Василий Андреев 1960 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Канаш районӗнчи Ешкилт ялӗнче ҫуралнӑ. Шуркасси вӑтам шкулӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче тата Ленинград (хальхи – Санкт-Петербург) университечӗн Хӗвелтухӑҫ факультетӗнче пӗлӳ илнӗ.
Кайран Хӗвелтухӑҫ факультетӗнчех аспирантурӑра вӗренме пуҫланӑ. Тӗрӗк филологийӗ кафедрин пуҫлӑхӗ С.Н. Иванов профессор унӑн ӑслӑлӑх ертӳҫи пулнӑ. Тӗпчев теми – чӑваш чӗлхинчи вӗҫленӳ категорийӗ. Василий Алексеевич тӑван чӗлхери падежсене ҫӗнӗлле хаклать, вӗсен семантикӑпа синтаксис енӗсене шайлаштарать, халиччен никам та асӑрхаман килӗшӳсене палӑртать.
Аспирантурӑра вӗреннӗ чухнех ҫамрӑк тӗпчевҫӗ Пӗтӗм тӗнчери алтаистика конференцийӗн (ПИАКӑн) Ташкентра иртнӗ сессине хутшӑнчӗ, «Чӑваш тата финн-угр чӗлхисенчи абессив (ҫуклӑх падежӗ)» темӑпа тухса калаҫрӗ. Узбексем вара Василий Алексеевича хӑйсем патне ӗҫлеме пыма чӗнме пуҫларӗҫ. Астӑватӑп-ха: юлташӑм малтан вӗсен сӗнӗвне йышӑнма та хирӗҫех марччӗ. Ҫапах та «вӗренсе пӗтерес те тӑван Шупашкара таврӑнас» ӗмӗт вӑйлӑрах пулчӗ.
1986 ҫулхи раштав вӗҫӗнче чӗлхе тӗпчевҫи тӑван республикӑна килчӗ – университетӑн историпе филологи факультетӗнче ӗҫлеме пуҫларӗ. Студентсене тӗрӗк чӗлхисен танлаштаруллӑ грамматикине тата иккӗмӗш тӗрӗк чӗлхине – турккӑлла – вӗрентесси унӑн тӗп ӗҫӗ пулса тӑчӗ, ҫак тӗллевпе икӗ вӗрентӳ хатӗрӗ пичетлесе кӑларчӗ. Василий Алексеевичӑн ҫав тапхӑрти чи паллӑ тӗпчев ӗҫӗ – «Чӑваш ялӗсенчи икчӗлхелӗх пирки» статья.
90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Василий Андреев халӑх ӗҫне те, администраци ӗҫне те кӳлӗнчӗ. Вӑл университетра чӑваш филологийӗпе культурологи факультетне йӗркелеме хастар хутшӑнчӗ, унӑн пӗрремӗш деканӗн Г.И. Воронцовӑн ҫумӗ пулчӗ. Кайран – Л.П. Кураков ректора суйлансан – унӑн тӗп пулӑшуҫи пулса тӑрмашрӗ (1991–1993). Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленсен Василий Алексеевича унӑн вице-президенчӗ (А.П. Хусанкай ҫумӗ) пулма шанчӗҫ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑрвуннӑмӗш ҫулӗсен вӗҫӗпе тӑхӑрвуннӑмӗшӗсен пуҫламӑшӗ – наци чӗрӗлӗвӗн тапхӑрӗччӗ. Чӑвашла пӗлменнисене те хамӑрӑн Ҫеҫпӗлӗмӗре тата Константин Иванова ӑнланма пулӑшас килетчӗ. В.А. Андреев 1989–1990 ҫулсенче чӑваш чӗлхи урокӗсене республика телекурӑмӗпе ирттерчӗ. Ку ҫеҫ те мар, В.Н. Викторов Министрсен канашне ертсе пынӑ тапхӑрта Василий Алексеевичпа иксӗмӗр эрнере икӗ хут, каҫсерен, правительство ҫуртне ҫӳреттӗмӗр – министрсене тата ытти тӳре-шарана чӑвашла калаҫма хӑнӑхтараттӑмӑр.
