Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.2 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тимӗр Акташ: Чӑваш публицисчӗн Ҫӗнӗ ҫулхи шухӑшӗсем

Тимӗр Акташ11.01.2023 14:303118 хут пӑхнӑ

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, хисеплӗ, те хаклӑ йӑхташсем, аксакалсем, шурсухалсем: Анатолий Кипеч, Неҫҫе Кули (Николай Енилин), Виталий Станьял (Никитин), Атнер Хусанкай, Николай Угаслов, Николай Лукианов тата ыттисем!

Ҫуралнӑ кун ячӗпе хисеплӗ Виталий Петрович Станьял!

Ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗ чух иртнӗ ҫулхи пӗтӗмлетӳ тӑвас килет.

1. Ҫулталӑк ҫынни

Тата тӗрлӗ халӑхсем, патшалӑхсем Ҫулталӑк ҫыннисене палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Ҫулталӑк ҫынни, Чӑваш Республикин Ҫулталӑк ҫынни — кама палӑртма пултаратпӑр? Ку пирӗн йӑла, традици пулмасан та, ӑна тӑвас пулмалла, кӗртмелле тесе, сӗнетӗп.

2. Ашшӗ-амӑшӗсен мӗнле тивӗҫӗсем?

1994-1996 ҫулхи 1-мӗш (Раҫҫей) Чечен вӑрҫи чух Салтак амӑшӗсен комитечӗсем (САК) активлӑ ӗҫленӗ. Хӑйсен ывӑлсене хӳтӗлесе, вӗсене вӑрҫӑра ан вӗлерччӗр тесе, Массӑллӑ информаци хатӗрсенче (МИХ) нумай палӑртнӑ, шавланӑ, шӑв-шав йӗркелесе тунӑ. Вӑрҫа хирӗҫ Шупашкарта пикетсемпе митингсене те йӗркеленӗ.

ЧР САК ушкӑнӗсем темиҫе хут Чечняна, Грозный, Моздок, тата урӑх вырӑнсене те кайса килнӗ. Хам та, журналист пулса икӗ хут Грозный, Моздок хулисене 1996, 1999 ҫулсенче САКпа кайса килтӗм. Чӑваш радиора (ЧГТРК), "Хыпар", "Чебоксарские новости", "Советская Чувашия" хаҫатсенче те пирӗн ҫулҫӳрев ҫинчен репортажсене кӑлартӑм.

Кайран, астӑватӑп: "Хыпар" журналисчӗ Надежда Смирнова та Чечняна САКпа кайса килнӗччӗ.

Ҫак чух РФ Президенчӗ Борис Ельцин пулчӗ.

Халӗ вара? МИХсенче "Ятарлӑ ҫар опрацине" (ЯҪО) урӑхла палӑртма, критиклеме, пикетсене, митингсене тума юрамасть. Административлӑ, Уголовлӑ яваплӑх.

САКсем те курӑнмаҫҫӗ. Интернетра та асӑрхануллӑ палӑртма хӑрушӑ.

3. Шупашкар пӗр ҫемьеллӗ тӗслӗх — исключение из правил

МИХсенче, хӑш-пӗр Чӑваш Енчи, Тутарстанри ҫынсемпе хальхи вӑхӑтра калаҫсан, вӗсем официаллӑ, телевизорлӑ сӑмахсемпе ҫак ҫинчен калаҫаҫҫӗ, палӑртаҫҫӗ.

Пӗр тӗслӗх — Шупашкарти ҫемье — исключение из правил тӗл пулчӗ.

Салтак ашшӗ-амӑшӗ — вырӑсланнӑ чӑвашӗсем. Ашшӗ — рабочи, Мускава ӗҫлеме ҫӳрекенӗ, амӑшӗ — эрех магазинри сутуҫӑ пулнӑскер. Вӗсен ывӑла 2021-мӗш ҫулхи кӗркунне ҫара илсе кайнӑ.

2022-мӗш ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче "ЯҪО" пуҫланнӑ хыҫҫӑн амӑшӗ тарӑхтарса каласа панӑ:

— Курск облаҫӗнчи чикӗнче юр ҫинче пирӗн салтаксем, манӑн ывӑл та, чылай вӑхӑт выртма тиврӗ. Алӑсене шӑнтма тиврӗ. Командир ывӑла ҫар контракт алӑ пусма сӗннӗ. Анчах, эпӗ ывӑла контракт ҫырма чарнӑ. Эпӗ Шупашкарти военкомата ҫак контракт ҫинчен тустарма хатӗрччӗ! Кайран ывӑла вӗсен ҫар чаҫне — Мускав облаҫне таврӑнчӗҫ.

Ҫак амӑшне урамра курсан, эпӗ унран ялан ыйтнӑччӗ:

— Мӗнле ҫирӗн ывӑлӑн хӗсмет пырать? Хӑҫан дембель хыҫҫӑн киле таврӑнать?

