Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Патӑръел ентешлӗхӗ

Аçтахар Плотников05.03.2006 20:414952 хут пӑхнӑ
Ned чӗннӗ тӑрӑх эпӗ шӑматкун Патӑръел ентешлӗхне лекрӗм. Тӗрӗсипе каласан, унта Эдуардпа тӗл пулмаллаччӗ. Вӑл ку кун Патӑрьел ентешлӗхне кайса куратӑп терӗ, ун хыҫҫӑн тӗл пулма килӗшрӗ. Эпӗ вара ун пек мероприятисене лексе курманскер, вӑл мӗнле мероприяти пулни ҫинчен ыйтма пуҫларӑм. Эдуард вара мана хӑйпе пӗрле чӗнчӗ.
11 сехетре пуҫланмалла пулин те мероприяти 12 сехет иртсен ҫӗҫ пуҫланчӗ. Пуҫланичен эпӗ Петӗр Ялгиртан* тата Альбина Юратуран қӗнекесем туянтӑм, вӗсенчен хӑйсен произведениӗсене Интернетра вырнаҫтарма правасем илтӗм. Тепре каласан эпӗ "Литературный мир Чувашии" кӗнекинчен чӑвашла куҫаратӑп. Вал кӗнеке вара, 2005 ҫулта тухнӑскер, Петӗр Ялкирӑн 2000 ҫулта тухнӑ "Чӑваш литератури энциклопедиӗн" вырӑсла куҫӑрӑвӗ иккен! Петӗр Ялкира вӑл кӗнекери информацине интернетра вырнаҫтарма килӗшнӗшӗн пысӑк тав каласшӑн, ҫирӗп сывлах ӑна сунасшӑн!
Мероприяти мана килӗшрӗ. Мӗн палӑртса хӑварам? Фоенче тӗрлӗ япасем сутаҫҫӗ: кӗнекесем, ал ӗҫӗсем, апат ҫимӗҫ (ку пире ыттлаши интереслентермеҫ). Пӗр историк та пурччӗ унта. Чӑваш историӗ ҫинчен тӗрлӗ атлассем сутатчӗ. Ятне астаса хӑвараймарӑм. Анчах та ммана вӑл акӑ мӗн пӗлтерчӗ: вӗсем иккен Пӑлхара экскурсисем хатӗрлеҫҫӗ, хакӗ 300 тенкӗ кӑна. Атлассенче картинкасем анчахчӗ те ҫавӑнпа та вӗсене туянмарӑм.
Тухьясем, метрешкӑсем (чӑваш тӗррипе ерешленӗскерсене) сутатчӗҫ. Тухьясен хакӗ 2-3 пин. Хаклӑ. Тепӗр енчен каласан вӗсене лайӑх хатӗрленӗ, ҫавӑн чухлӗ тӑраҫҫӗ те пулӗ.
Хӑй мероприяти ҫинчен. Официаллӑ пайӗ шутне кӑштах юрӑ-кӗвӗ хушмалла пулнӑ. Питӗ йывӑр ун чухлӗ ларма. Нумай пуҫлӑх сӑвӑсем пӗлнине кӑтартрӗ. Ку мана хавхалантарчӗ. Хӑш-пӗрисем вырӑсла докладсене турӗҫ. Ку килӗшмерӗ (чӑваш чӗлхине пӗлет-ҫке!)
Патӑръел энциклопедиӗ ҫинчен нумай сӑмах каларӗҫ. Ӑна вырӑсла кӑларни синчен шӑппӑнах хӑварчӗҫ. :( Юрӗ, ӗнтӗ, ун пек тухнӑ, ҫитет. Тата Вӑрнарпа Херлӗ Чутайсен ун пек энциклопедиӗсем пурри ҫинчен пӗлтӗм!
Манӑн ытти ентешлӗхсен пухӑвӗсене те кайса курас килес шухӑш ҫуралчӗ! Эпир мӗн тума пултаратпӑр? Календарь, е мӗнле те пулин визитка кӑларса — пухӑннисен хушшинче сарма пултаратпӑр. Унта пӗр хаҫата тӳлевсӗрех валеҫрӗҫ.

* Сӑмах май каласан вара Петӗр Ялгир мана кӑштах тӗлентерчӗ. Ватӑ пулсан та сасси питӗ вӑйлӑ, сцена ҫинче ташласа та кӑтартрӗ! Кайран эртсе пыраканӗ каларӗ: 17 ҫулхи яш пекех вӑл пирӗн, терӗ!
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем