Елизар Абакшин


Абакшин Елизар Фёдорович — чӑваш сăвăçи. 1916 çулта Тутарстанăн Нурлат районĕнчи Ĕнекасси ялĕнче çуралнă. Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Шупашкар районĕнчи Çĕньял шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Унăн ĕçĕсем «Сунтал» журналта, «Канаш», «Çамрăк большевик» хаçатсенче пичетленнĕ. 1943 çулта вăрçă хирĕнче вилнĕ. 1943 ҫулхи нарӑсӑн 17–27-мӗшӗнче хӑйне хастар кӑтартнӑшӑн «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медале тивӗҫнӗ.


Хайлавĕсем