Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Ухсай Яккăвне
Калаçасчĕ куçа-куçăн
Тытса савăш куркине...
Анчах ак çыратăп, тусăм,
Фронтăн хирти пуштине.
Шухă вăхăт иртсе кайрĕ,
Пурнăç улшăнчĕ йăлтах.
Тăвăлран эс хăрамарăн,
Пултăн чăтăмлă салтак.
Манăн ĕç те саншăн паллă:
Кунсем çил пек иртнĕçем,
Хаçата валли васкавлăн
Хатĕрлетĕп хыпарсем.
Сăвă, умстатья çыратăп
Яланхи хастарлăхпа.
Канашлатăп, калаçатăп
Хаçат урлă халăхпа.
Каяймастăп çĕр каçа та
Хăш чухне вара киле.
Анчах хушăран сасартăк
Иртнĕ кун аса килет.
Эпир утнă алла-аллан;
Пирĕн иртнĕ яшлăхра
Пулнă ĕмĕр асăнмалăх
Тĕрлĕ ырă мыскара.
Эпир иксĕмĕр çӳренĕ
Çĕршыв тăрăх сахал, мар.
Çут тĕнчен тăватă енĕ
Пире чĕннĕ савăнма.
Çула тухнă — тĕрĕс утăр,
Çӳрĕр çĕр çинче чипер!
Каç пулсассăн, ухлĕм-утă
Пулнă пирĕншĕн минтер.
Малалла
Çуркунне çитрĕ ĕнтĕ. Йывăçсем тутлă ыйхăран вăранчĕç. Акă пĕррехинче улмуççипе чие çырли тавлашса кайрĕç. Улмуççи хăйне пĕрмаях чи илемли тесе шухăшланă тет. Чие çырли хăйне илемлисен шутне кĕртнĕ тет. Улмуççи калать тет: «Эпĕ чи илемли, ман улмасем тутлăрах сан çырлуран!» Чие çырли пĕртте парăнмасть улмуççие: «Эсĕ хăвăн çине пăх-ха, кĕркуннеччен ларатăн хăвăн улмусене пиçтерсе. Эпĕ вара часах пиçетĕп». Вара улмуççи чие çырли çине çилленсе хурлăханран ыйтнă тет: «Кам чи илемли? Эпĕ е чие çырли?» Хурлăхан каланă тет: «Пĕлместĕп çав, пĕлместĕп. Эсĕ пуль ĕнтĕ, анчах эпĕ хама чи илемли тесе шутласа пурăннăччĕ». «Мĕншĕн?» — тесе ыйтать улмуççи хурлăханран. «Мĕнле мĕншĕн? Мĕншĕн тесен эсир çеç илемлĕ пулсан урăххисем пурте кӳренеççĕ сирĕн çине», — тесе каларĕ тет хурлăхан.
Слива йывăççи илтрĕ те тавлашăва хутшăнчĕ: «Ку тĕнчере пурте илемлĕ! Пĕтĕм чĕрчун, çын, ӳсентăран, хурт-кăпшанкă хăйсен илемĕпе çут тĕнчене илем кӳреççĕ. Çавăнпа та мĕн усси тавлашни!»
Çакăнтан вара йывăçсем урăх тавлашман тет, пурте хăйсен улми-çырлине ӳстерсе çынсене савăнтарнă тет.
 Эй, çынсем, калăр, — кам курнă — пĕлтерĕр
Эп савакан ытарми куçсене.
Сикĕп унта авăра сикнĕ евĕр,
Тек вара курмăп çак çут тĕнчене.
 Хĕвел хĕртет — шыв ăшăнмасть,
Çурла çапла вăл, пăхăнмасть.
Пылне, улмине, çăкăрне...
Турă парать ывăл-хĕрне.
Сыв пул, çулла! Сыв пул, ан йĕр!
Вăхăт иртет хăварса йĕр.
Аван, начар-и — пурĕпĕр,
Часах кĕре, ак, кĕрепĕр.
Чĕкеç те, ав, сыпуллашать
Тăван çĕрпе. Кун тулашать:
Ирпе çеç çумăрччĕ, кĕçех
Хĕртсе хĕвел пăхать, текех...
Хресчен выртать, çапать, акать...
Çурла пуянлăхне тăкать
Хĕл хырăмне тăрантарма
Улма-çырла, кĕрпе-çарма...
Шăнтать. Хĕртет. Шыв пĕрĕхет...
Çурла çапла вăл, иртĕхет.
Пурпĕр илемлĕ, витĕмлĕ,
Кĕр çывхарни те сисĕмлĕ.
 Витĕр çил çинчи çурта пулса
Тăрса юлтăм çакă пурнăçра.
Çичĕ ют ылханĕпе тулса
Кăлкан çӳçĕм сайралать пуçра.
Мĕн туса эп кĕтĕм çылăха,
Витĕр çил çинчи пурнăçăмра?
Шеллесем, шăпаçăм, тăлăха,
Шеллесем, кĕл тăвап ăшăмра.
Эсĕ çеç пилетĕн тĕрĕсне,
Эсĕ ман пĕртен-пĕр кӳнтелен
Тухаясчĕ ĕмĕрĕн вĕçне,
Тухаймасан, пур пĕр, ан çиллен...
Витĕр çил çинчи çурта пулса
Çунса пĕтĕп, юлмăп ырана...
Чарăнми йĕретĕп хуçăлса,
Çунтарать куççуль ман сурана.
 Юр юрлар-ха, тăван, юр юрлар,
Чунпала шăпчăк евĕр пулар.
Чун уççи — юрăра, туслăхра,
Турă панă тивлет пур йăхра.
Нимере, уявра, хăнара
Юр юрлатпăр ялта, хулара...
Ах, илемлĕ епле юррисем
Чăвашсен — чун-чĕре тĕррисем!
Юрă-кĕвĕ чăвашшăн — мерчен,
Пирĕн туйăм асамлă, черчен...
Юр юрлар-ха, тăван, юр юрлар,
Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнар!
Илюшпа Надюш пĕрлешнн çулталăк та çитмен-ха. Çав хушăра темиçе хут та шутланă ĕнтĕ Надюш упăшкинчен уйрăлма, анчах пĕр япала чарса тăрать: çире пурри. Çăмăл мар-çке пĕччен ача пăхса ӳстерме. Упăшкин пĕр çитменлĕх пур: алă çĕклесси. Тепĕр чух ним мар япалашăнах вĕриленсе каять те пуçлать хĕнеме.
Надюш та çитменлĕхсĕр мар, ытлашши кĕвĕç.
Иккĕшĕ те колхозра вăй хураççĕ вĕсем. Кĕтмен çĕртен Илюша клуб заведующийĕн ĕçне шанса пачĕç. Ку Надюша нимĕн чухлĕ те савăнтармарĕ. «Пуçлать ĕнтĕ якăлтатма хĕрсемпе», — шутларĕ вăл. Пуçлăхсене аптратсах клуба техничкăна вырнаçрĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл упăшкине куçран вĕçертмест.
Илюшăн костюмĕ кивелнĕ. Çĕнĕ костюм туянма укçа пухрĕ те Канаша кайрĕ. Тупрĕ вал лавккара хăйне мĕн кирлине. Анчах туянаймарĕ.
— Эсир ку костюма ыранччен сутса ан ярăр-ха, халĕ ман кăштах укçа çитмерĕ. Ыран ирех килсе илетĕп, — терĕ вăл сутăçа. Лешĕ килешрĕ.
Тепĕр кунне Илюшăн Канаша кайма май килмерĕ. Вăл костюм илме арăмне ячĕ. Ĕç ăнмарĕ. Сутăç костюма сутса янă урăх çынна. Надюш куçне мамăк тутăр тĕл пулчĕ. «Мĕн пулать те мĕн килет, туянатăп ку тутăра. Хам ĕмĕрте кун пеккине çыхса курман», — шутларĕ вăл. Яла çитсен, Надюш çула май клуба кĕчĕ. Хăй тутăр туянни çинчен упăшкине пĕлтересшĕнччĕ вăл. Лешĕ пушă мар: клуб тăррине хĕçтимĕр витме килнисемпе калаçать. Клубра ачасем шашкăлла, шахмăтла выляççĕ. Урай таса мар. Пирус тĕпĕсем, арбус хупписем йăваланса выртаççĕ. Надюш тутăр чикнĕ çеткине кĕтесре ларакан тумбочка çине хучĕ те, шăпăр илсе, урай шăлма тытăнчĕ. Çак хушăра клуба пĕр ача чупса кĕчĕ: «Ачасем! Пирĕн яла кӳршĕ ялтан туй килчĕ! Туй курма тухăр!» — пĕлтерчĕ вăл. Ачасем клубран чупса тухрĕç. Надюш та тухрĕ. Туй иртсе кайсан, пурте каялла кĕчĕç. Ак тамаша! Тумбочка çине хунă тутăр чикнĕ çетка таçта кайса кĕнĕ. «Ачасем! Эпĕ тумбочка çини çетка хунăччĕ, эсир курман-и ăна?» — ыйтрĕ вăл. Нихăшĕ те курнине каламарĕç. Надюш хăраса ӳкрĕ. Кам вăрланă-ха унăн тутрине? Вăл киле тухса утрĕ. Улăшки таврăнсан, вăл туянас костюма сутăç сутса яни çинчен пĕлтерчĕ.
Малалла
 Хĕрĕм-чĕрĕм хĕрĕх пус,
Алли-ури аллă пус.
Ульăм-чунăм утмăл пус,
Çан-çурăмĕ çитмĕл пус!
Салтаккасси, кӳршĕри.
Сергей Михайлов мунчи.
 Алăк аври алăра,
Паттăр ача халăхра,
Анра-сухра ăпăр-тапăр
Тухса кайтăр алăкран.
Вĕри пултăр ӳт-тире,
Çирĕп тутăр вăл пире!
1962, чӳк, 7.
Пăчăрлă Пашьел.
Александр Гармонщиков мунчи.
 Уйăп Мишшине
Хĕвелпеле шăраннă Атăл урлă
Эпир ишеттĕмĕр ăмăртмалла.
Чăматтăмăр, тĕпне çитсе вутчулĕ
Кĕçех ярса тытаттăмăр алла.
Чулпа чула çапсассăн хиçе-хирĕç,
Сапатчĕ чул хаяр вĕри хĕмне.
Анчах та пирĕн çав чултан та çирĕп
Пулмаллине эпир ун чух пĕлмен.
Ак çитрĕ вăхăт вутлă çил-тăманăн,
Пире пурне те тĕрĕслет çĕршыв.
Халь пирĕнтен çирĕпреххи, тăванăм,
Çак тĕнчере кам та пулип пур-ши?!.
■ Страницăсем: 1... 190 191 192 193 194 195 196 197 198 ... 796
|
Шухăшсем
Discover how our AI can skyrocket your c...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...