Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ярославль урамӗпе утса тухсан...

Аçтахар Плотников06.02.2009 20:595341 хут пӑхнӑ
Ҫапла, пӗррехинче, ҫак урам тӑрӑх утса тухма тиврӗ. Ӗҫ вӗренӳ сессийӗ вӑхӑтӗнче пулса иртрӗ — заняти пуҫланиччен вӑхӑт нумайччӗ те сив ҫанталӑка пӑхмасӑр хула тӑрӑх уҫӑлса ҫӳрес терӗм.
Ярославль урамне утса ҫитрӗм ӗнтӗ... Утатӑп. Шупашкарти кашни ҫурт ҫине тенӗ пекех урам ятне тата ун номерне ҫырса хунӑ. Питӗ кирлӗ япала — васкавлӑ пулӑшу та кирлӗ чухне ҫурта хӑвӑрт тупма пултарать. Вӑт, утатӑп хайхи... Утнӑ май пӗр ҫурт ҫине «Ярославский урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхарӑм. «Эх», — тетӗп хам ӑшра, — «чӑвашла тӗрӗс куҫарма пӗлеймен иккен...» Тепри патне ҫывхарнӑ май ун ҫинче те пулин тӗрӗс ҫырнӑ-ши тесе шухӑшлатӑп. Ҫук, иккен! Кунта Ярославль те, Ярославский те мар иккен — ЯрославЕль урамӗ! Чӑн та, суймастӑп — ЯрославЕль! Ӗненместӗр пулсан урам тӑрӑх утса тухӑр — Ярославель урамне куратӑрах!
Ман вӑхӑт нумай-ҫке... тата икӗ тӗрлӗ ҫырнине курнӑ май ку мана кӑсӑклантарса ячӗ — тӗрӗс ҫырни пур-ши тесе урам тӑрӑх малалла таплаттартӑм. Тепӗр ҫурт ҫинче виҫҫӗмӗш тӗс тупӑнчӗ — Ярослав урамӗ. Вырӑсла "ул. Ярославская", чӑвашла вара "Ярослав урамӗ" кунта пулса тӑнӑ. Тӗрӗсси вара хальлӗхе (пӗрремӗшне курнӑ хыҫҫӑн) курӑнмарӗ-ха... - малалла утатӑп. Воробьев композиторсен урамӗ патне ҫитнӗ тӗле ҫеҫ тӗрӗс ҫырни тӗл пулчӗ — Ярославль урамӗ. Пӗрре тӗл пулнӑ хыҫҫӑн вара мӗн Хӗрлӗ лапамчченех тӗрӗс ҫырнӑ.
Сӑмах май Хӗрлӗ лапама ҫитнӗ май «Мода ҫурчӗ» еннеле утас терӗм. Паллах, урам ячӗсене епле ҫырнине сӑнаса пытӑм. Чи пӗрремӗш ҫурчӗ «Хӗрлӗ площадь», тепри вара — «Хӗрлӗ тӳрем» (кӑна пӑтраштарма та пултаратӑп — ун хыҫҫӑн вӑхӑт самай иртрӗ те... Анчах юнашар ҫурсенче урам ятне пӗрешкел ҫырман — кӑна ҫирӗплетсе калама пултаратӑп).
Вӑт ҫапла вырӑссем Ярославль урамӗнче пурӑнаҫҫӗ пулсан, чӑвашӗсем вара расна урамсенче пулӗ. Пӗри Ярослав урамӗнче, тепри — Ярославль урамӗнче. Виҫҫӗмӗшӗ — Ярославский урмӗнче, тӑваттӑмӑшӗ вара пушшех те ЯрославЕль урамӗнче. :)
Шупашкарта кун пек урамсем чылай теҫҫӗ — вӗсем тӑрӑх тепринче утса тухӑп :)
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Анонимла // 1321.95.8132
2009.02.06 22:19
фотоаппаратпа ÿкерсе илмеллеччĕ.
2009.02.06 23:10
Аçтахар Плотников
Фотоаппарачĕ çумрахчĕ-ха. Анчах та эп ятарласа урам ячĕсене ӳкерме тухманччĕ те... ӳкермерĕм. Эп уçăлса çӳремелле утрăм та-ха...
Çуллаччен ячĕсене тӳрлетмесен — ӳкерсех кăтартăп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем