Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Чӑваш Республикинчи цензура

17.02.2009 15:398421 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Цензурӑна Раҫҫейре тахҫанах пӑрахӑҫланӑ тесе калаҫҫӗ. Ҫапах та ку пулӑм Чӑвашра вӑйлӑ тымар янӑ пулмалла. Нумаях пулмасть (форумра ӑна "Ҫӗнӗ хаҫат" тесе темле akram палартнӑччӗ) "Взятка" хаҫата вуларӑм, ӑна тӳлевсерех пирӗн агрофирма председателӗ салатрӗ. Каласа панӑ, ку вӑл тӗрӗсех, типографие шыраса тупма питӗ хӗн пулнӑ иккен. Ара, кунта яланах чӑваш халӑх тӑшманӗсене шыраҫҫӗ. Патшалӑха хирӗҫ мар-и тесе ыйтаҫҫӗ.Пӗр фирмӑна тупнӑ-тупнах, анчах та тепӗр кун хаҫат илме пырсан вара типографире "Эпир хамӑр данныйсене хуратрӑмӑр" тесе пелтернӗ. Малтан ма вара пичетлеместпӗр тесе каламан. Апла пулсан Чулхула облаҫне е Мари Республикине пуянлатма май килетчӗ. Юрӗ тейӗпӗр. Анчах та мыскара ҫакӑнпа вӗҫленмен. Хаҫатра 999 экземпляр кӑтартнӑ та ҫаплах саккуна пӑсмасӑр пичетленӗ. Халӑх хушшинче салатнӑ. Ку вӑл шӑматкун, типографирен кӑларнӑ кунхине пулнӑ. Кану кунӗсем кӑна иртнӗ. Пирӗн председатель патне маски -шоу пырса ҫитнӗ. РОВД начальникӗ, ун ҫумӗ, тата темиҫе вак-тӗвек тӳре-шара. Пуҫланнӑ вара камит.
_ Ӑҫта салатнӑ?
- Салатма кам хушнӑ?
- Кам йӗксӗкӗ сире ҫапла тума вӗрентнӗ?
Юлашкинчен: "ма выходной данныйсем тулли мар" Уншӑн (тӗрӗсрех каласан, типографи начальникӗ влаҫсенчен хӑранипе вӑл сведенисене кӑларса пӑрахнишӗн) председатель айӑплӑ имӗш.
Ну камит. Саккунпа килӗшӳллӗн япалана та чӑвашра пичетлеме май ҫук. Ара ун пек хаҫатра чиновниксен йӗксӗклӗхне кӑтартнӑ япаласем нумай. Ку вара крамола, патшалӑха хирӗҫ диверси.
Хаҫата ҫак каҫапа уҫласа илӗр:
http://korupciya-edik.ucoz.ru/raznoe/Untitled-1.rar
Сирӗнтен шухӑшсем кӗтетпӗр
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Region21 // 1506.41.3641
2009.02.20 18:50
Çĕнĕ номере лартма тивĕç материалсем камăн пур? Тÿре-шара саккуна пăснă фактсене çирĕплетекен ĕçсем кирлĕ. http://korupciya-edik.ucoz.ru сайтпа çыхăнмалла е morgaushi@list.ru çине çырмалла
Region21 // 1423.37.9587
2009.02.28 13:09
Тепĕр номер тухрĕ.
http://korupciya-edik.ucoz.ru/raznoe/2.rar
Номерте кадастри харпăрлăхăн объекчĕсен агенствин федераллă управленийĕн начальникĕ çур миллионлăх шар кăтартни, Муркаш районĕнчи пултаруллă та ăста хирурга интригăсене усă курса каларса яни, Сĕнтĕрвăрри тата Каçал глависене, Пăрачкав экс-главине судпа айăплани çинчен вулама пулать.
Сувар С. // 5836.5.0367
2009.03.01 00:55
""" Пăрачкав экс-главине судпа айăплани çинчен вулама пулать""" - кунта хăвалаç лайăх çынна. Пăрачкав районтан тахçан чăваш ен президента кандидат хусканлă пулна. Шупашкар хальте каçаримаç Пăрачкав пуçаруллă ушкăна. Ку тавăру пулат.
Сувар С. // 5836.5.0367
2009.03.01 01:00
Эсир чи лайăхрах ку ыйтуне вĕренсе çутатса кăтартма пулатăр.
Сувар С. // 5836.5.0367
2009.03.01 01:18
Хаçатра клеме çапма йывăрмар. Эсир тăрăшса пăхар ха айăпсăр çынан чыс хÿтĕлеме.
Region21 // 4005.91.7808
2009.03.01 22:44
Эпир тăрăшатпăр. Сайт айăпсăр çынна хÿтĕлет, коррупци тата взятка пулăмсемпе çутатать. Информацие "ИА Regnum" тăратнă. Эпир ун çинчен пĕлтернĕ. Енчен те çын айăпсăр пулсан материалне парăр е унпа çыхăнтарăр. Журналист тĕпчевне иртерĕпĕр, сайтра тата хаçатра пичетлĕпĕр. Тархасшăн - пирĕн ирĕклĕ площадка. Чăваш патшалăхĕн цензури çине эпир тахçанах сурнă - вăл айăпсăр çынна хÿтĕленине хирĕç. Сайт тата хаçата тытса пыраканпе çыхăнма morgaushi@list.ru çине çырмалла.
Region21 // 2297.36.8365
2009.03.15 09:44
МĔНШĔН ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ ÇАПЛА ЙĔРКЕСĔРЛĔХ?
МĔНШĔН Федоров президент цензурăна тытса тăрать? Демократи тата ирĕклĕ общество тени ăçта?
2009.03.15 12:51
Аçтахар Плотников
Region21, тархасшăн, ку сайта хăвăр валли трибуна пек ан усă курăр!
Region21 // 3002.01.3477
2009.03.15 19:16
Кун кенеки - ман шухăшпа, ман кунчăк. Сайт çинче демократи сывламĕ пулмасан, уççăнах калăр - "Пирĕн патра ценз". Коля праздникран шăрса тăрсан чăваш чăнах пĕтĕ. Эп сайт правилисене пĕлетĕп, вĕсене пăсман. Пĕлÿ çитменрен кăна хуçăк шăмă ÿкерчĕкне тата ытти информацине ( туллин пĕлме пысăк вырăн кирлĕ, аплоадинг вăхăтлăх кăна)лартаймарăм. Кунта информаци калăпăшне лартма çавах чару пур.
2009.03.16 09:02
Аçтахар Плотников
Вара? Шухăшсене ирĕклĕ калама май пурри пур шухăша та уçса пама юранине пĕлтермест.
«Коля праздникран» пек сăмахçаврăнăшсене кунта ан усă курăр. Тăшман-и, килĕшмен çын-и — пурне те хисеплемелле (7-10 çулхи ача пек витлешсе тăма кирлĕ мар), хисеплемесен сире те хисеплемĕç.

Страницӑсем: 1, 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем