Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Туслӑ калманттайсем мӑн асаттесен йӑли-йӗркине упраҫҫӗ, пурне те хӑнана чӗнеҫҫӗ

Аçтахар Плотников07.11.2021 21:27831 хут пӑхнӑ

Редакцирен: ку статья нумай пулмасть, чӳкӗн 5-мӗшӗнче, «Вольская жизнь» (чӑв. «Вольск пурнӑҫӗ») тетелти кӑларӑмра тухнӑ. Эпир вара ӑна сирӗн пата чӑвашла куҫарса ҫитерес терӗмӗр. Капла эпир инҫетри чӑвашсем пирки ҫеҫ мар каласа парӑпӑр, «Чӑваш чӗлхин икчӗлхиллӗ ҫӳпҫи» валли те материал хатӗрлӗпӗр. Куҫарнӑ чухне оригинала ҫывӑх хӑварма тӑрӑшнӑ, ҫавна май вырӑнӗ-вырӑнӗпе, тен, вулама йывӑр пулӗ. Ҫавах май ҫитнӗ таран чӑвашларах калӑплама тӑрӑшрӑмӑр.

Акӑ вӑл, паллашӑр:

 

Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫулсерен иртекен «Муниципалитетри чи лайӑх практика» 5-мӗш конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал конкурса хӑйсен хӑйне евӗрлӗ ӗҫӗпе тата ӑнӑҫлӑ практикӑпа паллаштаракан муниципалитетсене хутшӑнма ирӗк панӑ. Регионти тапхӑрӑн ҫӗнтерӳҫи шутӗнче — «Нацисен хушшинчи тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳлӗхе ҫирӗплетесси, наци политикин сферинчи ытти мероприятисене муниципалитет шайӗнче пурнӑҫласси» номинацине хутшӑннӑ Вольск районӗн Черкасски муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн проекчӗ. Ҫак проектах Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн пӗр категоринче (ял тӑрӑхӗсен хушшинче) номинаци ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.

Халӑхсен хушшинчи хутшӑнусем пурнӑҫра епле йӗркеленсе пынипе Калманттай салинче пурӑнакансем паллаштарнӑ, кунта 430 ытла ҫын пурӑнать, вӗсенчен 92% — чӑвашсем.

«Ҫак проектӑн тӗллевӗ, — пӗлтерет информаци политикипе общество хутшӑнӑвӗсен управлени пуҫлӑхӗ Татьяна Кожевникова (вӑл калманттайсене проекта хатӗрлеме пулӑшнӑ), — чӑваш халӑхӗн наци культурине, йӑлисене, йӑлана кӗнӗ йӗркене упраса хӑварасси, ял историйӗ ҫинчен информаци пухасси, чи кирли вара — ял халӑхӗн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстересси тата ҫак лаптӑкри ӗҫе ҫӗнӗ ҫынсемпе инвестицисене явӑҫтарасси».

Калманттайӑн упраса хӑвармаллипе аталантармалли чылай — вӑл Калманттай юханшывӗ хӗрринче, Чӗмпӗр облаҫӗн чикки патӗнче вырнаҫнӑ ял, авалхисенчен пӗри, ӑна XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче никӗсленӗ. Кунта мӗн никӗсленӗрен чӑваш халӑх ҫыннисем пурӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра та ялти наци йышӗ улшӑнман — кунта тымар янӑ калманттайсенчен ытларахӑшӗ — хӑйсен мӑн аслашшӗсен пурнӑҫӗпе йӑли-йӗркине упракан чӑвашсем. Паянхи кун та кулленхи пурнӑҫра калманттайсем чӑвашла калаҫаҫҫӗ. Чӑваш литературипе кӑсӑкланасси сыхланса юлнӑ, салари вулавӑшӑн пуххинче чӑвашла кӑларнӑ кӗнекесем сахал мар.

