Уйăп Мишши (Михаил Данилович Шумилов) 1911 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Мăштавăш ялĕнче, чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1923çулта Шăнкасри пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă, 1927-1927-1930 çулсенче Шупашкарти педагогика техникумĕнче, 1930-1933 çулсенче Горький хулинчи педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх рабфакĕнче истори преподавателĕ пулнă.
1933-1935 çулсенче Хĕрлĕ Çар ретĕнче хĕсметре тăнă. 1935-1939 çулсенче — «Сунтал» журнал редакторĕн заместителĕ, Чăваш писателĕсен союзĕн правленийĕн председателĕ.
1939 çулта ăна каллех Хĕрлĕ Çара илнĕ, 1952-1954 çулсенче каллех — Чăваш писателĕсен союзĕн правлени председателĕ, 1954-1956 çулсенче — «Тăван Атăл» альманах редакторĕ. 1958-1963 çулсенче Уйăп Мишши Чăваш писателĕсен правлени секретарĕ тата литература консультанчĕ. Чăваш писателĕсен союзĕн правленийĕн ответлă секретарĕнче ĕçленĕ.
Уйăп Мишши ачасем валли те нумай çырнă.
Поэт халăх ĕçне яланах хастар хутшăннă. Республика тĕп хулинчи ĕç çыннисем ăна вăрçă хыççăн Хула совечĕн депутачĕ пулма икĕ хутчен суйланă. 1967 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи суйлавçăсем ăна Чăваш АССР Верховнăй Советне депутата суйланă.
Тăван литературăна аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçпĕ ĕçсем тунăшăн Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ ăна икĕ хутчен Хисеп грамотипе наградăланă.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Наш квалифицированный военный юрист всег...
Need more clicks and conversions for Chu...
Our AI-powered traffic solution delivers...
Ready to drive targeted visitors to your...
Hello everyone, if you are interested i...
Aiming to ignite your website’s p...
Опытные эксперты предоставят вам полную ...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...