— Ноябрь вӗҫӗнче таврӑнать.

Ун хыҫҫӑн 2022-мӗш ҫулхи декабрь пуҫламӑшӗнче лутра ашшӗпе яштака каччӑна куртӑм.

— Хӑҫан таврӑнтӑн?

— Нумаях пулмасть.

— Саламлатӑп.

— Спасибо.

— Апла контрактне алӑ пусман?

— Ҫук.

Эпӗ те ӑна хушрӑм.

— Ни в коем случае не подписывай! — терӗ ашшӗ. — Ҫӗнӗ ҫулччен канать. Кайран ӗҫе вырнаҫать.

— Апла ӑнӑҫу!

— Спасибо.

P.S. Хушмалли.

ЧР Патшалӑх Канашӗн делегаци Чечен Республикине кайса килни 1994-1995 ҫулсенче чикӗ леш енче те, Раҫҫейре те, Чӑваш Енче те Чечняри вӑрҫи хирӗҫ халӑхсем питӗ активлӑ кӗрешнӗ.

1995-мӗш ҫулӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен ушкӑнӗ официаллӑ делегаципе Чечен Республикине визитпа кайса килнӗ. Вячеслав Тихонов, Алексей Леонтьев, Вячеслав Тимофеев тата ытти депутачӗсем, "Хыпар" хаҫатӑн Геннадий Верблюдов фотокорреспонденчӗ Чечняра Джохар Дудаев Президентпа, унӑн ҫумӗпе Аслан Масхадовпа тӗл пулчӗҫ. Ҫак ҫинчен "Хыпар" хаҫатӗнче фоторепортажсене пичетленӗ.

Эпӗ те хамӑр ЧР ПК делегаципе Чечняна кайса килесшӗнччӗ. Анчах, шел, мана пӗрле илмерӗҫ.

ЧР САКӗн «Ылтӑн ручкӑпа» наградӑлани

1996-мӗш ҫулта ЧР САК виҫӗ чӑваша "Ылтӑн ручкӑпа" наградӑланӑ: "Хыпар" хаҫатӑн Николай Коновалов журналиста; Грозный хулара хӗсметре тӑнӑ, унтан Шупашкара ҫырусене яраканне Сергей Корчагин салтака; тата ҫак йӗркесен автора.

P.P.S. Тӗрлӗ, урӑхла шухӑшлакансем ҫинчен

Пирӗн патшалӑх пуҫлӑхӗ ҫак кунсенче евитленӗ: Раҫҫей граждансен 99,9% пӗр пек шухӑшлать. Урӑххисем те урӑхла шутлама пултараҫҫӗ.

Анчах, 99,9% иккӗленӳллӗ. Урӑхла шутлакан оппозици ҫыннисем те урӑхла шухӑшлама ирӗк пур. Кам влаҫпа килӗшмест, чикӗ леш енне те пурӑнма кайма пулать.

2022-мӗш ҫулта ҫак оппозициллӗ чӑваш ҫынсем те чикӗ леш енне Раҫҫейрен тухса кайрӗҫ. Ку интеллигенци представителӗсем.

Апла Чӑваш обществинче те урӑх халӑхсем пекех тӗрлӗ шухӑшлӑ активистсем, политиксем пур.

20-мӗш ӗмӗрӗнче пекех тӗслӗхсем: Семен Николаев чӑваш политик, Раҫҫейри Учредительлӗ собрани депутачӗ Чехире, Прагара пурӑннӑ та, унта вилнӗ те, пытарӑннӑ та.

Халь чӑвашсем тӗрлӗ патшалӑхра пурӑнаҫҫӗ. Халь те, малашне Раҫҫей политикӑра та хутшӑнма пултараҫҫӗ.

 

Тимӗр Акташ

Шупашкар, 2023-мӗш ҫулхи Кӑрлач (январь) уйӑхӗн 1-мӗшӗ

 

Редакцирен. Статьяна автор 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчех ярса панӑччӗ, ҫавах та канмалли кунсенче редакци каннӑран, каярахпа ытти статьясем килнӗрен, ӑна тин кӑна вырнаҫтаратпӑр. автор стильне сыхласа хӑварнӑ, орфографи йӑнӑшӗсене кӑна юсакаланӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2735.35.3842
2023.01.16 08:26
Agabazar
Сергей Пятаков, чăваш чĕлхине тар кăларса вĕрен (Тимĕр Акташ пек тата Валери Туркай пек!), вара пĕтĕмпех ăнланан.
Сергей Пятаков // 1273.32.3881
2023.01.16 15:14
)))))))))))))Акапасар, эс мана вĕрентес терĕн-и? Хăвăн ачусене вĕрент! Мана вара вĕрентме кирлĕ мар.
Agabazar // 2735.35.3842
2023.01.16 19:08
Agabazar
Хурах! Хутла вĕрентеççĕ! (с)

https://chuvash.org/lib/haylav/59.html


Иван Мучи персонажĕ темерĕн! )) Вĕренесрен сехри хăпнă!

