Ухутара


Ку ĕç тахçанах, атте çураличченех пулчĕ.

Асаттепе иксĕмĕр ухутана вĕçтертĕмĕр. Асатте ман таврари чаплă сунарçă.

Çитсе кĕтĕмĕр асаттепе çын ури ярса пусман сĕм вăрмана. Ĕлĕк вăрмансенче упăтесем нумаййăн пурăннă тет. Вĕсем вăрманта çынсене курсан хăваланă тет. Эпĕ çавăнпа та асаттен кĕпи аркинчен çаклансах пыратăп.

Сисмерĕм те — çул çинче темĕскер, çӳллĕ те хулăнскер, тăрать. Хĕрарăм евĕрлĕ, асаттене чĕркуççи таран, мана икĕ пӳ чухлĕ, çӳçĕ ура тупанĕ таранах. Асаттене аякĕнчен тĕкетĕп — сисмест, калатăп — илтмест, ун çине пăшалне тĕлленĕ те тăрать. