Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче паллӑ совет тата Раҫҫей композиторне, пианистне, педагогне, СССР халӑх артистне Андрей Эшпая халалласа концерт иртӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.
Андрей Эшпай Чӑваш Ене хӑйӗн иккӗмӗш тӑван ҫӗршывӗ тесе каланӑ. Унӑн амӑшӗ, Александр Тогаев чӑваш композиторӗн тӑванӗн хӗрӗ, Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ — ҫармӑссен профессиллӗ пӗрремӗш композиторӗ. Вӑл фольклор пухнӑ. Ҫемье Степан Максимов чӑваш композиторӗпе туслӑ пулнӑ.
Пӗчӗк Андрей кашни ҫуллах Сӗнтӗрвӑррине Тогаевсем патӗнче пурӑннӑ. Унта Родион Щедрин тата Ростислав Бойко композиторсем те пӗрре ҫеҫ мар хӑнана килсе ҫӳренӗ.
Ӗнер Шупашкар округӗнчи М-7 ҫул ҫинче патрульпе пост службин инспекторӗсем ватӑ арҫынна асӑрханӑ. Вӑл шӑнса кӳтнӗ, хӑй ӑҫтине ӑнланман. 88 ҫултискер аран калаҫнӑ.
Юрать-ха, ун ҫумӗнче паспорт пулнӑ. Ҫапла вӑл ӑҫта пурӑннине пӗлнӗ. Полици капитанӗ Артем Петров тата Руслан Пыркин лейтенант ватӑскере машинӑна лартса вӗри чей ӗҫтернӗ. Калаҫнӑ май вӗсем ҫакна пӗлнӗ: старик масар ҫине арӑмӗн вилтӑпри ҫине кайнӑ. Анчах тӗттӗмленнӗ те вӑл ҫулран аташса кайнӑ.
Инспекторсем ватӑскере киле йӗркеллех илсе ҫитернӗ.
Пӗр кунта Чӑваш Енри пилӗк тӑрӑхра типӗ курӑк ҫуннӑ.
Чаваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ талӑкра типӗ курӑка Улатӑр, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай тара Шупашкар тӑрӑхӗсенче сӳнтернӗ. Вӗсенче курӑк пурӗ 4 гектар ытла лаптӑк ҫинче ҫуннӑ. Сӗнтӗрвӑрри хулинче вут-ҫулӑм сарӑлса кайнипе Ҫеҫпӗл урамӗнчи дачӑна сиенленӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артистне Леонид Семенова аса илнӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа кӑҫал 115 ҫул ҫитнӗ.
Леонид Федорович 1910 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чикме уесӗнчи (халӗ – Шупашкар районӗ) Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ.
1934 ҫулта Чӑваш патшалӑх музыкӑпа театр техникумӗн театр уйрӑмне пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш театрӗнче вӑй хунӑ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, 36 ҫул хушшинче 200 ытла роль калӑпланӑ: «Хӗн-хур айӗнче» спектакльте Чакка тата Пахомка, «Тутимӗрте» Тутимӗр, «Тӗпӗнче» драмӑра Васька Пепел, «Аслатире» Тихон, «Ялта» спектакльте Ванюк тата нумай-нумай сӑнар.
Театра Леонид Семеновӑн тӑванӗсем те ҫитрӗҫ, ӑна ӑшӑ сӑмахсемпе саламларӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Ишекре пурӑнакан Марина Ефимова «Агростартап» грант пулӑшнипе теплицӑра ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
Пахча-ҫимӗҫ туса илес ӗмӗтпе ҫунатланнӑ хӗрарӑм 2023 ҫулта 3 млн тенкӗ грант илнӗ. Ҫав укҫапа Маринӑпа унӑн упӑшки Леонтий ҫӗр ҫинче ӗҫлеме кирлӗ техникӑна туяннӑ: прицеппа трактор, погрузчик, плуг, диск машини..
Ӗҫе механизацилесен ӗҫ те ҫӑмӑлланнӑ, тухӑҫ та ӳснӗ.
«Пӗрремӗш ҫулхине эпир 68 тонна пахча-ҫимӗҫ туса илтӗмӗр,
пӗлтӗр – 84 тонна. Кӑҫал тата ытларах пуласса шанатпӑр», – каласа кӑтартнӑ хастар хӗрарӑм.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, чӑваш поэчӗ Валентин Урташ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ кун, чӑваш писателӗсем, поэчӗсем, журналисчӗсем унӑн вил тӑприйӗ ҫине ҫитсе ӑна асӑннӑ. Калем ӑстисемпе пӗрле Анатолий Князев та пулнӑ. Анатолий Пантелеймонович – Елчӗк чӑвашӗ, вӑл Шупашкар районӗнчи Апашра пурӑнать.
Анатолий Князев поэтпа хурӑнташлӑ иккен. Кун пирки Лидия Филиппова журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пирӗн республикӑра 958 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Ку цифра пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 12,7 процент нумайрах. Ун чухнехи виҫӗ уйӑхра 850 мӑшӑр пӗрлешнӗ.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Шупашкарти загсра 264 мӑшӑр ҫырӑннӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 118, хулари Калинин тата Ленин районӗсенче — 95 тата 92. Шупашкар тӑрӑхӗнче 46 мӑшӑр ҫемьеленнӗ, Ҫӗрпӳ районӗнче — 26, Патӑрьел районӗнче — 21, Муркаш районӗнче — 20.
Мӑшӑрсенчен ытларахӑшӗ ҫемье ҫавӑрма заявленине патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ панӑ.
Шупашкар районӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекторӗнче ӗҫленӗ икӗ ҫынна суд тунӑ. Вӗсене ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн тата сӗтев илнӗшӗн явап тыттарнӑ.
2024 ҫулхи ҫулла ҫав этемсенчен пӗри 20 тата 40 пин сӗтев илсе инкек пулман ҫӗртех инкек пулнӑҫи туса хутсем шӑрҫаланӑ. Ҫав ӗҫе хӑйӗн ӗҫтешне те явӑҫтарнӑ. Суя документсемпе усӑ курса машина хуҫисем 1 миллиона яхӑн тенкӗ страховка укҫи илнӗ.
Айӑпла инспекторсенчен пӗрне халӗ 1 ҫуллӑха, теприне 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр айӑплама йышӑннӑ. 150 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Георгий Орлов чӑваш писателӗ поэчӗ, куҫаруҫи ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Толиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2007 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Хӑйӗн нумай сӑввипе поэмине вӑл фронтри пурнӑҫа халалланӑ. Тӑван тӑрӑхри ҫу ҫанталӑк пирки сахал мар сонет, калав тата повесть ҫырнӑ. Вӑл Р. Бернс, С. Есенин, М. Танк, С. Щипачев тата ыттисен ӗҫӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Георгий Орловӑн кӗнекисен шутӗнче: «Вутри юрату», «Кӑрлач-раштав», «Кил ҫути», «Манӑн юрату», «Тривим йысна калавӗсем», «Ҫуралнӑ кил», «Ирхи йӗрсем», «Вуттӑвӑллӑ ҫулсем», «Вутри юрату».
Георгий Орлов пирки тӗплӗнрех РУВИКИ-н чӑваш уйрӑменче вуласа пӗлме пулать.
Республикӑра кашни ҫулах «Ҫулталӑкри воспитателе» суйлаҫҫӗ. Шупашкарти 200-мӗш ача пахчинче вӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Тепӗр кунхине конкурс 7-мӗш ача пахчинче пулнӑ.
Жюри вӗсен профессионал пахалӑхне кӑна мар, аудитори умӗнче тухса калаҫма пӗлнине те хакланӑ. 22 воспитательтен чи лайӑххисене суйлама ансат пулман.
Пилӗк лауреата палӑртнӑ. Вӗсем – Ҫӗнӗ Шупашкарти Наталия Андреева, Канаш округӗнчи Марина Васильева, Шупашкар округӗнчи Мария Емельянова, Шупашкарти Дарья Жигарь, Ҫӗрпӳ округӗнчи Зинаида Павлова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |