Олег Иванович Прокопьев Муркаш районĕнчи Ваçкасси ялĕнче 1968 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухнă, çарта хĕсметре пулнă. Журналист дипломне алла илсенех Чăваш телевиденийĕнче ĕçлеме пуçланă.
Мĕн ачаранпах сăвă çырнă, «Пионер сасси» («Тантăш») хаçатпа тачă çыхăну тытнă. О.Прокопьевăн 2008 çулта «Шыв çинчи сар хĕвел çутипе» сăвă кĕнеки кун çути курнă.
Хальхи вăхăтра, 2009 çултанпа, вăл — Чăваш наци радио аслă редакторĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Hiring https://contractorfinder...
Hiring https://contractorfinder...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...
Тем, сăвăн тĕллевне ăнланаймарăм, каçарă...
Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛ...
"Виççĕмĕш страница çитсен сасăпах кулкал...