Камсем вӗсем, ӳтне сутса пурӑнакан хӗрарӑмсем патне чупакан арҫынсем? Обществӑра шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем авланман, хӗр-хӗрарӑмсӑр арҫынсем. Анчах та стистика ку вӑл пачах та апла маррине ҫирӗплетсе парать: ӳтне сутса укҫа тӑвакан хӗрарӑмпа киленекенсенчен 43 проценчӗ кӑна — хусах. Ыттисем е ҫемьеллӗ, е вӗсен ялан тӗл пулса пурӑнакан хӗрарӑм пур. Авланнӑ арҫын мӗншӗн ҫӑмӑлттайсене суйлать-ха? Пӗрремӗш сӑлтавӗ — арӑмӗпе е ялан тӗлпулакан хӗрарӑмпа тӗрлӗ енлӗх ҫитменни. Чылайранпа хутшӑнура пулсан пӗр пеклӗх йӑлӑхтарать, арҫын урӑх хӗрарӑм шырама пуҫлать. Ӳтне сутакан хӗрарӑм умӗнче арҫын парӑмлӑ мар: ятарлӑ тӗллевпе курнӑҫнӑ, ӗҫне тунӑ та икӗ енне тапса сикнӗ. Унпа вӑрҫӑнмалла-хирӗҫмелле мар. Капла роль валли е ҫӑмӑлттай хӗрарӑм, е упӑшкалли юрӑхлӑ. Пӗртен пӗр начар ен: пӗрремӗшӗсем валли тӑкакланма тивӗ. Упӑшкаллисем кун пек чух меллӗ. Ҫемьеллӗ, анчах арлӑ-арӑмлӑ хутшӑнура хӑйне евӗр кӑмӑл-туйӑм шыракансем хӑйсем те арҫынна укҫа-тенкӗпе е эрех-сӑрапа ним мар кӑмӑл тума пултараҫҫӗ. Ӳтне сутакан хӗрарӑм арҫыннӑн арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫри вӑрттӑн ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртме май парать. Килте вара пур хӗрарӑм та хӑйне ирӗклӗ тытмасть: вӑл юрамасть, ку аван мар е намӑс. Тепӗр хӗрарӑмсем вуншар ҫул упӑшкапа пурӑнса та вӗсен умӗнче ҫаппа ҫарамас иртме вӑтанаҫҫӗ те ытти-хытти пирки калаймӑн та. Ӳтне сутакан хӗрарӑм патне арҫын кайнин тӗп сӑлтавӗ ҫапах та — укҫа-тенкӗ ҫителӗкли. Кӗтмен-туман ҫӗртен пуйнӑ арҫын юлташӗсен е хӑйӗн умӗнче курнӑҫланса ют хӗрарӑм киленӗвӗпе укҫалла усӑ курма пултарать. Укҫаллӑ тепӗр арҫынсем хӑйсен ывӑлӗсем валли те ҫӑмӑлттайсене тӳлесе чӗнеҫҫӗ. Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |