Юнга


Пысăк чул çуртра вырнаçнă юнгăсен шкулĕнчен вĕренсе тухсан, Сергее хăй пекех пĕчĕк кăна торпеднăй катер çине лартрĕç.

Тӳлеккĕн тĕлĕрекен тинĕсре çил кăларакан катер хăйне кура мар-мĕн: ишме те пысăкраххисенчен йăрă, кăмăлĕпе те çиллес. Крейсер-миноносецсĕмпе танлаштарсан, ăна шăна çеç темелле. Çапах та вăл, пысăк карапсемшĕн калама çук хăрушă, — ара, торпедăллă-çке-ха вăл! Хăйне вара, çĕр çирĕм çухрăм хăвăртлăхпа çиçĕмле çиçкĕнсе çӳрекенскере, артиллерипе те часах тивертейместĕн. Ăнсăртран вилĕм капкăнне лекес-тăвас пулсан, тĕтĕм чаршавĕ кăларса, пăркалана-пăркалана, алăранах вĕçерĕнет.

Çапла ĕнтĕ, катер тăшманăн пысăк çар карапĕсенех инкек кăтартма пултарать. Кирлех-тĕк линкортан та шикленмĕ вăл, ăна та ыраттармаллах çыртĕ.

Катер командирĕ те, ун катерĕ пекех, çивĕчскер, пăравурскер. Питĕ вăр-вар çын. Пит-куçран та хаяр сăнлă. Сергей ăна ирĕксĕрех катер вичкĕнлĕхĕпе танлаштарать.

Хĕрĕх тăваттăмĕш çулхи çуркунне Балтикăра ытла та ир килчĕ. Çыран хĕрринчи пăрсем катăла-катăла йăшăл хускалчăç те тинĕс варринелле юхса кайрĕç. Часах вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕсе пăрсĕнчен шăлса тасатакан пилĕк баллă çурçĕр çилĕ вĕре пуçларĕ. Тинех ĕнтĕ карапсене чун кĕчĕ. Тӳлек çанталăкра лĕнчĕр усăннă ялавсемпе элемсем! çил туртса карăнтарнă хыççăн, мунча лапкинче милĕкпе çапăнакан çын майлах çатăлтатса вĕлкĕшме тытăнчĕç.

Пĕррехинче çапла, пурнăçа сĕткен паракан сиплĕ хĕвеле тĕтре хупласа илнĕ кун, çивĕч катер тинĕсĕн ирĕклĕх ытамне ярăнса тухрĕ те, ахаль те каçăр сăмсине татах ваçăртса, командир кăтартнă çулпа вĕçтерчĕ. Хӳхĕм чупăпа вăшлатса иртекея çакнашкал катерсене ытахальтен мар пуль ĕнтĕ «тинĕс кавалерийĕ» тенĕ.

Умра виç-тăват кабельтовран лерелле нимĕн те палăрмасть.

Акă транспорт силуэчĕ курăнса кайрĕ. Çанталăк уяр пулсан, пĕр ĕмĕтпе, пĕр тĕллевпе çывхаракан катера тăшман паçăрах асăрхаса илетчĕ-ха.

Пĕчĕк карап, ăнăçлă çаврăнăç туса, транспорта пĕтермелли çул çине выртрĕ. Çак ĕçе тăвакан командир торпедăна кăларса ямалли прибор рычагне хăй еннелле туртрĕ.

Тĕллĕ залп! Торпедă карапа шăп та лăп вăта çĕртен лекрĕ. Хăватлă шартлату хыççăн куçа чартарса пăхтаракан хăрушă пушар çĕкленчĕ: вут-çулăм, тимĕр татакĕсем, карап пайĕсем, пĕр-пăринпе пĕрлешсе кайса, пĕлĕтелле сирпĕнчĕç...

Тăшман конвоирĕсем, путакан транспорта пăрахса, каялла çаврăнчĕç, анчах тарса ӳкеймерĕç. Вĕсене кĕçех пирĕн самолетсем хуса çитрĕç. Пуçсăрланса тапăнакан катера тавăрас шутпа çăхан пек вĕçсе килнĕ юнверс, хура хĕреслĕ çунаттисене сарса, хӳрине чăнк тăратса, тинĕсе тирĕнчĕ.

