Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пăва çулĕ çинчеКĕтмен венчетКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеТанатаАндрей ПеттокиАкăшсем таврăнаççĕ

«Пур хĕлĕн лăпкă кун е çил-тăман…»


Пур хĕлĕн лăпкă кун е çил-тăман,

Этемĕн те тус пур, çук мар тăшман.

Тăшман хура куçĕсемпе пăхать,

Таса çынна вăл хур тума шутлать.

 

Эп тухрăм урама ирпе ирех.

Ав пĕр çăхан пуç çийĕн явăнать.

Кранк! Кранк! тесе вăл сас парать текех,

Вăл, тен, усал сунасшăн халь мана.

 

Ман пурнăç сулăнсан та кĕр енне,

Умра çиçет ем-ешĕл çуркунне.

Хĕвел енне çĕр вăрттăн çаврăнать,

Чунран сăмах каласшăн вăл ăна.

Ĕмĕр вĕрен


Ватă çын каçсерен энциклопеди страницисене уçса мăнукне тĕлĕнтерчĕ:

— Асатте, эсĕ мĕншĕн ялан вулатăн? Института вĕренме кĕресшĕн-им?

— Кĕрес тетĕп-ха, ачам. Пурнăç институтне вĕренсе пĕтерес тетĕп.

— Ача чухне вĕренеймерĕн-и?

— Пĕчĕкренех, мăнукăм, хам тĕллĕн çĕр ĕçĕпе тăрмашрăм: сухаларăм, ака турăм, выртăм, пуçтартăм... Кирпĕч çапрăм, кăмака турăм, пура пураларăм, çăл чаврăм, йывăç лартрăм.

— Тата мĕн тумалла санăн?

— Вертолёт пуçтарма вĕренес тетĕп-ха, мăнукăм. Хуларан ялти çывăх тăвансем патне вĕлт кăна вĕçсе çитесчĕ манăн санпа.

Вĕренни — çутă, вĕренменни — тĕттĕм тесе ахаль каламан.

Хăрамастăп


Вăкăр килет мĕкĕрсе,

Ял урамне çĕмĕрсе.

Йăраланать. У-у, йăтмак!

Вăйне ниçта хураймасть.

 

Ан тив, вăл маттур,

Хăрамастăп эп унран:

Карта хушăкĕ ман пур,

Вăкăр тухаймасть унтан.

«Пĕчĕк пӳрт авалхи йывăçсем хыçĕнче…»


Пĕчĕк пӳрт авалхи йывăçсем хыçĕнче,

Çав пӳртрен илтĕнеççĕ ачаш сасăсем.

Пулнă йывăр çулсем, сав синкер çулсенче

Тарăн вар тĕпĕнче-мĕн пытаннă çынсем.

 

Ман умра чăнкă çыр, çăмăл мар çĕкленме.

Чăмăртатăп алла, хытарап чĕрене.

Çитеретĕп хаюлăх сире пĕлтерме:

Иртнĕ кунăн кĕвви çавăнтан илтĕнет.

 

Асăрхаççĕ куçсем умра ик мĕлкене —

Чаккапа Тайпин шухăшлă сăнĕсене.

Йывăçсем хушшинчен ак тухаççĕ вĕсем,

Мана курчĕç — пуçларĕç чупма шикленсе.

 

Кăшкăратăп, чĕнетĕп ан тарăр тесе,

Вĕсене хăтарма эп шыратăп тĕрев.

Итлемерĕç мана, пач çухалчĕç вĕсем,

Унтанпа канăç çуккă ман чун-чĕрере.

«Кунта хĕвел пайăркисем…»


Кунта хĕвел пайăркисем

Ача пекех выляççĕ.

Йĕри-тавра юханшывсем

Илемлĕн çуталаççĕ.

 

Кунта вĕри çилсем питрен

Ачашшăн çупăрлаççĕ.

Тем тухатса кĕтмен çĕртен

Чуна хумхантараççĕ.

 

Кунта шап-шурă чечексем

Юр евĕр хӳхĕм тумлă.

Кăштах çеç сывласа илсем —

Ялан эс пулăн çамрăк чунлă.

 

Кунта кашни кун шурăмпуç

Вутла çунни — асамлăх.

Хăть пурăнма халех эс куç —

Пурте параççĕ алă.

Эп ăнлантăм çĕр чăнлăхне


Çунатсем пуласчĕ манăн — шухăшлаттăм.

Пулнă вăхăт — эп вĕçеттĕмччĕ кас-кас.

Эпĕ кайăк пулаймарăм — йышăнатăп —

Пур пулин те çунатсем, мĕн-ха тăвас?

 

Таврăнтăм эп, кĕтсе илчĕ çĕр-тăванăм —

Чăнлăхне ăнлантăм. Эп калап чунтан:

Тăрăштăр йăва пирки лаштра вăрманăм!

Эп сывларăм ассăн — кайăка курсан.

Касма пулать


Лена çитсă татăкне унтан-кунтан виçкелерĕ те тӳрех хачăпа касма тытăнчĕ. Кĕçех уяв çитет, васкамалла унăн. Хĕр ача хăй çĕленĕ кĕпене хăвăрт кăна тăхăнчĕ те тĕкĕр умне пычĕ.

— Ай-ай! Мĕн ку? Хăрах çанни тăвăр, çухи чалăш. Ку кĕпепе епле урама тухас?

Ахальтен мар ваттисем çиччĕ виç те пĕрре кас тенĕ.

Эх, савăнăç, савăнăç!


Анне мана юратать,

Хĕрлĕ тутăр çыхтарать.

Тутăр хĕрри çӳçеллĕ,

Ун кĕтесси çеçкеллĕ.

 

Йăмăк пуплет ачашшăн,

Ялан манпа вылясшăн.

Унпа вăййа тухатăп,

Çунашкапа туртатăп.

 

Çуна сăртран хăй анать,

Сулнăкалла йăванать.

Савăнатпăр, кулатпăр,

Шур упа пек пулатпăр.

Ак мĕнле эп пысăккă


Ирхине эп вăранатăп,

Хăвăрт-хăвăрт тумланатăп,

Аттепе пĕрле тухатăп,

Физзарядка эп тăватăп,

Музыка янранă майăн

Атте утать сулăмлăн.

Эп унран тăрса юлам-и? —

Ярса пусап çăмăллăн.

Хам сывлатăп вăрăммăн,

Сарăлать ман кăкăрăм.

Ак мĕнле эп пысăккă!

Кĕлеткесем


Мĕн чухлĕ хут,

Мĕн чухлĕ хут

Касса вакланă Хĕветут!

Хутран вăл туна качака,

Вун икĕ сурăх, виç лаша, —

Мĕскер ку?

Вăт так тамаша!

Малта пырать ав пĕр така,

Хăй пуринчен те мăнтăркка, —

Хупланă лартнă кантăка!

■ Страницăсем: 1... 56 57 58 59 60 61 62 63 64 ... 796