Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Галина Никитина: Твиттертисене мӗн калаҫтарать?

Галина Никитина10.12.2016 20:382928 хут пӑхнӑ

Twitter компани Раҫҫей ҫыннисене кӑҫал уйрӑмах калаҫтарнӑ ҫынсене тата пулӑмсене пӗтӗмлетнӗ. «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсенчен Владимир Владимир Путин тата Британи актёрӗ Алан Рикман ытларах пуплеттернӗ. «Евровидение» конкурспа Леонардо Ди Каприона «Оскар» преми пани те Твиттертисен хушшинчи сӑмах-юмах ҫуратнӑ.

Ҫак халӑх сечӗ пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, блогерсен шучӗпе ҫулталӑк ҫынни тесе ҫӗршыв ертӳҫине Владимир Путина каламалла.

Британи актёрӗ Алан Рикман («Гарри Поттер» ҫинчен калакан фильмсен ярӑмӗнче вӑл Северус Снейп рольне калӑпланӑ) ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ракпа вилни те калаҫтарнӑ. Унӑн ячӗ — иккӗмӗш вырӑнта.

АПШра президента суйланӑ Дональд Трамп пирки Раҫҫей ҫыннисем нумай сӳтсе явнӑ. Твиттертисем унӑн ҫӗнтерӗвӗ пирки хӗрсе калаҫнӑ. Уйрӑмах сӑмахлантарнисен хушшинче ҫавӑн пекех — Раҫҫейӗн Ют ҫӗршыв министерствин официаллӑ пайтаҫи Мария Захарова тата Сергей Лавров министр.

Паллӑ пулӑм тесе «Евровидени—2016» финалне каламалла. Унта пирӗн ҫӗршыв юрӑҫи Сергей Лазарев виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ, пӗрремӗш вырӑна Украина юрӑҫи Джамала тухрӗ.

Леонардо Ди Каприо актера «Оскар» статуэтка лекни те калаҫтарнӑ. Унчен ӑна темиҫе ҫул ӗнтӗ Голливудӑн чи ӑнӑҫсӑр актерӗ тесе хакланӑ.

Чи пуплеттерекен хыпарсенчен Ҫӗнтерӳ кунне, 2016 ҫулхи суйлава, Сиринчи вӑрҫа, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне, Великобританири референдума (ун вӑхӑтӗнче вӑл ҫӗршыврисем Евросоюзран тухассишӗн сасӑланӑччӗ) асӑнмалла.

Раҫҫей тренчӗ (ҫак саманари юхӑмӗ) — One Direction Британи ушкӑнӗ. Чи сӳтсе явакан телесериалсем — «Игра престолов» тата TeenWolf («Волчонок» е «Оборотень». Тӗрлӗ вариантра тӗрлӗ ятпа куҫарнӑ). Кинотренд шутӗнче ҫавӑн пекех «Отряд самоубийц» тата «Дэдпул», ҫавӑн пекех «Кинопоиск» сайт.

Спорт тӗнчинче Рио-де-Жанейрори Олимпиадӑна асӑнмалла. Футбол енӗпе Европа чемпионачӗ те калаҫтарнӑ май Англипе вылянӑ чух Василий Березуцкий голӗ ҫынсене калаҫтарнӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем