Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çамрăк ĕмĕтВӗре ҫӗленХĕллехи каçсенчеҪавраҫилЫлханлă хура çĕмĕртЯл калавĕТаркăн

Çил-тăманлă каç


Çил-тăман алхасать çĕрĕпех урамра.

Мăрьере çил ачийĕ улать.

Ăнланман тунсăх çеç ман паян чунăмра...

— Мĕн пирки чĕрене вăл тулать?

 

Вучахра вут çунни ӳт-пĕве ăшăтмасть,

Çут эрех пуçăма каяймасть.

Çил-тăман урамра нипле лăпланмасть,

Ман чĕрем канăçне тупаймасть.

 

Хĕллехи вăрăм каç ниепле те иртмест...

Вучахри шĕл-кăвар та сӳнет.

Çакă тунсăх мана мĕн пирки шеллемест?

Çут эрех те ăна çĕнеймест!

 

Вучаха вуттине тепĕр хут пăрахса

Тивертес çĕнĕрен çулăма.

Чун-чĕре алăкне питĕ тачă хупса

Май тупас лăплатма чунăма.

 

Çил-тăман пурпĕрех ир енне чарăнать,

Мăрьери çил ачи лăпланать.

Вучахра вут çунни ут-пĕве ăшăтать!

Тунсăх иртĕ-ха, ыйăх пусать....

Çиле хирĕç тăвалла


Çиле хирĕç тăвалла

Çăмăл мар утма.

Эх, ĕшентĕм пулмалла,

Тен, ларас канма?

 

Хам шăпан кутамккине

Салатса пăхас.

Пуррине çерем çине

Кăларса хурас.

 

Пархатарлă ĕçсене

Хампапа илес.

Усалли панисене

Тусанпа витес.

 

Пулнине те иртнине

Тишкерсе пăхас.

Хуринчен-çке шуррине

Уйăрса хурас.

 

Кăшт канса-çке сывлăшне

Çавăрса ярас.

Çĕклесе кутамккине

Мапалла утас.

Ача чухнехи


Трубина Мархвин (М. Д. Трубинан) çак кĕнекине «Ача чухнехи» повесть, «Пирĕн савăнăç», «Пĕчĕк колхозниксем», «Хăнаран» тата ытти паллăрах калавĕсем кĕнĕ.

«Çунса пăхаççĕ куçусем çаплах...»


Çунса пăхаççĕ куçусем çаплах...

Апла пулсан сӳнмен-ха çамрăк ĕмĕр,

Вăл çеç, вăл çеç калаçĕ хаçатла,

Ĕмри те хаçатлах çухалĕ чĕмсĕр.

 

Çунса пăхаççĕ куçусем... чĕре

çамрăклăхне поэт хăçан çухатнă?

Ах, хаçатри тăхлач кĕрет чĕрре —

анчах вил шухăш ун çулне пач татнă.

 

Пулман та унăн çулĕ! Ма тесен

вăл ют ăссен тарçи пекех ирттернĕ

хăй ĕмĕрне çуллен лĕпĕстетсе

унта-кунта. Чунне çынран пистернĕ.

 

Чăнах та çамрăк чух ун илемне

ăмсанчĕ ректор та поэт, редактор.

Ăçта халь çав илем? Чĕре хĕмне

мĕнпе вăл чĕртеет? Эх, тур çырлахтăр!

 

Никам та илеме кивçен памасть,

вăл çавăнпа типсе çухалнă мар-и

кăмăлĕпе — никам та шăвармасть

çак маннă «пахчана» — турри хушмарĕ.

«Юрататăп!» — тесе пăшăлтат…»


«Юрататăп!» — тесе пăшăлтат, —

Манран çухалса эс ан кай.

Кăмăла тăвăл евĕр хускат —

Юрату пикине çеç пуç тай!

Çаплаччĕ


Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ,

Умĕсене шурă саппун çакаççĕ...

(Халăх юрринчен)

 

Хĕрсем утă çулма тухса каятчĕç.