Ан хăра, вĕреннипе ним те пулмасть. Çăкăр ыйтмасть вăл, вĕренÿ.

Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.01.17 10:23
Сергей ПЯТАКОВА: Агабаззара, тӑванӑм, тавлашса НИКАМ ТА
ҫӗнтереймест! Никам та! Нихҫан та! Вӑл ҫын шухӑшне шута хума, ҫынпа килӗшме ҫуралман.
Агабаззар пеккисемшӗн чи хӑрушши - вӗсене асӑрхаманни, вӗсем ҫырнине вуламанни, вӗсене ХУРАВЛАМАННИ.
Шута илсем ҫакна, ырӑ ҫыннӑм!
...Мана питех те кӑсӑклӑ - ҪАКӐН ХЫҪҪӐН Агабаззар МӖН ҫырать-ши ку сайтра?.. Чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп!
Тавай, Агабаззар, ларсам часрах компьютеру умне, ҫирӗплетсем черетлӗ "шедеврупа" Туркай каланине!
Валери ТУРКАЙ
Agabazar // 2147.10.3090
2023.01.19 21:25
Agabazar
Валери Туркая та кăштах вĕренсен пăсмасть. Ытларах вĕренме те сĕнме пулать, анчах вăхăчĕсем çукрах пуль.

Тутарсем тарла-тарла
Вĕренççĕ тутарла (с)
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.01.20 05:03
АГАБАЗАР - "Валери Туркая та кăштах вĕренсен пăсмасть".
Вӑт КУНПА питӗ килӗшетӗп, тӑванӑм! Питӗ!
Вӗренетӗп-ха эпӗ, пачах вӗренместӗп мар - арӑмран та, туссенчен те... Пурпӗрех - сахал, питӗ сахал ку!
Сана та канаш парам-ха, юрать пулсан... Агабазар, эсӗ -питӗ талантлӑ ҫын, питӗ нумай пӗлетӗн!.. Ҫыр-ха калавсем, эссесем, памфлетсем, повӗҫсем... Халӑхшӑн ҫӗр хут усӑллӑрах пулать ҫак!..
Эсӗ ку сайтра ҫырни КУНТА ҪЕҪ юлать. Шел пулин те!..
Хисеплесе, ырӑ сунса, Валери ТУРКАЙ
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.01.21 06:29
Ӑҫта ҫухалчӗ пирӗн "икӗпитлӗ, тахҫан выҫӑ тытнӑ пекки тукаланӑ" Туркай ҫинчен хавхаланса та тар юхтарса ҫырнӑ пӗрпитлӗ Вырӑк?..
А-у, сассуна парсам,тӑванӑм! Сансӑр кичем пире!
Туркая тата тӑрӑ шыв ҫине кӑларсам! Эпӗ вӗт питӗ сахал пӗлетӗп хам пирки... Е шӑнкӑравла - песплатнӑ кофе ӗҫтереп сана.
Валери ТУРКАЙ. 89278555480
Вырăк // 3699.00.4903
2023.01.23 10:08
Ӑмӑрткайӑк ҫерҫисемпе кӗрешместь.
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.01.24 03:55

ВЫРӐК: "Ӑмӑрткайӑк ҫерҫисемпе кӗрешместь".
Чӑнах та-и?! Пӗлменччӗ!..
Ӑмӑрткайӑкӗ КАМ-ши?.. Ҫерҫийӗсем КАМСЕМ-ши?..
Ай, пӗлесчӗ!.. Ай, пӗлесчӗ!..
Пур иккен-ха Чӑваш Енре ӑмӑрткайӑк!.. Эп юлман тесе...
Вӑл, паллах, - пурте чунтан юратакан Вырӑк!
Саламлатӑп, тӑванӑм, саламлатӑп!..
..."Кӗрешмест" сӑмаха ҫемҫелӗх паллисӗр ҫыраҫҫӗ, "ӑмӑрткайӑк"! Ан асаплантар тӑван чӗлхӳне, паттӑрскер!
Валери ТУРКАЙ. 89278555480
Евразиец // 3592.88.7110
2023.01.24 16:29
Вот Вырăк вĕрентеть, вĕрентетĕк вĕрентеть...питĕ маттур. Атту кунта "...йăхташсем, акасакалсем, шурсухалсем...". Мĕн вăл, кам вăл "йăхташ"? Тен йăх-йашсем, е йăх-хурăнташсем?! Аксакалсем çук Чăвашра, шурсухалсем пур, аксакăлсем пур. Вырăсем хушшинче вĕсене белобородый теççĕ.

Страницӑсем: 1, 2, 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем