
Патвар утать кĕрнеклĕ кĕркунне,
Йĕри-тавра сапать хăй ылтăнне.
Уй тăрăх уçă сывлăш вĕрнĕçем
Кăнтăралла вĕçеççĕ тăрнасем.
Шăрçаласа чул сарнă çулпала
Кĕретĕп эп хам пĕлекен яла.
Тăвайккинче пĕлтĕртенпе, куран
Хитре çеç ӳссе ларнă çĕн урам.
Ӳсет ял-йышăм. Тăвайкки тулли
Ян-янăрать ача-пăча кулли.
Тăрать учитель кантăк умĕнче,
Хавас хĕлхем вылять ун куçĕнче.
Ытарайми кĕр кунĕеен кĕвви!..
Çулпа иртет тиевлĕ грузовик.
Çил варкăшать вăл хытă пынăран,
Йăл-йăл кулать сар хĕр кабинăран.
Хĕр куçĕсем аякранах вĕри, —
Шкул тĕлĕнче сигнал парать юри.
Тăван шкул уншăн яланах асра,
Тин çеç вăл тухнă вуннăмĕш класран.
Вĕçет машина çил пек малалла.
Кĕçех уяв çитет. Васкамалла!
Ĕçчен çынсем патне — кашни киле —
Ĕçкунĕпе çĕн тырă леçмелле.
Шăн çул çинче тусан çукран-тусан.
— Уç хапхуна — ĕçкунĕсем пулсан!
Сасартăк хĕр грузовикне чарать,
Кил умĕнче яш тракторист тарать.
Малалла
Шухăшсем
Why overspend on paid ads? Our AI-powere...
Each round of JetX begins with the plane...
Ever thought how chuvash...
Boost your website traffic with our AI-p...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Ever thought how chuvash...
Save on marketing with our AI-optimized ...
Ideia pratica para organizar melhor o ...
Nápady pro rychlejší výsledky — https:...