Тĕтре сирĕлсен, çут инçет янках курăнчĕ. Çыран çывăхрах-мĕн: çĕнтерӳпе таврăнакан пĕчĕк катера кĕçех нимĕç батарейисем куç хыврĕç. Ун тавралла часах, «ши-и, ух!» туса, снарядсем çурăлма тапратрĕç, çиллес минăсем чуна шăнтса ярасла шăхăрма тытăнчĕç. Шыва çине-çинех сăхакан вилĕм чăмăрккисенчен катер ниçта кайса кĕреймест. Темиçе хăлаç çӳллĕш сикекен фонтансем йĕри-тавра вилĕм ташши ташлаççĕ.

Юнгă пулемет турелĕ патĕнче тăрать. Ку унăн чи кăмăлланă вырăнĕ. Шыв тумламĕсем питĕ çапăнса ыраттарнине, çунтарса илнĕ пекех ӳте вĕтелентернине пăхмасăр: «Снаряд — бортăн сылтăм енче! Снаряд — корм хыçĕнче!» — тесе, Сергей командира тăшман снарячĕсем ăçта ӳксе пынине пĕтĕм пыртан кăшкăра-кăшкăра пĕлтерет. Юнгă куçĕсем пурне те сăнама ĕлкĕреççĕ.

Курсне пĕрехмай улăштаракан катер тĕлли-паллисĕр аташса çӳренĕн туйăнать, анчах ку йăлтах командир чееленнинчен килет. Карапа кукăр-макăр çӳретсе вăл тăшман прицелне арпаштарать. Унсăрăн батарейăсем катера тахçанах тивертмелле ĕнтĕ. Этем кăмăлне, çын хушнине, командир аллине итлекен катер, шиклĕхе ăнланнă пек, пĕтĕм кӳлепипе çӳçенсе чĕтренет.

Акă снаряд командир рубкине çĕмĕрчĕ, Сергей хутланса илчĕ, сывлăшĕ пӳлĕннипе сывлайми пулчĕ. Унтан пуçне çĕклерĕ: «Ăçтă командир? Чĕрĕ-и вăл?»

Тавах турра! Мичман малтанхи пекех штурвал патĕнче-мĕн. Юнгă чĕрине вара хаваслăх юхăмĕ ăшăтса ячĕ.

Катер çаплах аçа-çиçĕммĕн вирхĕнет. Рубкăн ишĕлмесĕр юлнă пайĕнче çур утăм тăршшĕ çăлтăр ӳкерсе хунă, Ун варринчи йăмăх хĕрлĕ сăрпа сăрланнă «5» паллă вутлăн-хĕмлĕн йăлкăшать. Сергей ыранах унта çĕнĕ цифр — «6» çырса хурĕ: вĕсем паян фашистсен транспортне путарнине пурте пĕлччĕр.

«Вилĕм зонинчен» тухсанах катерниксем снарядсем шăтарнă вырăнсене питĕрчĕç. Сергей шутланă тăрăх, пурĕ вунă шăтăк ытла иккен.

Юнгă çак çапăçура пĕрремĕш хут юн курчĕ. Вăл, ӳт тăрăх çинçе йĕр хăварса, командирăн сулахай çаннинчен тумларĕ. Сергей, хăй пăлханнине палăртас мар тесе, чĕлхине çыртрĕ. Çапах та вăл, санитарнăй пакета тупса, мичман кительне хыврĕ, унăн ал суранне бинтпа çыхрĕ.

Катер ăнланмалла мар çаврăнăç турĕ. Мĕн пулчĕ-пш?

— Эй, моторист! — кăшкăрчĕ командир.

Юнгă тӳрех мотор отсекне чăмрĕ. Пăхать — моторист пĕтĕмпех юнланса пĕтнĕ. Выртать. Чĕп-чĕр юн. Сергей урайне кукленсе ларчĕ. Юн каякан вырăна марльăпа çыхрĕ, йодпа пĕçертрĕ.

— Шухă юнгă эсĕ. Маттур! Эпĕ пĕлменччĕ сана! — ырларĕ моторист. Юнгă суранлă çын сăмахне тăнласа та çитереймерĕ, сасартăк мотор коллекторĕнчен, тем пысăкăш резинă спринцовкăран чăртлаттарнă евĕр, шыв пĕрхĕмĕ тапса тухрĕ. Пусăм хăватлă пирки вăл туртса карăнтарнă çăпата кантри пек тӳп-тӳрĕ сирпĕнчĕ. Юнгă мотора та снаряд ванчăкĕ сиенленине тавçăрчĕ. Коллектор вырăнтан сикнĕрен кирлĕ вырăна ларми пулнă.

— Катер пĕтет вĕт капла! — шартах сикрĕ Сергей.

Тинĕс çыннисем ăнсăртран сиксе тухнă инкекре те тавçăрулăха çухатмаççĕ. Сергейăн вилĕме хăюллăн хирĕç тăрас, ăна çĕнтерес хастарлăх вăранчĕ, авчах алă айĕнче питĕрмелли пластырь тупăнмарĕ. Çамрăк ача вара ним шухăшласа тăмасăр, катер ишнĕ çĕртех чарăнасран шикленсе, шыв çиппи ывăтса янă коллектора кăкăрĕпе хупларĕ. Шыв ачана чышса каялла чактарма пикенчĕ. Юнгă çаплах тăчĕ, парăнмарĕ ăна.

Хăватлă пĕрхĕм ӳте мăка çĕçĕпе каснă пек ыраттарчĕ, пĕрре шăнтрĕ, тепре вĕрилентерсе ячĕ. Юнгă пĕтĕм çан-çурăм, пĕтĕм ал-ура шăнăрĕсене хĕлĕх пек карăнтарса хытарчĕ. Акă, пĕчĕк матрос куçне хупрĕ, аллисемпе темле тимĕрсенчен çатăрласа тытрĕ. Кăштах вăй хушăннăн туйăнчĕ. Тăнлавра, хăлха шăтăкĕнче темле сасă, пĕчĕк шăнкăрав пек, тĕнкĕлтетсе янрарĕ.

Сĕргей çав-çавах мотор патĕнчен уйрăлмарĕ. Сывă юлнисенчен кам та пулин килессе кĕтрĕ.

Унтан вăл ним туйми пулса тăнне çухатрĕ. Суранланнă командир снаряд ванчăкне пула вырăнтан кăлт сиксе куçнă коллектора майланине те, шыв кĕртекен шăтăка темскерпе питĕрнине те юнгă сисмесĕр юлчĕ.

Хĕвел анас умĕн таçтан тăшман самолечĕ хăлат пев явăнса тухрĕ. Вăл темиçе хут катер тĕлĕпе вĕçсе иртрĕ. Унтан тӳрех аялалла ярăнса анчĕ те, бомбă палубă çине мар, бор тулашне чăмрĕ. Тăван çырана çитес ĕмĕтпе васвавлăн чавкăнакан катер чĕвĕн тăнă майлах сăмсипе çĕкленсе илчĕ, бомбă айĕнчен ывтăннă хăватлă хума борчĕпе тайăлса ăсрĕ, хӳрипе каялла чикĕнчĕ. Мичман палубă çине çирĕплетсе лартнă пĕчĕк калибрлă тупă патне чупрĕ, анчах çавăнтах тĕшĕрĕлсе анчĕ. Хăйĕн юлашки бомбине пăрахнă самолет карап командирĕн кун-çулне татрĕ.

Юнгă каç сулхăнĕнче тин тăна кĕчĕ. Вăл, куçне уçса, пин-пин ахах çăлтăр сапса тухнă тӳпенелле пăха пуçларĕ. Хĕвел паçăрах кун çутинчен пытаннă пулин те, каçĕ тĕттĕм мар.

Кун каçипе тӳпе чаршавĕ хыçĕнче тĕлĕрнĕ çăлтăрсем каçхи вăййа пуçтарăннă. Уйăхĕ ватă каччă пек кукшаланнă. Çапах та хĕр-çăлтăрсем ăна юрама тăрăшнăн, илĕртӳллĕн куç хĕсеççĕ. Анчах уйăхĕ мăнкăмăллă иккен-ха. Чун илĕртмĕш пикесене йăлăнтарасшăн пек, вырăнĕнчен хăнк та сикмест.

Юнгă ура çине тăма пикенчĕ — пултараймарĕ: ăна марлĕпе çыхса пĕтернĕ-мĕн. Çийĕнчех хускалаймарĕ те вăл, çавăнтах хул калакки сурса ыратса кайрĕ.

Сергей хăй аманнине ăнланчĕ. Командир ăна паçăр темскер калани халĕ тĕлĕкри пек çеç туйăнчĕ. «Эпĕ сана кун пекех маттур тесе шутламанччĕ. Пултаратăн! Эсĕ Сережа кăна мар, чăн-чăн Александр Матросов!.. Тавтапуçах сана, çамрăк тусăм. Эсĕ çăлтăн катера. Эсĕ ху чăн-чăн моряк пулнине кăтартрăн!» — ăшшăн каланăччĕ мичман куçне уçнă Сергее.

Юнгă аранах ура çине тачĕ. Пуçĕ ун сĕрĕм тивнĕ чухнехи пек ыратать. Куçĕсем вăйсăррăн кураççĕ. Пĕтĕм шăм-шакра, пуçра ӳсĕр чухнехи анкă-минкĕ.

Вăл унталла-кунталла çаврăнса пăхкаларĕ, анчах юлташĕсене курма пултараймарĕ. Ăçта-ши вĕсем? Акă вăл рулевой урлă каçрĕ. Умра — тепĕр виле. Хăрах аллипе бескозыркă кăшăлне тытнă вăл. Ăна çил тăпăлтарса ан иятĕр тесе пулас, ылтăн якăрлă хăйăвăн хăрах вĕçне шăлĕпе çатăрласа çыртнă.

Çăмăл тупă патĕнче катер командирĕ сывламасăр выртать.

Карапăн пĕтĕм экипажĕ пĕтнĕ. Тăватă çынран пĕри те чĕрĕ юлман. Юнгă — пĕр-пĕччен. Халĕ карап шăпи пĕр унран çеç килет. Мĕн тума пĕлĕ-ши Сергей? Вăл моторист та, рулевой та мар вĕт-ха. Чăннипе илсен, матрос та мар вăл — юнгă кăна!

Юрать-ха, Сергей унччен пуринпе те интересленнĕ, пурне те пĕлме тăрăшнă. Катер çине килнĕренпе вăл рулевой патĕнчен те, алă çаннисене чавси таран тавăрса янă вараланчăк робăллă1 моторист патĕнчен те хăпма пĕлмен. Ăна сăнанă, кăна куçланă. Алла лекнине, куç тĕлне пулнине вăл йăлтах асăрхама тăрăшнă.

Юнгăна темле вăй кĕнĕ пек пулчĕ. Шикленесси те самантрах иртсе кайрĕ. Вăл ĕнтĕ çар карапĕпе пĕр-пĕччен хуçалана пуçларĕ. Мотора хута ячĕ, руль умне тăчĕ. Ывăннă пек пулсан, лара-лара канчĕ.

Катера тĕрĕс пек туйăнакан çул çине вырттарчĕ. Карттăсăрах! Чуххăммăн! Тăван çĕршыва мĕнле каймаллине чĕри хăех пĕлет, тейĕн. Порта çитĕ-çитех вăл, мотора ĕçлеттерме горючи кăна пултăр.

 

* * *

Пирсри тинĕс хуралçи каç сăмĕнче инçетрен çывхарса килекен пăнчă пысăкăш карапа тăнран кайса тинкерет.

— Мĕнле коробкă-ши ку? Эккей! Çак самантра карап-мĕн килесси паллă марччĕ-çке? Расписанире те çук, — куç илмесĕр шухăшлать часовой. Чĕрине шиклĕ туйăмсем те тытса илеççĕ. — Тепĕртаках çывăхарĕ те, ак, торпедă кăларса ярĕ. Пирсран арканчăк анчах юлĕ. Пĕл вара кайран вăл камне. Тӳрех часовоя айăплĕç.

Сăнавçă хурал пунктне халь-халь тапса сикме хатĕр, анчах çаплах-ха ăна темле вăй тытса чарать. Вăл хăй ăнланма пултарайман япала çинчен пĕлтерме васкамасть.

«Мĕнле шуйттанла карап ку? Çулне сулахаярах тытасчĕ хуть. Чим-ха, ара, сасси те çук мар-и унăн? Кăсменçĕсен вăйĕпе çывхармасть пулĕ-çке? Мачти тата, мĕншĕн-ха вăл ялавсăр? Мĕншĕн çутăсăр? Рубкинче те никам та курăнмасть...»

Вĕçемсăр тăлĕннĕ хуралçă, шак хытса, шанчăксăр катера куçран вĕçертмесĕр тĕпчет.

Вăрах вăхăт иртсен, тӳлеккĕн тĕлĕрекен тинĕсĕн юлхавлă хумĕсем ала пек шăтăкланса пĕтнĕ карапа çыран хĕррине илсе çитерчĕç. Унăн, ытти карапсем пек, троспа çыхăнма кнехт2 умне кăна чарăнмаллаччĕ, анчах вăл апла тумарĕ, темиçе утăм малалла шуса кайрĕ. Хайхискер, чирлĕ çынла ерипен-ерипен шăвăнса, бетонран тунă стена çумне хуллен перĕнчĕ те енчен енне тайăлса илчĕ. Карап стенине чул-бетон сĕртĕнсе сиенлесрен, сăрне шăйăрса вистесрен, «кранец» текен япала пăрахакан та пулмарĕ. Часовой, карапран çырана кам та пулин тухса, рапорт е хушу парасса кĕтни кăлăхах пулчĕ. Пăшаллă хуралçăн пĕр-пĕччен карапа тĕрĕслеме хăюллăхĕ çитеймерĕ. Вăл палубă çинче такамсем выртнине асăрхарĕ-ха, анчах сăмах чĕнме шикленчĕ.

Пирс хуралçи кĕçех караульнăйне пĕлтерчĕ.

Вуннăн ытла чупса çитрĕç. Командирпа матроссем нимрен кăкармасăрах пирс стени çумĕнче тытăнса тăракан торпедник çине, пăшалĕсене кĕç-вĕç персе яма хатĕр тытса, ыткăнса хăпарчĕç. Унтан çĕмрĕк рубкă патне çитрĕç, анчах люкран кĕмерĕç.

— Эй!.. Кам пур шалта? Çӳле хăпарăр!

Хуравлани илтĕнмерĕ.

Пирс хуралçисем хăлхисене люк çумне тытса итлерĕç — карап «хырăмĕнчен» сас-хура пулмарĕ. Юлашкинчен тинех моряксем торпеднăй катер «чунсăррине» туйса илчĕç те ансăр трап тăрăх аялалла анчĕç. Тĕттĕмре нимĕн те курăнмасть. Офицер кĕсъе хунарĕпе çутатрĕ. Ура айĕнче — виле иккен. Хуралçăсем ăна пушмак пуçĕпе тĕртсе пăхрĕç — йăшăлтатмарĕ.

Палубă çинче те — вилесем. Моряксем кашни катерникех хунарпа çутатса пăхрĕç. Уйăрса илме çук: хăшне-пĕрне палланă пек те, палламан пек те. Урайĕнче унта та кун-та юн кĕвĕлсе ларнă.

Аптранăскерсем, юлашкинчен, машинă уйрăмне кĕчĕç. Унта тинех халсăрланса кайнă юнгă хутланса ларнине асăрхарĕç. Вĕсем вара карап кам ирĕкĕпе кунта çитнине тинех ăнланчĕç.

 

Юлашкинчен эпĕ çакна каласшăн: Сергее каярахпа (ӳссе çитсен, юнгă çулĕнчен тухсан) катер командирĕ туса хучĕç. Манăн çар служби вара шăпах вăрçă вăхăтĕнчи юнгă ертсе пынă катер çинче иртрĕ.

 
1 Робă — пиçĕ шурă брезентран ятарласа çĕлетнĕ ĕç тумĕ.
2 Кнехт — шĕлепкеллĕ, чĕркуççи çӳлĕш тимĕр юпа.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: