Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çул хыççăн çулĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томПулать-çке пурнăçраСуя телейХĕн-хур айĕнчеЧакăл-туЫлханлă хура çĕмĕрт

Паттăр анне


«Ăçта пултарулăхпа паттăрлăх кăтартма пулать-ши? Мĕн çинчен е кам çинчен çырам-ши?» — тесе чылай шутласа çӳрерĕм. Аслă Çĕнтерӳ 70 çул тултарнă май паттăрлăх пирки чылай калаçаççĕ тата çыраççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче мĕнпур совет халăхĕ паттăрлăх кăтартнă, вĕсем хушшинче манпа тантăш ачасем те. Хальхи вăхăтра çарти каччăсем тăван çĕршыва кунĕн-çĕрĕн сыхлаççĕ — çакă та паттăрлăх. Пушар вăхăтĕнче хаяр çулăма парăнтаракансем паттăрсем. Шывра ишме пĕлменнипе путма пуçланă ачана çăлни паттăрлăх. Кун пек тĕслĕхсем чылай илсе кăтартма пулать. Шкул ачи шкулта хăйне йĕркеллĕ тытать, аслисене хисеплет, тусĕсене пулăшса пырать пулсан, манăн ăна паттăр ача тесе чĕнес килет. Таса чун-чĕреллĕ çын, хăйĕн ĕçне юратса тăвакан çын, халăх хушшинче ырă кăмăллăхĕпе палăрнă çын, ман шутпа, чăннипех те паттăр çын.

Мĕн-ши вăл паттăрлăх? Тăватă ача çуратса ӳстерни паттăрлăх мар-ши вăл? Мана çак пулăм чи пысăк паттăрлăхсенчен пĕри пек туйăнать.

Шăпах çавăнпа çак калавра эпĕ тăватă ача амăшĕ пирки, хамăн анне пирки каласа парасшăн. Пирĕн аннене Алина Владимировна Устинова тесе чĕнеççĕ. Вăл 1977 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Енкĕлт ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вĕсем çемьере тăватă тăван ӳснĕ, анне çемьере пуринчен те кĕçĕнни пулнă. Пирĕн кукамай, Анастасия Андреевна Петрова, ирех мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Пирĕн кукаç колхозра тракторист пулса ĕçленĕ, чире пула вăл пирĕн анне ултă çулта чухне пурнăçран уйрăлса кайнă. Кукамайăн тăватă ачине пĕчченех ура çине тăратмалла пулнă. Йывăр пулсан та чăтнă, нăйкăшман, пурне те тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратнă. Вăл малтанах фермăра выльăх-чĕрлĕх пăхакан тата доярка пулса вăй хунă, унтан Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Анат Чутай шкулĕнче кочегарка пулса ĕçленĕ. Вăл вăхăтра шкулсенчи кăмакасене брикетпа хутнă. Кукамайăн çурçĕр варринче кăмака хутма каймалла пулнă. Вăл тăрăшнипе шкул ачисем уроксем пуçланиччен шкула çитнĕ çĕре классем ăшăнса çитнĕ.

Малалла

«Ахальпе ахаль мар кунăмсен черетне...»


Ахальпе ахаль мар кунăмсен черетне

Мĕнле кирлĕ —

çапла улăштар.

Сан патна çырăнман çырусем çӳретме

Эп ыран та, ĕнен, хирĕç мар.

 

Эсĕ туйнă çилсен варкăшне шыраса

Эп çӳрем никама паллами.

Халь каçсем пăрланни —

чăннипех шăнтасса,

Шăнтасса —

эсĕ тем калани.

 

Йывăçсем — шакла пуçлă, айван,

кулăшла,

Сар кăтри — эп курса шеллеме —

Сапаланнă çĕре тем кирли каласла

Е ахаль... юлашки хут йĕме.

 

Шăннă тĕм куççульне ăнланасшăн кăна

Эп ларам чĕркуççийĕм çине.

Ним пулман пек тӳлеккĕн пĕлтерчĕç

мана

Ку йăлтах кĕркунне ятлине.

 

Эп пĕлмен пĕлтĕрхи асилӳ юласса:

Çăлкуçсен куçĕсем — кĕленче...

Эсĕ туйнă çилсен варкăшне шыраса

Çĕр çĕрлем кĕркунне чĕрçинче.

Мĕн тери шел!..


Мĕн тери шел! Янрать салхуллă кĕвĕ.

Каятăн эсĕ. Пуйăс тапранать.

Чĕре çунать. Сурать тытăннă çĕвĕ,

Сывлама йывăр. Чунăм капланать.

 

Ĕмĕтсемпе сывпуллашмашкăн йывăр.

Каçар теме те шанчăк сӳнчĕ пуль.

Ах, пурнăçăм, сакку ытла та тăвăр,

Мĕнле чăтсан та тăкăнать куççуль.

 

Мĕн тери шел! Куçран çухалчĕ пуйăс.

Перрон çинче тăратăп чĕтресе…

Кĕç светофор çути çуталчĕ симĕс

Пĕтмен-ха пурнăç тенĕн систерсе.

Юрату вилмест


Юратмастăп тетĕн,

Куçна ав тартан.

Манран мĕн кĕтетĕн?

Эп те, эс те тан.

 

Нимĕн те пĕлместĕп,

Пĕлессĕм килмест.

Пурпĕр ĕненместĕп —

Юрату вилмест.

 

Чуна улталаймăн,

Сисĕмлĕ чĕре.

Вутра пурăнаймăн,

Ĕмĕр те пĕрре.

 

Çырлине иккĕнех

Татрăмăр пулсан

Вăхăт çитрĕ тинех

Çиме, ăнлансам…

Шан мана эс, çут тĕнче


Сăмах çăмхине сӳтетĕп,

Шухăшăм таçта инçе.

Каласа парас-ха, тетĕп

Васильев Ваççа çинчен.

 

Çар çынни пулма шут тунă,

Пирĕн Вася пĕчĕкрен.

Çак тĕллевĕ çирĕп унăн,

Ĕмĕтленнĕ кунсерен.

 

Офицер пулмашкăн кирлĕ,

Пиçĕ кăмăл, ыр вăй-хал.

Çавăнпа та каçлă-ирлĕ

Вася чупнă çухрăмшар.

 

Лапталла та шав вылянă,

Туслă пулнă шашкăпа.

Çăмха хыççăн хăваланă,

Футболла чупа-чупа.

 

Итлемешкĕн вăл юратнă

Пĕчĕк чух халап-юмах.

Пит кĕрнеклĕ Улăп–паттăр,

Асне килнĕ яланах.

 

«Улăп пек тĕреклĕ, вăйлă,

Ман пуласчĕ, асанне».

Паттăрла вылянă вăйă,

Хăтарма хăй халăхне.

 

* * *

Пирĕн тус ялта çуралнă.

Тăван ен — Хирти Турхан.

Урамсем лаштра юманлă,

Çак яла килсе кур-ха.

 

Пахча-çимĕç акса тунă

Ĕçлĕ халăх ку енче.

Уй-хирте чылай вăй хунă,

Вася каникулсенче.

 

Çĕрулми миххи те йăтнă,

Малалла

Савӑнӑҫ


Çурçĕр çитнĕ. Митя Кудларов хавас кăмăлпа, çӳç-пуçне вĕçтерсе, ашшĕ хваттерне пырса кĕчĕ те пулĕмсем тăрăх хăвăрт утма пикенчĕ. Ашшĕпе амăшĕ выртма хатĕрленнĕ-мĕн. Йăмăкĕ вырăн çинче романăн юлашки страницисене вуласа выртать. Гимназире вĕренекен шăллĕсем çывăраççĕ.

— Ăçтан эсĕ капла? — тĕлĕнсе ыйтрĕç ашшĕпе амăшĕ. — Мĕн пулнă сана?

— Ох, ан та ыйтăр! Эпĕ нихçан та кĕтмен. Çук, кĕтмен эпĕ ку япалана! Куна... куна... ĕненме те майĕ çук!

Митя ахăлтатса кулса ячĕ те, телейĕ ытла капланса çитнипе ура çинче тăма пултараймасăр, кресло çине кайса ларчĕ.

— Ĕненме хал çитмест! Эсир ăна ăша та илес çук!

Йăмăкĕ вырăн çинчен сиксе анчĕ, утиялпа пĕркенсе, пиччĕшĕ патне пычĕ. Гимназистсем те вăранчĕç.

— Мĕн пулнă сана? Йăлт сăнтан ӳкнĕ!

— Савăннипе вăл, анне! Халь ĕнтĕ мана пĕтĕм Россия пĕлет! Пĕтĕм Россия! Çут тĕнчере коллежски регистратор Митя Кудларов пурри çинчен халиччен пĕр эсир кăна пĕлнĕ, халĕ ун çинчен пĕтĕм Россия пĕлет! Аннеçĕм! Эй, турăçăм!

Митя, сиксе тăрса, пӳлĕмсем тăрăх чупса çаврăнчĕ те каллех ларчĕ.

— Мĕн пулнă вара? Кала-ха йĕркипе!

Малалла

«Çурма тĕттĕм пӳлĕм...»


Çурма тĕттĕм пӳлĕм,

Çурма тĕттĕм каç...

Нихăçан та ӳлĕм

Шăппăн ан калаç.

Ма йĕместĕн эсĕ,

Ма кулмастăн хуть?

Чарăнма пĕлмесĕр

Кулăп пĕреххут.

Тен, умри этемшĕн

Кулмăп-и, каçар.

Кăмăллатăп темшĕн

Çиçĕмлĕ каçа...

Çук, кулмарăн эсĕ...

Макăрмарăн та,

Нимĕн чĕнеймесĕр

Хытрăн вырăнта.

Çурма тĕттĕм пӳлĕм,

Çурма тĕттĕм каç.

Сывпуллашас умĕн

Шăппăн ан калаç...

Хунарсем


Кĕçех хула ыйăха путрĕ

Çутă хыççăн çутă сӳнсе;

Хуралçă Уйăх хунарне çутрĕ

Çăлтăрсене вăййа чĕнсе.

 

Çӳл тӳпере те Çĕр çинче

Çунаççĕ хунарсем ирччен,

Сăпка юрри юрлать тĕнче…

Пĕр эпĕ çеç çак каç пĕччен.

 

Çуллахи шăплăха хăратнă

Такси çунат хушса вĕçет,

Чунра аса илӳ вăратрĕ,

Куçне çаплах пĕрмай хĕсет.

 

Ним ăнланмасăрах утатăп —

Асамĕ йышлă ку тĕнчен.

Юлташ пулса юлма ыйтатăп

Хунарсене çутăличчен.

Сĕмлĕх


Мĕн ачаран хăратăп сĕмлĕхрен.

Ухмаха ернĕн хама хам туятăп.

Пĕчченлĕх. Çĕмлĕх — маншăн ĕлĕкрен

Шуйттан çуратнă йĕкĕреш. Суятăп…

 

Чун çăлтăрĕ сӳннĕнех туйăнать

Çав сĕмлĕхре, часрах хĕрес хуратăп.

Уçăмлă мар хăрушлăх йăтăнать

Çӳл тӳперен, тĕрлĕ мĕлке куратăп.

 

Пуç арпашман, çук, сывă, чиперех,

Пĕчченлĕх. Сĕмлĕх — пурнăç ĕмĕлки.

Çĕн саманан чăнлăхĕ еплерех?

Ниагари кăтăрнă шыв сикки.

 

Шыв ташшине тĕтрене çавăрать,

Илемлĕ курăну çак – куç ултавĕ.

Çав миражра та сĕмлĕх çывăрать,

Çылăх ăшне путайнă пилĕн тавĕ.

 

Хăтăлмалла, çĕршывăм, сĕмлĕхрен,

Ун чухне тин куçран пăхма вăтанĕ

Усал-тĕсел, эс çимĕн йӳç хĕрен,

Пылне-çăвне ачу-пăчу тутанĕ.

Чăваш Турханĕ Пăрттас


Сăртлă-туллă та çырмаллă

Вырăн пур Виръял енче.

Паттăр чăваш: Пăрттас ятлă

Пурăннă-мĕн ку енче.

Пулнă вăл патвар та вăйлă,

Пулăшнă хăй халăхне.

Вырăспа та туслă пулнă,

Хӳтĕленĕ хăй йăхне.

 

Хусана парăнтарсассăн

Вырăс килнĕ пир(ĕ)н енне.

Шупашкарта хуçаланнă,

Килĕшмен ку чăвашне.

Тарăхнă чăваш, туллашнă,

Вырăссене парăнман.

Пухăннă та тухса кайнă

Чăвашсем Шупашкартан.

Утсан-утсан пырса тухнă

Вăрттăн тарăн çырмана.

Шупашкаркасси ят панă

Хăйсем çитнĕ вырăна.

Çак ялта-мĕн Пăрттас паттăр

Пĕр виç ĕмĕр каялла

Пурăннă, çĕре сыхланă.

Пулнă вăл чăваш Турхан.

Вырăссемпеле туслашнă,

Туслаштарнă хăй йăхне.

Çар пуçтарнă та хăтарнă

Мускава тăшмансенчен.

Варçă хирĕнче вăл пулнă

Чăн-чăн паттăр утаман.

Ахаль мар ăна ят панă

Чăвашсем Пăрттас-Турхан.

Пирĕн çĕршĕн йывăр пулнă

Ун чухнехи самана.

Пăрттас тăнăçлăхшăн тăнă

Ирĕк паман тăшмана.

Мининпа Пожарский пулнă

Малалла

■ Страницăсем: 1... 100 101 102 103 104 105 106 107 108 ... 796