Пӗр вӑхӑт Чӑваш Республикипе Турци ҫӗршывӗ хушшинчи ҫыхӑнусем самаях вӑй илнӗччӗ. Ҫакӑнта Василий Алексеевичӑн тӳпи те пӗчӗк пулман. Вӑл правительство пайташӗсен, ӗҫлӗ ҫынсен ҫӳревӗсене куҫаруҫӑ пулса хутшӑнчӗ. 1993 ҫулта Шупашкарта иртнӗ Тӗрӗк халӑхӗсен виҫҫӗмӗш курултайӗнче В.А. Андреева Тӗрӗк халӑхӗсен ассамблейин президиум йышне суйларӗҫ. Ҫав ҫулах юлташӑм ик уйӑха яхӑн Турцире ӑслӑлӑх стажировкинче пулчӗ. 1994–1995 вӗренӳ ҫулне вара пӗтӗмпех Истампул (Стамбул) университетӗнче ирттерчӗ, студентсемпе аспирантсене чӑваш халӑхӗн историйӗпе, культурипе, чӗлхипе паллаштарчӗ, Халил Ачыкгёз профессорпа пӗрле турккӑлла «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ хатӗрӗ тата турккӑлла-чӑвашла сӑмах кӗнеки хатӗрлерӗ.
Анчах та шаннӑ пек пулмарӗ, кӗтнӗ пек майлашӑнмарӗ. Тӑван культурӑн тата тепӗр хӗлӗхӗ тӑрук янӑрама пӑрахрӗ, татӑлчӗ... Унӑн хӑйӗн вырӑнӗ, хӑйӗн кӗвви пурччӗ. Ахрӑмӗ чӑваш тӗнчинче, пирӗн чунра янӑрать. Вӑл ҫухалмӗ. Василий Андреев ӗҫне малалла тӑсас шутлисене хавхалану кӳрӗ, тӗрӗс ҫул тупма пулӑшӗ.
Василий Алексеевич Андреев хăй тата ун пеккисем паян та пулнă пулсан, А. К. Салмин йышшисем пит аплах тилĕреймен пулĕччĕç. Ах, анчах!
Атту вĕт деш, Антон Кириллович, ак çапла каласа ярасси патне пырса тухнă:
«Что касается языков народов Волжской Булгарии в целом, то здесь бытовали два основных, но одновременно близких и разных языка. Имеем в виду, конечно, булгарский и суварский». (А. К. Салмин. Этническая история чувашей по Н. И. Ашмарину).
«Много было выгравировано на эпитафиях XIII-XV столетий в Волго-Камском регионе арабографичных текстов, включающих тюркские фразы.»
Эпитафи тени вăл хăй текст тенинех пĕлтерет. Çавăнпа та пуплеве çапла йĕркелени пачах та тĕрĕс мар. Ун вырăнне кунта камень е надгробие теме май пулнă.
Тата «выгравировано» сăмаха асăрхар. Иккĕлле пĕлтерĕшлĕ. Пĕр енчен, гравировка вăл — ĕç меслечĕ (технологи). Чул юпасем çинчи çырусене вăл меслетпе, вăл технологипе тунă теме пулать. Технологи кунта çавнашкал. "Врезался резец в камень," — çапла çырнăччĕ тахçан пĕри. Тепĕр енчен, гравирование тени пур. Пачах урăх япала темелле (Гравюра валли клише хатĕрлени). Эппин кунта А.К. Салминăн каллех ăнăçсăрлăх. Ну, çапах та, шăла çыртса, картне ларнă теме пулать ĕнтĕ.
Енчен те вăл çакашкал вĕтĕр-шакăрсенче те такăнать пулсан, ытти енĕпе унран мĕн кĕтме пулать????
Василий Алексеевич Андреев паян пирĕнпе пурăннă пулсан, кунашкал йăнăшсене тумастчех!