Кӳршӗре
![]() Паян Чемпӗр облаҫӗнчи Кузоватово поселокӗнче "Гастон" заправкӑра пушар пулнӑ. Инкеке курнӑ ҫынсем каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, газ илсе килнӗ фура ҫунма пуҫланӑ. Вӑл кӗске вӑхӑтранах сирпӗннӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекре 2 ҫын шар курнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Пушара сӳнтернӗ ҫӗре 27 ҫын, 10 техника хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Кӑҫал иртнӗ «Иннопром» куравра «Трактор савучӗсем» концерн Чӗмпӗр облаҫӗнчи предприятипе ҫыхӑну йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ. Кун пирки ЧР Промышленноҫ министерстви пӗлтерет. Тракторсемпе бульдозерсем туса кӑларма Раҫҫейри пайсем кирлӗ. Кӳршӗ облаҫри теттесем туса кӑларакан «Полесье» вара Чӑваш Енри тракторсене тата бульдозерсене сӑнарлӗ. Ҫапла ачасем пирӗн регионти пек техникӑпа та выляма пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Паян "Чӗмпӗрти чӑваш вӗрентекенӗсен шкулӗ. Иван Яковлев хваттерӗ" музейре чӑваш алфавитӗнчи Ӑ саспаллине халалланӑ палӑка уҫнӑ. Ку чӑваш ҫырулӑхӗ пуҫланса кайнӑранпа 150 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ. Палӑка хута ямашкӑн 1,8 миллион тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Ӑна халӑх пуҫтарнӑ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() metr12.ru сайтри сӑн Чӑваш Енрен паян самаях сивӗтрӗ. Кӳршӗ Мари Элте вара юр ҫуса лартнӑ. Паян ирхине унта симӗс курӑк юрпа витӗннӗ. Ҫакна ӳкернӗ видеосене тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, кӳршӗ республикӑра юлашки талӑкра 17 миллиметр юр, ҫумӑр ҫунӑ. Ку – ҫур уйӑхри норма. Мари Элте ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче пушшех те вӑйлӑ юр ҫунӑ. Унта кӗртсем те пулнӑ. Уйрӑмах – Параньга тата Сернур тӑрӑхӗсенче. Синоптиксем лайӑх хыпар пӗлтереҫҫӗ: кун пек урӑх сивӗтмӗ, ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫлӗ. Ҫу уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче 15-20 градус таранах ӑшӑтмалла. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑштах сивӗрех, 12-14 градус, пулӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() pg12.ru сайтри сӑн Хӗлле Мари Элти Тинӗс куҫӗнче шыв пӗтни, ҫиелти пӑр катӑлса аялалла ӳкни пирки хыпарланӑччӗ. Ун чухне специалистсем кӳлле тек нихҫан та шыв тулмасан та пултарассине пӗлтернӗччӗ. Мари Элтен лайӑх хыпар ҫитнӗ. Тинӗс куҫне шыв тулма пуҫланӑ, шыв шӑкӑртатнӑ сасӑ илтӗнет. Вӑл ҫӑлкуҫсенчен стена тӑрӑх юхать. Хальлӗхе шыв 5 метр таран тулнӑ. Шыв тӗсӗ те унчченхи пекех тӗслӗ пулма пуҫланӑ. Вырӑнти халӑх Тинӗс куҫӗ хӑйӗн илемӗпе савӑнтарма пуҫласса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Паян Чӗмпӗр облаҫӗнчи Вешкайма поселокӗнчи ача пахчинче темӗнле арҫын нянечкӑпа икӗ ачана персе пӑрахнӑ. Унтан хӑй перӗнсе вилнӗ. Хӑйне питӗнчен пенӗрен ҫак арҫын кам пулнине палӑртман-ха. Ача пахчинче хуралҫӑ пулман. Йӗрке хуралҫисене пускӑча пусса чӗнмелли май пулнӑ. Арҫын ача пахчине кӗрсе хӗрарӑма тата 5-ри тата 6-ри арҫын ачапа хӗрачана вилмеллех персе амантнӑ. Ку пӑтӑрмах ачасем кӑнтӑрла ҫывӑрнӑ вӑхӑтра пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чулхула облаҫӗнчи Кстово районӗнче нефтебазӑра ултӑ бензовоз ҫуннӑ. Пӑтӑрмах паян, пушӑн 22-мӗшӗнче, «Лукойл» тытӑмӗн нефтебазинче пулнӑ. Унта ултӑ автоцистерна ҫунма пуҫланӑ, кашнинче – 30 кубла метр нефть продукчӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнӑ, вилнӗ ҫынсем пулман. «Коммерсант» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар «Ирбис» компанийӗн бензовозне тултарнӑ чухне пулнӑ. Халӗ Роспотребнадзор сывлӑша тӗрӗслет. Вырӑнти тӳре-шара вара оперативлӑ штаб ларӑвне йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() im0-tub-ru сайтри сӑн Чулхула облаҫӗнче маска режимне пӑрахӑҫлама пултараҫҫӗ. Анчах халех мар. Ку йышӑнӑва ака-ҫу уйӑхӗсенче тума пултарӗҫ. Ара, шӑпах ҫак вӑхӑтра ОРВИ тата грипп сезонӗ вӗҫленет-ха та. Ҫапах чир-чӗр сезонӗ вӗҫленни кӑна витӗм кӳмӗ. Регионта ковид-койкӑсен шучӗ мӗнле чакнине те сӑнӗҫ. Вӗсем чаксан ҫеҫ маска режимне пӑрахӑҫлама пултарӗҫ. Аса илтерер: пирӗн республикӑра QR-кодсене пӑрахӑҫланӑ. Общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнмалла тата алла дезинфекци тумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Авито» сайтӗнчен илнӗ сӑн Чулхулара сахӑр катӑкне 1 499 тенкӗпе сутма пуҫланӑ, ҫакнашкал сӗнӗве Авито пӗлтерӳ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Маларах апат-ҫимӗҫ лавккисен сентрисем ҫинче сахӑр ҫухалнӑ, хыпӑнса ӳкнӗ Чулхула ҫыннисем сахӑра сыхлӑха туянма тытӑннӑ. Чулхула ҫынни сахӑр песокӗ таврашне хыпӑнса туяннипе усӑ курса пӗр сахӑр катӑкӗн хакне ӳстерсе сутма пуҫланӑ. Ют ҫӗршыв лавккисене хупма пуҫланӑ хыҫҫӑн Чулхула ҫыннисем хут пакетсене сутма тытӑннӑ. IKEA ятлӑ сӗтел-пукан лавккинчи пакета 1,2 млн тенкӗпе туянма сӗннӗ, H&M пакетне вара — ҫур миллион тенкӗпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине Раҫҫейри видеокамерӑсем Пушкӑртри тӳпере метеорит ӳкнине ӳкернӗ. Кун пирки «Новости от телеканала UTV» (чӑв. UTV телеканал хыпарӗсем) Telegram-канал пӗлтерет. Ҫӑлкуҫпа килӗшӳллӗн, метеорит Ҫӗр атмосферинче ҫунса кайнӑ. Ҫак пулӑма Ӗпхӳ хулинче пурӑнакансем тата ҫак регионти тепӗр темиҫе хуларисем сӑнанӑ. Метеорит ӳкнӗ саманта «Уфанет» телекоммуникаци ҫыхӑнӑвӗн операторӑн камери ҫырса илнӗ. «Шултра метеорлӑ юхӑмсем хальхи вӑхӑтра ҫук. Ку вӑл пӗр-пӗр юхӑм шутне кӗмен метеор пайӗ пулма пултарать», — пӗлтернӗ Пушкӑрт планетарийӗн астрономӗ Татьяна Денисова. Астрономи пулӑмне куракансем метеорӑн хӳри Туслӑх монуменчӗ патӗнче пурӗ те 5-7 ҫеккунт ҫеҫ сӑнама май килнине палӑртнӑ. 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче РАН космос тӗпчевӗсен институчӗн директорӗ, РАН член-корреспонденчӗ Анатолий Петрукович Ҫӗр чӑмӑрне вӑйлӑ аркатма пултаракан метеорит диаметрӗ сахалтан та пӗр километр пулмалла тесе пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.12.2023 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бараев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кадышев Михаил Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |