Юрий Григорьевич Григорьев 1938 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Вăрнар районне кĕрекен Çавалкасси ялĕнче çуралнă. Кĕçĕн Кипекри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Хусан университетĕнче пĕлӳ илнĕ, унтан — Тутарстанри чăваш шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1965 çултанпа — Шупашкарта. Кунта вăл телевиденипе радио комитетенче, чăваш кĕнеке издательствинче, Чăваш писателĕсен союзĕн правлени аппаратĕнче, «Хатĕр пул» тата «Тăван Атăл» журналсен редакцийĕсенче ĕçленĕ.
«Ирхи кӳлĕм» сăвă кĕнекишĕн Юрий Айташа Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕпе чысланă. «Атнер» сăвăлла роман Чăваш Республикин Константин Иванов ячĕллĕ патшалăх премине тивĕçнĕ. Вăл — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Юрий Айташ — ăста куçаруçă та. А.С.Пушкинăн «Хыт кукар рыцарь» трагедийĕпе сăввисем, М.Ю.Лермонтов сăввисем, С.А.Есенинăн «Анна Снегина» поэмипе сăввисем, Раççей Федерацийĕнчи халăхсен тата чикĕ леш ен поэзийĕн чылай хайлавĕ вăл куçарнипе чăваш вулаканĕ патне çитрĕç. Унăн хăйĕн сăвви-поэмисене те чылай чĕлхене куçарнă.
Çыравçăн паллăрах кĕнекисем чăвашла: «Йĕплĕ роза» (1969), «Тĕлпулу» (1972), «Кăнтăр çутипе» (1974), «Сăнсем» (1976), «Ирхи кӳлем» (1979), «Атнер» (1988, 1995), «Шăпа» (1991); вырăсла: «Круг жизни» (1977, «Современник»), «Холмы России» (1981, Чувгиз.).
Юрий Айташ 1974 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн, халĕ Раççей писателĕсен союзĕн членĕ.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...