Николай Николаевич Ларионов Тутарстанра Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче 1961 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă. Çакăнтах сакăр класлă шкул пĕтернĕ, Кивĕ Çĕпрел ялĕнче вăтам пĕлӳ илнĕ.
Чĕмпĕрте станоксен операторĕ, шофер пулса ĕçленĕ. Виçĕ çул Аслă Нагаткинта шоферта вăй хунă.
1993 çулта Чулхулари авто-транспорт техникумĕн куçăн мар уйрăмне пĕтернĕ.
Журналист ĕçне 1995 çулта Чĕмпĕр районĕнчи «Родина Ильича» хаçатра пуçланă, 1996 çултанпа — «Канаш» хаçатра. Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ.
Сăвăсем çырма ачаллах пикеннĕ, анчах пĕрремĕш хут «Канаш» хаçатра 1991 çулта çеç пичетленнĕ. 1994 çултанпа Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ. 1997 çултанпа Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ. Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕ (1994), Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
«Чĕре тапнă чух» (1998) кĕнеке авторĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Capture more leads for your chuvash...
Круглозвенные цепи — это не просто элем...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Когда речь идет о ремонте, выбор правил...
В современном мире, где качество и безо...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...