Республикӑра тӑватӑ модельлӗ библиотека уҫӑлмалла. Вулакансене раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче кӗтеҫҫӗ.
Шӑмӑршӑри, Хӗрлӗ Чутайри, Куславккари тӗп библиотекӑсем, Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Елчӗк округӗсенчи вулавӑшсем ҫӗнелнӗ. Вӗсенче интерьер, оборудовани ҫӗнӗ. Йӑлтах – хальхи пурнӑҫ ыйтнӑ пек.
Паян Елчӗк округӗнчи Хӑвӑлҫырма ялӗнче ирхи 7 сехетре Ҫаран урамӗнче пушар пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтерсен арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 42 ҫулта пулнӑ.
Пушара сӳнтернӗ ҫӗре икӗ техника хутшӑннӑ. Ҫулӑм пӳртри пӗр пӳлӗме тӗп тунӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 1278 пушар пулнӑ. Вӗсенче 48 ҫын вилнӗ, 66-ӑн аманнӑ. 128 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ӗнер, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Десять деревень. Звёзды над Булой» кӗнекипе паллаштарнӑ. Унӑн авторӗ — паллӑ журналист, художника, режиссёр, краевед Владимир Галошев.
Хӑйӗн ӗҫӗнче автор Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш тӑрӑхӗнчи вунӑ ялпа, унти паллӑ пулӑмсемпе, хисеплӗ ҫынсемпе паллаштарать.
Ырантан Елчӗк муниципаллӑ округӗнче «Елчӗк – Лаш Таяпа – Шӑмалак» маршрутпа автобус ҫӳреме пуҫлӗ.
Ку ыйтӑва «Пӗрремӗш транспорт медиакомпанийӗн» директорӗпе Владимир Шашковпа сӳтсе явнӑ, ирхи, кӑнтӑрлахи тата каҫхи графике сӳтсе явнӑ. Юлашки чарӑну районти тӗп пульница умӗнче пулӗ.
Елчӗк округӗнче пурӑнакан Оксана Александровна социаллӑ контракт пулӑшнипе пӗчӗк коптильня уҫнӑ. Вӑл малтан бизнес-план хаӗрленӗ, ӑна ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесе патшалӑхран 350 пин тенкӗ илнӗ. Унпа вӑл хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ.
«Патшалӑх пулӑшнипе эпӗ сахал мар ӗҫлесе илме тытӑнтӑм. Хам ҫине кӑна ӗҫлетӗп, ку мана питӗ килӗшет», – тенӗ Оксана.
Сӑмах май, сахал тупӑшлӑ ҫемье патшалӑхран пулӑшу илме пултарать.
Паян ҫур ҫӗр хыҫҫӑн Елчӗк округӗнчи Кушкӑ ялӗнче пушар пулнӑ. 82 ҫулти кил хуҫи мӑшӑрӗпе урама чӳречерен тухма пултарнӑ. Вӗсӗн 55 ҫулти ывӑлӗ, шел те, тухса ӗлкӗреймен.
Пушар ҫурта, хуралнӑ таврашне тӗп тунӑ. Ҫулӑм мӗнрен тухнине экспертсем палӑртрӗҫ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1188 пушар тухнӑ, вӗсенче 43 ҫын вилнӗ.
Елчӗк округӗнче 2014 ҫулта арҫыннӑн килӗнче пушар тухнӑ. Вӑл муниципалитет харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. Вӑл унта социаллӑ найм мелӗпе пурӑннӑ.
Пушар хысҫӑн ҫурт пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ. Арҫын урӑх ҫӗре куҫнӑ. Администраци ӑна нумай вӑхӑт ҫӗнӗ ҫуртпа тивӗҫтермен. Арҫын прокуратурӑран пулӑшу ыйтсан тин пӑр вырӑнтан тапраннӑ. Суд арҫынна ҫӗнӗ пурӑнмалли вырӑн памалла тунӑ.
Муркаш округӗнче паян ирхине ҫӑмӑл машина фура ҫине пырса кӗнӗ. Руль умӗнче ларнӑ 39 ҫулти водитель вилмеллех аманнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Веста» хирӗҫ ҫул ҫине тухна та фурӑпа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина водителӗ ҫавантах вилнӗ. Вӑл Елчӗк округӗнчен пулнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, чӑваш эстрадин паллӑ артисчӗ Типшӗм Сашук 50 ҫул тултарнӑ.
Пултаруллӑ сцена ӑсти Елчӗк районӗнчи Элекҫей Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ. Саша — тӑван ҫӗршыва, тӑван кӗтесне, чӑваш халӑхне юратакан ҫын пулни унӑн юррисенче те сисӗнет. Вӑл чӑваш эстрадине музыкӑн рэп енне илсе килчӗ. Пӗрремӗш юррине вӑл 17-ре ҫырнӑ. Унӑн ячӗ 2000-мӗш ҫулсенче халӑхра сарӑлма пуҫларӗ.
Пултаруллӑ артист паян — икӗ ача ашшӗ, спортпа туслӑ. Пултарулӑхӗ вара унчченхиллех тапса тӑрать.
Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Патреккел ялӗнче пурӑнакан арҫын пысӑк кӑмпа тупнӑ. Киле ҫитсен тараса ҫинче виҫсе пӑхнӑ та - 4 килограмм ытла.
Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл кӑмпана ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тупнӑ. Ҫав кӑмпа «дождевик» ятлӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Стихван Шавли, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |