Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеАсаттесемМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Кушкă ачиАслă халалХĕн-хур айĕнче

Çӳлти ката тӳпемĕнчен


Çеçпĕл тесен...

 

Çӳлти ката1 тӳпемĕнчен

Тем анлăш уçăлать инçет.

Пăхса тăратăн нумайччен

Виç йӳплĕ каврăç айĕнчен.

 

Кăнтăр енче Канаш тăпри

Улăп чукмарĕ пек ларать.

Паян çанталăк тăрă пит,

Вăл çеç шур сĕрĕм кăларать.

 

Унтах Ухман та Шăхасан,

Унтах Атлаш та Энтрияль.

Яш-кĕрĕм чух тахçан-тахçан

Пăрле тухаттăмăр вăййа.

 

Шĕкĕр вăрманĕ хĕрринче

Касаккассин кĕске урамĕ.

Унта Куçма Мишши çуралнă

Пăлхавлă ĕмĕр çитиччен.

 

Ик класлă вулăс шкулĕнче

Çеçпĕл хĕлхемĕ çулăмланнă.

Хресченĕн терт-нуши çинчен

Вăл уççăн çырнă, сăвăланă.

 

Кавал енчен Чикме таран

Чăваш чĕлхи чĕрĕлессе

Поэт ĕненнĕ ачаран,

Пуç хунă уншăн кĕрешсе.

 

Шăхасанта та Çеçпĕлте,

Шупашкарта та Теччĕре.

Çеçпĕл çуралнă эрнере

Культура форумĕ кĕрлет.

 

Çĕн сăвăçсем, çĕн юрăçсем

Поэзи уявне килеççĕ.

Малалла

Памирпа Казбек


Хĕвел тухнă кăна-ха. Çан-çурăма уçăлтарса çӳçентерекен сывлăш пур-çук ыйха тӳрех уçса ярать. Сывлăм пуснă курăк çийĕпе Мишша колхоз ферминчен Памир ăйăра çавăтса килет. Тап-тап-тап-тап, —таплаттарса, вĕсем, улăхран анса кил умне çитрĕç, Мишша Памира ридван турти хушшине тăратрĕ те кӳлме пуçларĕ. Лавçă хăмăтне илсе, урипе тапса чĕнне хытă çыхрĕ, ăйăр мăйĕ урлă пĕкĕ ывăтса, туртисене йăлмакларĕ, унтан чăлпĕр çумне ик енчен тилхепе çекĕлĕсене çаклатрĕ те лаша çурăмĕ урлă ывăтрĕ.

Памир таканлă урисемпе кукалеме пуçларĕ. Ку ĕнтĕ «Ăçта эсир паян пурте?» тенине пĕлтерчĕ. Касри хĕрсем пĕрин хыççăн тепри чупса çитрĕç. Сенĕкĕсене ридван кĕтессине ывăтрĕç те шур тутăрĕсене мăй урлах çавăрса çыхма пикенчĕç, каллĕ-маллĕ чупкаласа, кĕпе аркисене вăркăштарчĕç. Памирĕ те Памир та, Мишши вара,.. картинка çинчи улăп тейĕн. Хĕрсем ун куçĕнчен çеç пăхса тăраççĕ.

— Кайрăмăр! — терĕ Мишша, ридван çине сиксе хăпарчĕ. — Паян Чĕнтĕрек хирĕнче улăм пуçтаратпăр. Улăм урине вара анкарти çывăхне тумалла.

Хĕрсем ридван хĕррине çерçисем пек ларса тухрĕç. Памир янравлăн кĕçенсе ячĕ. Ун сассине илтсе, ытти касра пуçтарăннă лавсем те хускалчĕç. Утсем тулхăрса сас пачĕç.

Малалла

Пуянсем... телейсĕр


Тăвана сума сăватпăр,

Мĕн ыйтсассăн та паратпăр,

Пулăшатпăр пĕр-пĕрне

Чухăн пурăннă чухне.

 

Ăмсанатпăр, хапсăнатпăр,

Харкашатпăр, хăмсаратпăр,

Айăплатпăр пĕр-пĕрне

Пурлăх уйăрнă чухне.

 

Пĕр-пĕрне инкек сунатпăр,

Мулсăр тăк — пуçна усса тăр.

Пуянсем хăйсем телейсĕр,

Пуянсен тĕнче илемсĕр.

 

Кĕл тăваççĕ, ӳкĕнеççĕ,

Çăлăнăç çӳлтен кĕтеççĕ,

Каçараççĕ пĕр-пĕрне...

Çăвана каяс чухне.

«Тĕнче саккунне кам хăйса хиреçлейĕ?..»


Ваçлей Кервене

 

Тĕнче саккунне кам хăйса хиреçлейĕ? —

Тăп çыхнă кĕлте те юлать пушанса.

Кунсем хутшăнса пынăçемĕн, Ваçлейĕм,

Пирте çухату та пырать хушăнса.

 

Паян эсĕ ак 60 çул илсе хутăн

Пĕр вĕçĕмсĕр Вăхăт хура хĕррине.

Юрать-ха упрать Упамса мезолитăн2.

Мерчен пичетне — сар упа саррине.

 

Хура вăрманти шурă тутăрлă çĕмĕрт

Тата инçерех пек йĕпхӳ çунă май.

Элле сĕврĕлет пирĕн хĕрĕнкĕ ĕмĕт? —

Çут тунсăх хуллен сăрхăнать чунăма.

 

Кам курнă тĕм-тăм ларакан йăрăс шĕшкĕ

Шăпах çур çĕрте чечеке ларнине3?

Телей темелле-ши — кăштах астивмешкĕн

Тӳр килнĕ пире те Пегас парнине.

 

Эп çыртăм çынсем асăнмалăх трагеди,

Эс çыртăн «çынсем» — сăвăлла пĕр роман.

Апла ахаль мар сăвăçсенĕн ĕречĕ

Пире айккине уйăрса хăварман.

 

Айташ, Теветкел, Лукинпа Афанасьев...

Вĕсем маларах кĕнĕ çав туртана.

Пулни-иртнисем майĕпен манăçаççĕ,

Тен, ĕçнĕ те пуль вĕсемпе пĕр танах.

Малалла

Воспитатель


Воспитатель — çĕр професси хушшинче

Уйрăлсах тăмасть ыттисенчен.

Анчах маншăн темшĕн çав-çавах

Пуринчен çак ĕç хаваслăрах.

 

Мана шанса панă ачасем

Чи пĕчĕккисем, сатуррисем.

Выляма-кулма ăста вĕсем,

Юрă-ташăра та малтисем.

 

Чĕрӳнте вут-çулăм алхассан

Ан кăтарт çавна ачасене.

Хуçăлса йĕрес килет пулсан та

Савăккăн кулма сан пĕлмелле.

 

Ăс парса каланă сăмахсем

Маншăн пулчĕç чи хаклийĕсем.

Юратсассăн çеç ачасене

Эсĕ курăн ĕçĕн илемне.

Çурхи ĕмĕт


Юратсассăн пурнăç илемлĕ,

Юратсассăн пурте хитререх.

Юратсассăн эсĕ те килпетлĕ,

Юртсассăн эп телейлĕрех.

 

Çыран хĕр касси çеçке çурсассăн,

Пыл шăрши илем вăйне куçсан

Сан ятна эп асăнăп пĕр сассăр

Тĕлĕкре, самантлăха курсан.

 

Куллуна телей пĕрчи пек илĕп

Чĕрене çутмашкăн хăш чухне.

Сан сассу–ши ку тесе эп итлĕп

Пăла шывĕ пĕр чӳхеннине.

 

Пахчана та шăпчăкĕ иленĕ

Çуркунне çитсессĕн таврана.

Çухатни çунатланса килеймĕ,

Ĕмĕт çеç пултарĕ таврăнма.

 

Эх, мĕн-ма иртетĕн-ши яш вăхăт?

Шухăшăм чипер пикепелех.

Çамрăклăх çĕмрен пек вĕçрĕ хăвăрт.

Çамрăклăх хитреччĕ пурпĕрех.

Симĕс ылтăн


.

Наçтук


Пирĕн Наçтук пит маттур,

Ĕненмесен кил те кур!

Чăхсене хăех пăхать,

Пахчана ирех тухать.

Чупа-чупа шыв йăтать,

Тирпейлет йăрансене.

Юрла-юрла тăрăшать,

Шăварать хăярсене.

Сар çăмха пек чĕпписем

Хĕпĕртеççĕ вăл тухсан.

Хура кушак çурисем

Сĕт кĕтеççĕ Наçтукран.

 

Нăрик-нăрик чух-чухне

Ачашласа ӳстерет.

Амăш килте çук чухне

Çупа çăкăр çитерет.

Уçă варкăш çил пулса


Уçă варкăш çил пулса

Çивĕтне тытам-и?

Ăшă пиллĕн йăл кулса

Хыттăн чуптăвам-и?

 

Сар хĕвел шевли пулса

Пӳлĕмне кĕрем-и?

Санăн илемне курса

Эпĕ киленем-и?

 

Мăшăр кăна хăмăр куç,

Çук унта çӳçенчĕк.

Савни, кантăкна яр уç, —

Мĕншĕн эс кӳренчĕк.

 

Е, эп татнă чечексем

Часах сӳнчĕç, шанчĕç?

Эп те, эс те — çеçкесем

Пĕрре мар юрланĕç.

«Савăнатăп, садсем чĕрĕлсессĕн...»


Савăнатăп, садсем чĕрĕлсессĕн,

Савăнатăп, туссем пĕрле чух.

Кив вăрман кăчăкпа илĕртсессĕн

Ĕмĕтпе эп пулман пĕртте чух(ăн).

Юрататăп шур хĕллĕ хире эп,

Сив кăрлачăн шартан илемне.

Эп, ырра çав-çавах ĕненетĕп,

Ĕненетĕп савни куллине.

…Улмуççи çеçкине ĕнтĕ çурчĕ,

Çамрăк çулçă калаçрĕ çилпе.

Шухă шухăш пуçра пĕртте çукчĕ,

Куç хупмарăм паян çĕрĕпе…

Иртнине хальхи пек ас илсессĕн,

Тем, çуталчĕ куççуль куçăмран…

Ĕмĕтри каяллах-ха килеслĕн,

Ĕмĕтри — тап-таса шуçăмран.

■ Страницăсем: 1... 344 345 346 347 348 349 350 351 352 ... 796
 
1 виçĕ район (Канаш, Çĕрпӳ тата Красноармейски районĕсем) чикĕленнĕ вырăнти вăрман.
2 Мезолит — вăтам чул тапхăрĕ.
3 Шĕшкĕ шăпах та çурçĕрте чечеке ларать. Ăна кураканĕн кун-çулĕ телейлĕ пулать теççĕ.