XX ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче ялти клуб ҫумӗнче «Пилеш» фольклор ушкӑнӗ йӗркеленнӗ, хӑйӗн ӗмӗрӗ хушшинче вӑл чӑваш наци юррисене, ташшисене, хускануллӑ тата спорт вӑййисене пухас, упраса хӑварас тата халӑх патне ҫитерес енӗпе этнографи тӗлӗшӗнчен самай тӑрӑшнӑ. 2002 ҫулта ялти ватӑсем тепӗр фольклор ансамбльне, «Кукусем» ятлине («Кукамайсем»?; чӑн чӑвашла ятне шыраса тупаймарӑм, вырӑсла «Бабушки» пулмалла — А.П.), йӗркеленӗ.

2016 ҫулта салара «Всецарица» Турамӑш турӑша чысласа Калманттайри чиркӗве уҫнӑ, тӗн йӑли-йӗркине унта кивӗ славян тата чӑваш чӗлхипе ирттереҫҫӗ.

Ял кун-ҫулӗнчи пысӑк вырӑна Василий Иванович Андюков (1947–2019 ҫ.ҫ.) йышӑнать — чӑн-чӑн хастар таврапӗлӳҫӗ, авалхи алӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене упракан, пушӑтран чӑн-чӑн чӑваш ҫӑпатисем тума ӑста ҫын. Вӑл тӑрӑшнипе культура ҫуртӗнче пысӑк калӑпӑшлӑ таврапӗлӳ архивӗ тата виҫӗ музей пӳлӗмӗ уҫӑлнӑ: «Чӑваш кил-ҫурчӗ», «Чӑваш пӳрчӗ» тата «Таврапӗлӳ». 2000-мӗш ҫулсенче пирӗн тӑрӑхра вӑл, ӑсталӑха ашшӗнчен вӗренсе юлнӑскер, ҫак алӗҫе пӗлекен пӗртен-пӗр ҫын тӑрса юлнӑ. Вӑл питӗ пысӑк архив пухнӑ тата ҫак алӗҫпе аппаланма кирлӗ авалхи япаласемпе хатӗрсене упраса хӑварнӑ.

Пурлӑх никӗсӗпе хӑйне евӗрлӗ ҫынсем пур чухне «Ҫӑпата музейӗ» тата «Ҫӑпатаҫӑ шкулӗ» проектсем тӑвас шухӑш ҫуралнӑ та. Проектсен тӗллевӗсем конкретлӑ — «Ҫӑпата музейне» ҫӗнӗ экспонатсемпе пуянлатасси, «Ҫӑпатаҫӑ шкулне» халӑх хушшинче анлӑрах сарасси, «Калманттай ялӗ» канмалли кун этнотурине йӗркелесси тата аталантарасси. Этнотурта туристсем мастер-класра ҫӑпата хуҫас ӑсталӑха ҫеҫ мар алла илӗҫ, чӑваш йӑли-йӗркипе паллашма, халӑхӑн йӑли-йӗркипе вӑййине хутшӑнма, наци апат-ҫимӗҫне тутанма та пултарӗҫ.

«Ҫӑпатаҫӑ шкулӗ» проекта хатӗрленӗ чухне туристсене илӗртмелли хушма майсем те тупнӑ: «Пилеш» ансамблӗн пултарулӑхӗ тата таврапӗлӳ пӳлӗмӗсем — вӗсене ялпа унӑн халӑхӗн кун-ҫулӗпе паллаштаракан музей теме май пур. «Ҫӑпатаҫӑ шкулӗ» проекта пурнӑҫланӑ май вӑл Сарӑтупа Чӗмпӗр облаҫӗсенчи ҫынсемшӗн кӑсӑклӑ пулни палӑрнӑ.

