Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Çын хыççăн каясси хăçан пĕтет манăн?
Çара кайиччен Хусанкая, Ухсая, Ивнике каçса кайсах вуланă; вырăс поэчĕсенчен Пушкина, Лермонтова, Есенина ытларах шĕкĕлченĕ; Кольцов евĕр те çырма хăтланнă; Германире Гетепе киленеттĕм. Епле пултаруллă генисем пулнă.
«У тебя знания, как у московского парня», — тетчĕ мана Басов капитан. Вăл эпĕ сăвă çырнине пĕлетчĕ, Александр Николаевич хушнипех вырăсла та çыркаласа пăхнăччĕ, — пĕри — çар хаçатĕнче, тепри каллех Берлинра тухакан «С.А» хаçатĕнче кун курнăччĕ. Гонорар тенине те параççĕ-мĕн, ман начфин патĕнче перекет кĕнеки пур, унта марка мар, вырăс укçине куçарса паратчĕç. Укçине вара çартан таврăнсан Вăрнарта илнĕччĕ. Пуян çын: «Беломорканал» туртаттăм.
Çын хыççăн каясси хăçан пĕтет манăн?
Халь Валентин Овечкинăн «Районные буднипе» супатăп... Хамăн каламалли çуккă-и? Ĕнтĕ «Çамрăк коммунистра» «Кăмăл» калав çапăнса тухрĕ.
«Цензор" епле янă ăна?» — ыйтать манран пĕр поэт.
Çакăн пек ыйту кăна ман пурнăçăн карти алăкне уçать. Мĕншĕн пичетлемелле мар ăна? Мĕн хăрушши пур? Унта совет йĕрки хуçаланма тыгăнни çинчен çырсан, хăравçă райхаçат та пичетлет. Нимĕçсен хăйне евĕр НЭПĕ-ши унта? Аплă çын таран ĕçлекен фабрика уйрам çын аллинче. Тарçăсем тыт — чару çук. Кашни килех лавкка тытма пултарать. Лавккине кашни килех уçмĕ, илекенĕ пулмĕ, анчах ирĕке пур. Уйрăмах ватă çынсемшăн лаиăх: килтен тухмасăр суту-илӳ ту. Ĕçсĕрлĕх те çук ГДРта. Ăслă халăх та — калама юрамастъ. Ялта нимĕçсене курайман кăмăл та сĕвĕрĕлсе пĕтмен. Пĕр-пĕр офицер икĕ-виçĕ чăматан тупра тултарса таврăнать. Хăй пурнăçĕнче пĕрремĕш хут капрон чăлха курнă чăваш хĕрарăмĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнет. «Епле арласа тĕртсе тунă ăна? Ай-юй, кантăк пек, ура çинчи çăм та курăнать. Тăхăнма намăс кăна. Пĕрре Вăрнара тăхăнса кайма тӳсет-ши?»
Малалла
Тăшман снарячĕ çурăлса
Амантнă унăн кăкăрне.
Салтак йăваннă юн тăкса
Блиндажăн сивĕ урайне.
Шанман сывах юлассине.
Куçне уçсассăн ир çинче
Вăл курнă хăйĕн умĕнче
Чĕкеç йăва çавăрнине.
Чĕкеç çĕкленĕ кăмăлне.
Вара, вилмешкĕн выртнăскер,
Вăл туйнă пурнăç илемне,
Тăма пуçланă чип-чипер...
Иртеççĕ хăвăрттăн çулсем,
Манаймăн юнлă кунсене.
Тен, вилнĕ çав чĕкеç, пĕлсем:
Çынни çӳрет колхоз ĕçне!
Ӳссе çитсен, çунат сарсассăн,
Çӳле вĕçессĕн туйăнать,
Тăван анне çумне ларсассăн,
Чĕре хĕрӳллĕнрех тапать.
Çурхи кунсем йăл-йăл кулсассăн,
Уйра янрать тăри сасси.
Тăван атте пĕрле пулсассăн,
Ăнса пырать суха касси.
Илем кӳрсе çӳретĕр пăчăр
Кĕрхи вăрман уçланкине.
Тус-тантăшсем, нихçан ан пăсăр
Атте-аннемĕр кăмăлне.
Чипер калать, ĕненмелле, пит тĕрĕс.
Хак парăн эсĕ: «Вăл епле хастар!»
Ху шухăшна васкавлăн ан пĕлтер эс:
Хытах улталанма та йывăр мар.
Пулать çапла та: чăх хĕрсех тем хушă
Кăтиклетет, тăвас пек çăмарта,
Анать — йăви юлать каллех пуш-пушă...
Ун евĕр çын та çук-и хамăрта?
Пĕрин — сăмах анчах. Сайра, вăтаннăн
Пуплет тепри, мухтаймăн чĕлхине.
Ытла ан тĕлĕн: кирлĕ чух вăл саншăн
Вута та сикĕ, эсĕ чĕнсенех.
Хăш сасă — маска çех. Астуччĕ эсĕ:
Чун тĕкĕрĕ этемĕн — унăн ĕçĕ.
Юнашарта çук ĕмĕлке те. Сирĕн
Хĕвел те кĕреймест мăн пахчăра —
Туратсене мĕнле халпа вăл сирĕ? —
Улмуççисем шултра та пит çăра.
Çăкалăха иленнĕ сарă кайăк.
Пур пĕчĕк кӳлĕ. Ав, ун патĕнчех
Ларать шап-шур пилеш, кăштах вăл тайлăк...
Ытла аван, хитре кунта тĕнче!
«Сад мар ку, — тетĕп, — юмахри ӳкерчĕк,
Мухтав — çакна ӳкернĕ ăстана».
Калатăн эс: «Атте пăхса ӳстерчĕ,
Хăй çук... Кашнийĕ тав тăвать ăна».
Пире çапла кам асăнĕ тахçан,
Ниçта та ятлăх йывăç лартмасан?
Эпĕ Атăл леш енчи, Сăрпа Çăвал, Кĕтнепе Пăла, Шетмĕпе Шамашар тăрăхĕсенчи вăрмансенче пур çĕрте те пулнă. Çапла пĕррехинче Йĕпреç вăрманне çитме кăмăл çуралчĕ. Кунти чĕрчунсемпе вĕçенкайăксем те пĕлеççĕ-паллаççĕ иккен мана. Ăсанĕсем вара пуç тăрринчен те анма пĕлмеççĕ, кукар хура сăмсисемпе кăлтăртук-кăлтăртук тутарса ыттисем çинчен кала-кала параççĕ: «Хӳрине амантнă ăсан ултă чĕп кăларнă; сулахай урине хуçнă ăсан автанĕ йăви тĕлне маннă, ют чĕпсем валли алат çĕклет, Сурăм тăрăхĕнчи пăши çухалса кайнă та кунта килсе кĕнĕ, тарăн çырмана тăрăннă, мăйракине хуçнă; кĕтӳри сурăх такин тирне пăснăшăн ула кашкăра Кĕрçут кĕтӳç хăлха чиккинчен аван лектернĕ, кашаман ăна, хăвăртрах тӳрлетме, пысăк хупахпа тытса çӳрет; ял хĕрринчи киле пынă хăрах куçсăр тилĕ хӳрине Таруç кинеми вите алăкĕпе хĕстернĕ...»
Вăрманти вак-вак çулпа кун каçипе урлă-пирлĕ çӳресе самаях ĕшентĕм. Типĕ çулçă пуçтарса çăра курăк çине купаларăм та тĕк тӳшек çине тӳннĕн тăсăлса выртрăм, шăна-пăван чăрмантарасран йӳç хупахăн сунчăкран та кая мар сарлака çулçисемпе витĕнтĕм. Айра — çемçе, ăшă, çӳлтен çумăр йĕпетесрен шик çук: тарăн ыйăха путрăм.
Малалла
Епле пуçне тăратнă
Хĕрхĕлтĕм чечексем!
Пурне те капăрлатнă
Тĕрлентерен сăрсем.
Епле тăван тавралăх
Савнать çу кунĕнче!
Ем-ешĕлри хăвалăх
Тапса тăрать тĕнчен.
Чăштăртатать-и курăк —
Туян хĕпĕртевне.
Таса тытма тим пур ун
Кăмăл йĕркелĕхне.
Тин çеç кăшт вĕрнĕ çил те
Тамалчĕ ытахаль,
Чăрлатнине те илтмĕн
Шăрчăкăнне ак халь.
Кирек ăçта пăхсан та —
Илем куç туллиех.
Нишрен те сывалан-тăр
Пĕрре тинкерсенех.
Мĕн пĕчĕкрен, мĕн ачаран
Атте-анне пире сыхланă.
Сап-сарă пушăт сăпкаран
Ӳксе аманасран хăранă.
Атте-анне пире юратнă,
Сиктернĕ юрă юрласа,
Юмах-халап ярса йăпатнă,
Йăпатнă шăпăр каласа.
Атте-анне пире пилленĕ
Вĕçмешкĕн кăйкăр çунатне,
Чун-чĕререн шанса çĕкленĕ,
Ялан вĕрентнĕ çĕр ĕçне.
Атте-анне пире ăс пана
Ята-чыса çӳлте тытма.
Ăс-хал пани ĕçре юранă,
Юранă лайăх çын пулма.
Ютра та, тен, нумайрах эреш, илем,
Çавах çитмест тем, тунсăхлать вăй-халăм,
Хăш чух чăтма çук хĕсĕнет чĕрем —
Пĕтейнĕ, тейĕн, пĕтĕм ăраскалăм.
Пĕлетĕп: роза пирĕн сахалрах —
Çĕнелнĕ çĕрĕм пурпĕр питĕ капăр:
Кунта сывлатăп эпĕ çăмăлрах,
Чунра — çур кунĕ, пулмĕ ун декабрь.
Эппин, хитри те хамăр ен анчах.
Кунта кăна эп — Çын! — туллин савнатăп!
Ак ĕнтĕ мĕншĕн тепĕр хут, татах
Çапла калатăп эп хама, сана та:
Тăван çĕршыв, телей — пĕр йĕкĕреш,
Вĕсемшĕн пурăн эс — ĕçле, кĕреш.
Ман урăх мĕн сĕнес?.. Хăналăх кайăк
Юрасшăн çепĕç кĕвĕпе сана.
Юрлать ăста, анчах вĕçсе вăл кайĕ:
Çитес сивех хăратĕ час ăна.
Сар хĕрĕн пур юраттарма илемĕ,
Туйнать хитре юласлăн ĕмĕрех...
Çул хыççăн иртĕ çул — унпа киленмĕн:
Пит-куçĕ пĕркеленĕ пĕтĕмпех.
Эп чухăнрах, тен, вĕсенчен: сăн-питĕм
Курнассăм çук ытарайми чечен.
Хăшсен пек, сас та янăраймĕ питĕ.
Чăнах та, урăх мĕн сĕнес? Ĕнен:
Кирек хăçан та саншăн çунĕ чунăм,
Санран ниçта та пулас çук вăл уйрăм.
■ Страницăсем: 1... 633 634 635 636 637 638 639 640 641 ... 796
|
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...