
Валентин Григорьевич Бурнаевский 1927 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куйбышев облаҫенчи (халӗ Самар облаҫӗ) Кушка районне кӗрекен Ваҫлавкка ялӗнче ҫуралнӑ. Ӑна вуннӑмӑш класран ҫара илсе кайнӑ. Хӗрлӗ ялавлӑ Балтика флотӗнче службӑра тӑнӑ. Унтан таврӑнсан Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. Нумай ҫул хушши «Ялав» журнал редакцийӗнче вӑй хунӑ. Ӗҫленӗ хушӑрах вӗренсе 1961 ҫулта Мускаври А.М.Горький ячӗллӗ Литература институтне пӗтернӗ.
Литературӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн ӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Малтанхи калавӗ «Ялав» журналта 1950 ҫулта пичетленнӗ.
В.Бурнаевский 1962 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн членӗ.
Паллӑрах кӗнекисем: «Тинӗсре» (1954), «Тинӗс хумханать» (1957), «Тинӗс хуралҫисем» (1963), «Адмирал мундирӗ» (1971), «Хӑнтӑрча таврашӗнче» (1961), «Ҫунатлӑ эскадрон» (1966), «Чапаев летчикӗсем» (1969), «Чапаев тӑванӗсем» (1987).
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Lifehack que pode facilitar sua rotina...
Spar energi med en intelligent losning...
What if chuvash...
Discover how our AI can skyrocket your c...
En rebus som testar din fantasi — http...
Want more targeted traffic to your Chuva...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
En ny rebus til skarpe hjerner — https...
Prakticke triky do domacnosti — https:...
En losning uden besv?r — https://www.....