пек талантлă позт,паллах,юлашки çулсенче чăвашăн пулман.Анчах вăл та ахаль этемех.Çветтуй мар.Бор питĕ хисеплкен Хведоров эльтепер патĕнче помощник пулса ĕçленĕ чух ун çинчен ода çырнăччĕ."Парень из Чудикас"ятлăччĕ пулас.
Васса // 2354.30.5414
2014.04.08 16:38
Смолина манманни питĕ аван...Кунта аноним(дал же бог фамилию)чăвашран тухнă çар çыннисемпе мухтанасшăн.А.Кипеч таçта çырнăччĕ, çар сыннисем нумаййипе мухтанмалла мар,мĕн тунă вĕсем чăвашлăхшăн тесе? эпĕ унпа килĕшетĕп...
Agabazar // 1925.74.7899
2014.04.08 16:45
Agabazar
Анатолий Смолин.
1)Çав тери чаплă ораторччĕ. Калас пулать, çак пахалăхпа палăрса тăракансем чăваш хушшинче, шел пулин те, сахал.
2)Çав тери чаплă куçаруçăччĕ. Вырăсларан —чăвашла. Чăвашларан —вырăсла. Чи çÿллĕ шай.
2014.04.08 17:09
Вăл "Хатĕр пул" журналăн Трубина Мархви ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ ятне тивĕçнĕ писательсемпе поэтсем валли ятарлă паллă туса кăларма ĕмĕтленетчĕ. Ĕмĕтне пурнăçа кĕртеймерĕ. Ытла кĕвĕç чăваш халăхĕ, çавăнпа та маттур çынсене такăнтарса вăхăтсăр ватăлтараççĕ, вăхăтсăр пурнăçран уйăраççĕ

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем