Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Трак Ен ҫынни Туркая ӑса кӗртме ыйтать

  28.08.2015 23:40 | 4272 хут пӑхнӑ

Темиҫе кун каялла манпа Геннадий Павлов ҫыханчӗ. «Контактра» халӑх тетелӗ урлӑ.

— Пулӑшу кирлӗ.

— Мӗнпе? — хирӗҫ ыйтатӑп.

Ҫынна палламастӑп та мӗнле пулӑшу ыйтнине те чухламастӑп. Геннадий вара мана ӳкерчӗксем ярса пачӗ. Унта — «Хыпар» хаҫатӑн сӑнӗсем. Ҫурлан 25-мӗшӗнче тухнӑ кӑларӑм. Пуҫелӗкри «1906 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗнче тухма тытӑннӑ» тесе ҫырса хунинче «январӗн» тенине хӗрлӗпе ункӑласа палӑртнӑ. Аяларах вара «Чӑваш чӗлхине пӗлменни» тесе палӑртса хунӑ.

Чӑн та уйӑх ячӗсене чӑвашла ҫырнинчен вырӑслисем ҫине куҫни Валери Туркай килсен пуҫланчӗ.

Малалла...

 

Хăть нимĕçле, хăть китайла вĕрен, анчах тăван чĕлхене ан ман

  28.08.2015 21:50 | 4026 хут пӑхнӑ

Ĕçпе республикăри тĕрлĕ района çÿреме тивет. Яланах тенĕ пек шкула кĕрсе тухатпăр, вĕрентекенсемпе тĕл пулатпăр. Уйрăмах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе калаçатпăр.

Юлашки çулсенче чăваш чĕлхипе литературин сехечĕсене чакарчĕç. Эпир шкулта вĕреннĕ чухне ун пек марччĕ: чăваш чĕлхине кун сиктерсе тенĕ пек шĕкĕлчеттĕмĕр. Чăваш литературине мĕн тери юрататтăмăр тата! Урокра хайлавсене сасăпа вулаттаратчĕç те тупăшса алă çĕклеттĕмĕр. Килти вулав валли те паратчĕç.

Малалла...

 

Теори пăтти пĕçерекенсем

  28.08.2015 07:26 | 4115 хут пӑхнӑ

Çĕршыв сăмах пирки хăçантанпа ĕнтĕ ак çапла шавлаççĕ: курăсăн, çĕрĕм-шывăм тени пур тĕнчере! Эппин, асăннă сăмаха, çĕршыва, , çавна кура, уйрăм çырмалла имĕш.

Тавайăр темиçе çеккунтлăха çапла каланине чăна хурар. Вара пирĕн ума акă мĕн сиксе тухать. Ачсемĕр, тĕнчере çĕрĕм-шывăм çеç мар, çĕршывăм та пур-иç!!! Юлашки тĕслĕхе те классиксенчен илнĕ пайтах самантсемпе çирĕплетме пулать.

Шет лешхайхисем ĕнтĕ çав çĕрĕм-шывăм формăна çĕршыв сăмахăн туртăм категорийĕн пĕрремĕш сăпатĕнчи пĕрреллĕ хисепри ĕмĕлки тесе шутлаççĕ?

Малалла...

 

Каллех 75-мĕш параграф пирки

  18.08.2015 23:17 | 4344 хут пӑхнӑ

(Çак тĕлтен илнĕ карччынккана.)

Чăваш çырулăхĕн вăйра тăракан йĕркевĕсем пур. Кунта эпир çав йĕркевсенчи "орфографи" пайĕнчи 75-мĕш параграф пирки тепĕр хут сăмах хускатасшăн. Пĕлекен пĕлет: çав параграф çыракана хутлă сăмахсемпе усă курма çав тери пысăк ирĕклĕх парать. http://chuvash.org/blogs/comments/2212.html

Яланах уйрăм çыртарасшăн тăрашакансем пурăна-киле çакна ăнланса илме пуçларĕç: 75-мĕш параграфăн шутсăр пысăк хăватне халăхран пытарса пурăнма йывăрланнăçем йывăрланса пырать.

Малалла...

 

Тупайĕ-ши чăтлăхран тухма тĕрĕс çул?

  18.08.2015 12:38 | 3730 хут пӑхнӑ

Поэт ансат, кил-тĕрĕшре усă куракан (чĕлхеçĕсем хытарса нормăланипе мар) чĕлхепе пуплет.

Юрий Артемьев, «Хыпар»

2015 ç. июлĕн 17-мĕшĕ (// 140–141).

 

2014 çулхи октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче, ырă çынсем пулăшнипе, çаврака сĕтел пухăвне хутшăнтăм. Пухура чăваш чĕлхин орфографи çинчен калаçу пычĕ. Пухура Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Ю.Н. Исаев та сăмах илсе калаçрĕ. Вăл 25 мин. тăршшĕ ăнлантарчĕ: 1992–1994 çулхи орфографи правилисене шкулта 20 çул вĕрентеççĕ, çав ачасем халь ӳссе çитĕннĕ те «çĕнĕ» орфографи правилисемпе çыраççĕ.

Малалла...

 

Ăçта çитĕпĕр, чĕкеç?

  12.08.2015 20:13 | 4938 хут пӑхнӑ

«Ăçта каян, чĕкеç, каçа хирĕç?» – йĕркесемлĕ тунсăх юрă савнă çын пирки чуна ыраттарса ĕсĕклесе ларнă май аса килмерĕ-ха. Сăмахĕ – шкул çулне çитмен ачасем валли уçнă «Чĕкеç» ушкăн пирки. Ăна Йĕпреç районĕнчи Энтриел ялĕнчи вăтам шкулта çурлан 6-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçни пирки Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернĕччĕ.

Чăваш Енĕн влаç органĕсен официаллă порталĕнче ку мероприятие çутатакан хыпара сăнӳкерчĕксемпе те илемлетнĕ.

Малалла...

 

Асамат кӗперӗ

  30.07.2015 17:47 | 4651 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Ҫав ӑнланӑвах чӑвашсем тӗрлӗрен калаҫҫӗ: сӗрен кӗперӗ, саламат кӗперӗ, салават кӗперӗ...

Ҫапах та пуринчен ытла асамат кӗперӗ тени курӑмлӑрах сарӑлнӑ. Апла калани ӑҫтан тухса кайнӑ пирки халӑхра халап та пур. Асамат ятлӑ ҫын сарлака юханшыв хӗрринче пурӑннӑ, вӑл пӗветевҫӗ пулнӑ иккен: тӗрлӗ курак, йывӑҫ тымарӗ пухса, вӗсенчен шӗвек сӑрӑ хатӗрленӗ, анчах унӑн ҫак питӗ кирлӗ япалине никам та сутӑн илмен.

Малалла...

 

Банкра ӗҫлекен чӑвашла калаҫакан хӗре мухтав сӑмахӗ калас килет

  27.07.2015 23:40 | 5691 хут пӑхнӑ

Тунтикун эп Альфа-банкра хам ӗҫпе пултӑм — ҫӗнӗ счет уҫмаллаччӗ. Унта пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ пирки вара сире каласа парас терӗм. Тем тесен те унашкал хӗрсем мухтава тивӗҫ.

Чӳрече патне пырса тӑнӑ хыҫҫӑн хӗр манпа яланхи пекех калаҫӑва ҫепӗҫҫӗн те тараватлӑн пуҫларӗ. Ку — тӗлӗнмелле мар. Вӗсене тем тесен те клиентсемпе тараватлӑ пулма вӗрентеҫҫӗ. Ыйтаҫҫӗ те. Перекет банкӗнче вӑт чӑн та вӑрҫса тӑкма та пултараҫҫӗ (юлашки ҫулсенче унта та лару-тӑру улшӑнса пырать), кунта вара яланах сӑпайлӑ калаҫма тӑрӑшаҫҫӗ.

Малалла...

 

Люксембургра пурăнакан Томас Файдер чăваш чĕлхине вĕренет

  27.07.2015 11:50 | 4510 хут пӑхнӑ

Томас Файдер Люксембургра пурăнать. 40 çулти арçын пĕлтĕр Чăваш Ене килнĕччĕ. Унпа çавăн чухне паллашрăм. Тĕлĕнмелле çын вăл. Пин-пин çухрăма парăнтарса Чăваш Ене вăл чăваш чĕлхине вĕренме килнĕ. Томас ун чухне çитес çул «Хавал» уйлăха хутшăнассине, ун чухне манпа тепĕр хут курнăçассине пĕлтернĕччĕ. Сăмахне тытрĕ. Томаспа самай калаçрăмăр. Вырăслах пуплерĕмĕр унпа. Чăвашла лайахах çырать вăл, калаçкалать те. Анчах Люксембургра чăвашла никампа калаçма çук-мĕн. Практика çукки кăштах ура хурать.

Малалла...

 

Паспортри чӑвашла вкладыш хула ҫыннисен сехрине хӑпартнӑ

  23.07.2015 11:50 | 5505 хут пӑхнӑ

Сӑмах-юмах хайхи «Ирӗклӗх» ятлӑ пӗрлӗх хастарӗсем Раҫҫей Федерацийӗ паракан паспортпа пӗрле чӑвашла вкладыш хушма сӗнни пирки пырать. Республикӑри онлайн мелӗпе тухакан МИХсенче ку хыпар анлӑ сарӑлчӗ, пуҫару пирки эпир те пӗлтернӗччӗ.

«На-связи» (чӑв. «Ҫыхӑнура») ятлӑ канашлура вара хӗрӳ тавлашу пуҫланнӑ. Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уҫнӑ темӑра паянхи кун тӗлне 20 страница таранах тӗрлӗ шухӑш ҫырса тултарнӑ.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 27, 28, 29, 30, 31, [32], 33, 34, 35, 36, 37, ... 42
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.