Умĕсене шурă саппун çакатчĕç.

Вăййа тухсассăн акăш пек утатчĕç,

Юррисене саркайăк пек юрлатчĕç.

 

Купăсçисем ăмăртмалла вылятчĕç.

Яш каччăсем ура хуçса ташлатчĕç.

Ача-пăча вăйă тавра чупатчĕ,

Çĕр каçипех ял кĕрлесе тăратчĕ.

 

Чипер хĕрсем шур тутăрсем тĕрлетчĕç.

«Ан манса кай» тесе унта çыратчĕç.

Савнисене сăпайлăн парнелетчĕç,

Куçран пăхма хăйсем пит именетчĕç.

 

Сар каччисем савнисене упратчĕç,

Аллисене пит ирĕке ямастчĕç.

Кĕркуннепе евчисене яратчĕç.

Эх! Туйĕсем епле вара кĕрлетчĕç!

 

Хĕрсем утă çулма текех каймаççĕ...

Умĕсене саппун сайра çакаççĕ.

Яш-кĕрĕмсем каçхи вăййа тухмаççĕ,

Карталанса вăй картинче утмаççĕ...

Çĕмĕрт çеçке çурнăччĕ


Шăпчăк-кайăк юрланă чух

Çĕмĕрт çеçке çурнăччĕ.

Савнă туспа паллашнă чух

Çутă уйăх тулнăччĕ.

 

Эх, савниçĕм, хура куçăм,

Мĕншĕн çапла пулчĕ-ши?

Юрату тивертнĕ çулăм

Мĕншĕн хăвăрт сӳнчĕ-ши?

 

Шурă çĕмĕрт хӳттийĕнче

Пĕр эрне çеç тăтăмăр.

Тулли уйăх çулĕ çинче

Çичĕ каç çеç утрăмăр.

 

Çимĕк каçĕ тăм ӳкнипе

Çĕмĕрт çеçки тăкăнчĕ.

Çичĕ ютран тем илтнипе

Савнă тусăм уйрăлчĕ!

 

Шăпчăк-кайăк çимĕк çитсен

Юрламашкăн чарăнчĕ.

Савни манран сивĕнсессĕн

Çичĕ ют пуль савăнчĕ...

Чăн-чăн юлташ


Димăпа Олег пĕр шкулта вĕренеççĕ, пĕр урамра пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те пушă вăхăтра шахмат кружокне çӳреççĕ.

Юлашки эрнере Олег шкула каяймарĕ: пырĕ шыçнă пирки вырăнпах выртрĕ.

Дима — математикăна юратакан ача. Вăл Олег урокра вĕренмен çĕнĕ темăсене тепĕр хут вуласа тухрĕ те юлташĕ патне васкарĕ, ăна примерсемпе задачăсене мĕнле шутламаллине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

Олег сывалса шкула çӳреме тытăнчĕ, унăн дневникĕнче «5» паллăсем курăнса кайрĕç. Шанчăклă юлташăн хакĕ пысăк çав.

«Кантăкран та пăхмĕ уйăх...»


Кантăкран та пăхмĕ уйăх —

Пач тарса çухалнă вăл.

Çук, пĕтмен-ха шухăш-туйăм —

Кулкалар-ха йăл та йăл!

 

Ан ларсам манпа эс ӳлĕм

Ĕмĕрхи хăна пулса.

Эс пулсан çеç çĕнтерӳллĕн

Утăп телее тупса.

«Куллу та санăн сапаланчăк...»


Куллу та санăн сапаланчăк...

Эп саншăн калайман сăмах кăна.

Çакна эп халиччен туйманччĕ —

Санран тарам-и сулхăна?

 

Чăн юрату манра вăй илĕ

Сан куçусем сăмах хушсан.

Вара пире тăванлăх пилĕ

Телей те парĕ — астусам.

■ Страницăсем: 1... 50 51 52 53 54 55 56 57 58 ... 796