Каярах «Ентеш» центрӑн ӗҫтешӗсем этнотура анлӑлатас тӗлӗшпе тата та тӑрӑшнӑ — маршрутӑн тӗрлӗ енлӗлӗхне вӑйлӑрах палӑртнӑ, ҫӗнӗ партнерсене — уйрӑм усламҫӑсене, вырӑнти ял хуҫалӑх предприятисене, халӑх тата тӗн организацисене, «Вольск таврапӗлӳ музейне» — явӑҫтарнӑ, Сарӑтупа Балаково хулисенчи турист фирмисем патне коммерцилле сӗнӳпе тухнӑ.

Калманттая пур ӳсӗмри ҫынсем те килеҫҫӗ, ушкӑнсем те тӗрлӗрен. Темиҫе ҫемье пухӑнса харпӑр автотранспортпа яла пырса каясси йӑлана кӗнӗ. Турра шӗкӗр, Калманттая райцентрпа ҫыхӑнтаракан ҫула юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӗппипех юсаса пӗтернӗ темелле, ҫакӑ вара туристсен йышне ӳстернӗ тата маршрутӑн илӗртӳлӗхне хӑпартнӑ.

Туристсемшӗн вӑл кӑсӑклӑ пулнине кӑҫал ҫулла Сарӑту облаҫӗн туризм комитечӗпе «Саратов 24» телеканал пуҫарнӑ «ЭтноОтпуск. Секреты от Комитета» (чӑв. ЭтноКану. Комитет вӑрттӑнлӑхӗсем) медиапроект ярӑмне кӗрекен телекӑларӑм валли ӳкерме пыни те ҫирӗплетет.

Калманттайсен малашлӑхра тумалли ӗҫсем те сахал мар — сӑмахран, «Ентеш» центр ҫумӗнче «Чӑваш йӑли-йӗрки» ятлӑ тепӗр пӗрлешӳ йӗркелеме палӑртнӑ, унта халӑх йӑли-йӗркипе наци чӗлхине тӗплӗнрех вӗренме, ҫакнашкал ытти центрсемпе (ҫав шутра Чӑваш Республикинчисемпе те) этнокультурлӑ ҫыхӑнусене аталантарма шутлаҫҫӗ. Этнотура вырӑс кӑмакинче чӑваш наци апат-ҫимӗҫне пӗҫерме вӗрентекен ӑсталӑх класӗсене кӗртесси пирки те шухӑшлаҫҫӗ.

Калманттайра аталанакан туризм тата тепӗр енлӗ малашлӑха та ҫул уҫать. Ялти туризма аталантарнӑ май кунта ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленеҫҫӗ, ҫакӑ вара ял ҫамрӑкӗсене хула таврашне куҫса каясран хӑтарӗ тесе шутлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫутҫанталӑкпа юнашар пурӑнасси те модӑна кӗрсе пырать – ку экологи тӗлӗшӗнчен те, ачасемшӗн те усӑллӑ, цивилизаци хӗвӗшӗвӗнчен аякра пулни те аван.

 

Ӳкерчӗксене «Вольск пурнӑҫӗ» сайтран илнӗ, ҫӑлкуҫра авторӗсене палӑртман.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Базиль Кириллов // 9621.0.5189
2021.11.08 11:23
Ку статьяна "Московский комсомолец в Чебоксарах" хаҫатра та куҫарса пичетленĕ.
2021.11.08 11:48
Аçтахар Плотников
Шырарӑм, курмарӑм...
Agabazar // 4130.45.0526
2021.11.08 16:21
Agabazar
Тĕрĕс, чăнах та КалманТТай, Калмантай мар.

Вольск хулине чăвашла Мăлккав теççĕ. Ашмарин словарĕ çавăн пек калать.
Agabazar // 4130.45.0526
2021.11.08 16:25
Agabazar
Василий Иванович Андюкова эпĕ пĕртен-пĕрре куçа-куçăн курнă. Чылай пулать ĕнтĕ унтанпа. Пĕр-ик сăмах хушнă (паллах, чăвашла). Паллашма вара ĕлкĕреймен.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org