Михаил Фёдоров


Михаил Федорович Федоров (Хĕветĕр Михали) 1848 çулхи чӳкĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хурапхара хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1864-1869 çулсенче Шĕнерпуçĕнчи икĕ класлă шкулта, 1869-1873 çулсенче Самарти учительсем хатĕрлекен семинарире вĕренет. Кун хыççăн пĕр хушă хăй вĕреннĕ Шĕнерпуçĕнчи шкулта учительте ĕçлет. 1879 çулта вăл Хусанти учительсем хатĕрлекен семинари çумĕнче икĕ тата виçĕ класлă хула училищисем валли учительсем хатĕрлекен курсра вĕренет, хула училищин учителĕ ятне илме экзамен парать. Унтан вăл Шупашкарти виçĕ класлă училищĕре ĕçлет. Ăна уесри училищĕсен совечĕн членне те суйлаççĕ.

1891 çулта ăна Царевококшайск (хальхи Йошкар-Ола) хулине икĕ класлă шкул пуçлăхĕнче ĕçлеме яраççĕ. Поэт 1904 çулта çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче вилнĕ.

М.Федоров «Арçури» поэмăсăр пуçне ытти сăвăсем те çырнă, йăла очеркĕсем пичетленĕ, вырăс поэзине чăвашла куçарнă. «Арçури» поэма XIX ĕмĕр вĕçĕнче ал çыру вĕççĕн халăх хушшине сарăлнă. Малтанхи хут 1908 çулта «Чăваш халапĕсем» кĕнекере пичетленнĕ.


Хайлавĕсем