Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Чӑваш Республикинчи цензура

17.02.2009 15:398449 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Цензурӑна Раҫҫейре тахҫанах пӑрахӑҫланӑ тесе калаҫҫӗ. Ҫапах та ку пулӑм Чӑвашра вӑйлӑ тымар янӑ пулмалла. Нумаях пулмасть (форумра ӑна "Ҫӗнӗ хаҫат" тесе темле akram палартнӑччӗ) "Взятка" хаҫата вуларӑм, ӑна тӳлевсерех пирӗн агрофирма председателӗ салатрӗ. Каласа панӑ, ку вӑл тӗрӗсех, типографие шыраса тупма питӗ хӗн пулнӑ иккен. Ара, кунта яланах чӑваш халӑх тӑшманӗсене шыраҫҫӗ. Патшалӑха хирӗҫ мар-и тесе ыйтаҫҫӗ.Пӗр фирмӑна тупнӑ-тупнах, анчах та тепӗр кун хаҫат илме пырсан вара типографире "Эпир хамӑр данныйсене хуратрӑмӑр" тесе пелтернӗ. Малтан ма вара пичетлеместпӗр тесе каламан. Апла пулсан Чулхула облаҫне е Мари Республикине пуянлатма май килетчӗ. Юрӗ тейӗпӗр. Анчах та мыскара ҫакӑнпа вӗҫленмен. Хаҫатра 999 экземпляр кӑтартнӑ та ҫаплах саккуна пӑсмасӑр пичетленӗ. Халӑх хушшинче салатнӑ. Ку вӑл шӑматкун, типографирен кӑларнӑ кунхине пулнӑ. Кану кунӗсем кӑна иртнӗ. Пирӗн председатель патне маски -шоу пырса ҫитнӗ. РОВД начальникӗ, ун ҫумӗ, тата темиҫе вак-тӗвек тӳре-шара. Пуҫланнӑ вара камит.
_ Ӑҫта салатнӑ?
- Салатма кам хушнӑ?
- Кам йӗксӗкӗ сире ҫапла тума вӗрентнӗ?
Юлашкинчен: "ма выходной данныйсем тулли мар" Уншӑн (тӗрӗсрех каласан, типографи начальникӗ влаҫсенчен хӑранипе вӑл сведенисене кӑларса пӑрахнишӗн) председатель айӑплӑ имӗш.
Ну камит. Саккунпа килӗшӳллӗн япалана та чӑвашра пичетлеме май ҫук. Ара ун пек хаҫатра чиновниксен йӗксӗклӗхне кӑтартнӑ япаласем нумай. Ку вара крамола, патшалӑха хирӗҫ диверси.
Хаҫата ҫак каҫапа уҫласа илӗр:
http://korupciya-edik.ucoz.ru/raznoe/Untitled-1.rar
Сирӗнтен шухӑшсем кӗтетпӗр
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2009.02.17 17:24
Аçтахар Плотников
Мĕн тес, халăха ытла та хăратса пĕтернĕ-çке...
Виçĕмçул кунта Чулхулара «Килĕшменнисен маршĕ» иртсеччĕ. Юрать-ха эп вăл вăхăтра пачах та урăх ĕçпе хуларан кайсаччĕ. Пĕлнĕ пулсан кайса пăхаттăмчĕ çав шарш çине — мĕнле вĕсем тапллаттарса утнине (эп ытла та любопытный... /чăвашла каласан пур çĕре те хам сăмсана чикме юратап/). Тен мана, фотоаппаратлине çаклатачĕç те пулĕ... Эп вара хула хĕррине ӳкерме кайнă...
Кайран каласа пачĕç епле иртнине — пĕтĕм хулана хупăрласа илнĕ иккен, иртен-çӳрен çынсенчен паспортсем ыйтаççĕ имĕш, хăй ку хулара пурăннине çирĕплетсе калайманнисене тытса чараççĕ. Темиçе чӳречерен видео ӳкереççĕ — хăйсен архивĕ валли. Маршне ирттермелли вырăна йышăнас тесе ятарласа ача-пăча мероприятине ирттернĕ (шел, ачисем нумайăн пулман, хăранă пулас та ик-виç ача çеç пулнă.)
Аякран пăхса тăма лайăх-ха та... анчах... кулас вырăнне макăрас килет. Европăри пек пурăнас тетпĕр-ха, анчах хамăр темшен унти правилăсене йышăнасах теместпĕр!
Патшалăхĕ те пирĕ милицисĕр ниепле те пурăнма пултараймасть. Тем чухлĕ ОМОН, тем чухлĕ милици ĕçченне тытса тăрать. Саккунĕсем пысăк чарусем лартаççĕ — ирĕксĕрех вĕсене пăсма тивет. Пурте пăсаççĕ те вара килĕшменнисене çав саккунсене усă курса хĕсĕрлеме май пур вĕсен.
Ajdush // 8765.0.5192
2009.02.18 12:18
Migulaj çырать:
Çакна вуласан Вырăс Ене ăнпа ăнланма çуккине туятăн, мĕншĕн тесен нумаях пулмасть В.Путин каллех Эстонипе Латвинче вырăссене хĕсĕрлени пирки каларĕ. Эпĕ каласшăн Латвинче те Эстонире те никама та хĕсĕрлемеççĕ. Унта вырăс шкулĕсенче 40% вырăсла вĕрентеççĕ. Чăваш шкулĕсенче Чăваш республикинче 10% та чăвашла вĕрентмеççĕ. Икĕпитлех вăл питĕ япăх япала шутланать тĕнчере.
Латви çĕршывĕнчи шакла пуçлисем вырăс ачисем пулаççĕ. Кунта паллашма пулать: http://rus.delfi.lv/news/daily/crim ... icle.php?id=23256880

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем