Мăшăр шăнкăрч
Икĕ шăнкăрч килсе ларчĕç
Пирĕн пӳрт çине.
Савăнса çеç юрра ячĕç,
Сапрĕç çунатне,
Йышăнаççĕ, вырнаçаççĕ
Çĕнĕ йăвана.
Шăхăраççĕ, йыхăраççĕ
Урама мана.
Юрласа-ши кăтартасшăн
Аякри çинчен?
Тен, пире салам каласшăн
Кăнтăр çĕрĕнчен?
Мăшăр шăнкăрчИкĕ шăнкăрч килсе ларчĕç Пирĕн пӳрт çине. Савăнса çеç юрра ячĕç, Сапрĕç çунатне, Йышăнаççĕ, вырнаçаççĕ Çĕнĕ йăвана. Шăхăраççĕ, йыхăраççĕ Урама мана.
Юрласа-ши кăтартасшăн Аякри çинчен? Тен, пире салам каласшăн Кăнтăр çĕрĕнчен?
|
Наталия (2024-08-06 14:45:35):
Лайăх çырнă. "Çапрĕç çунатне" тен урăхларах çырмалла пулнă ,тен. Икĕ шăнкăрч - тăватă çунат. Куç умне пĕр çунат кăна тухса тăрать, çырнă тăрăх . Маттур, шухăшласа пăхма пулать.
геннади (2024-08-17 13:44:06):
Наталие хуравласа . Эп астунă тăрăх , чĕлхе сакунĕпе "çапрĕç çунатне" тени тĕрĕс . Тĕслĕхсем шырама кĕнекесене "каймалла" . П. Хусанкайăн статьинче пурччĕ пулас та , ал айĕнче мар шăп çавă .
Agabazar (2024-11-01 18:49:31):
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе майлаштарасси вырăс чĕлхинчи пекех теме çук.