Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виталий Станьял: Несӗлсен тӑмхисем

Виталий Станьял16.09.2026 20:33175 хут пӑхнӑ

(Олег Прокопьев сӑввисен алҫырӑвӗ)

Алҫыру «Несӗлсен тӑмхисем» ятлӑ. Тӑмха мӗнне пӗлетӗп-ха (япаласене пайӑрлатса ҫапнӑ паллӑ). Хирти анасен, михӗ-шӑналӑксен, патшалӑха илнӗ лашасемпе ӗнесем ҫине ҫапатчӗҫ. Ваттисен хӑйсен чӗлхи-ҫырӑвӗччӗ ун чухне.

Хитре каланӑ алҫырура – япӑх илтрӗм ҫав. Нимле тӑмха та курмарӑн – ни тӳррӗн сӑнланине, ни шахвӑртса сӑвӑрнине. «Тухату ярӑмра» е ятарласа пайра чунри авалхи тӑмхасене тупса пулинех... Вӑхӑтпа ҫирӗппӗн палӑртнӑ вӗсене – юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗ, 2025 – ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗ, 2026 хушшинче ҫырнӑ. Ҫыраканӗшӗн вӑхӑчӗ пӗлтерӗшлӗ пулӗ те, поэзишӗн ҫакӑ питех апла мар. Ҫапах та, пӗр хавхапа пӗр тапхӑрта вӗри те вӑхӑтлӑ шӑратнӑ сӑвӑсем ӗмӗрсене юлни чылай. Фетпа футуристсем, Блокпа пӗрле Андрей Петтокин «Кӑвак инҫет» ярӑмӗ аса килет.

Халь кӑна паллӑ ҫынсем – патшалӑх ертӳҫи пулнӑ Анатолий Лукиянов, Российӑ следстви комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин, хамӑрӑн паллӑ депутат Юрий Моляков ҫырнӑ сӑвӑсене савӑнса вуланӑччӗ. Шухӑшлӑ. Илемлӗ. Таса сӑмах, чунри вут кирек кама та тыткӑна илме, кӑмӑлне уҫма пултарать ҫав.

Ку хутӗнче Олег Прокопьев шухӑш-туйӑмне курма пикенсе пӑхрӑм. Хӑй калашле, шӗпӗн курӑк пылӗ пекех техӗмлӗ унӑн сӑвӑ ҫаврисем. Яка, тирпейлӗ, ҫемӗллӗ те вырӑнлӑ йӗркесем – «ҫиллӗме савӑк ҫил хӑваларӗ», «тӗнчепе ырлашса питӗ ывӑнтӑм», «унта Турӑ тӳпе айккинче пӗчченех пуль вылять шахматла» – тем чуль килӗшекен вырӑнсем тата сӑвӑсем. Касу сӑввине чутах пӑхмасӑр вӗренеттӗм.

Ҫивчӗ ҫаврӑмсене ырласа лартӑм. Олега ӑнланма, шухӑшӗсен вылявне тӗрӗс тытса илме тӳрех пулмасть. Унта ытарлатса, ырӑлатса, пытарӑнса чуна уҫса каланисем куҫа тытса тӑраҫҫӗ. Ку чухнехи сӑвӑҫсенчен чылай уйрӑлса тӑрать вӑл. Шухӑшӗсем малти-хыҫалтине йӑлтах ҫавӑрса илнӗ. «Чӑваш чӗлхи кӑшт та пулин юлсан», «Юрларӑм эпӗ те юрлас тесех», «Ялан васкамалла халран кайса... Ак ҫитӗн те инҫет тӗнчи хӗрне…».

Поэт чӗлхи хӑнӑхманла таса та пуян. Калаҫу та пур унта, кӗнекелли те шӑкӑрттин. Авалхине пӗрле ҫӗнни чылай. Ку пуянлӑхпа пирӗн пӗтӗм сӑмахлӑх тӗнчери чи аталаннӑ чӗлхесен ретӗнче курӑнать.

«Ак каллех умӑмра Ваҫкасси,

Ҫийӗнче ал ҫитми кӑн-кӑваклӑх...» (кӑрлач 10, 2026)

Аллупа тӳпене тытнӑ сӑвӑҫ

Эс, Олег, яланах хамӑрпа.

 

Виталий Станьял

15.9.2026

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем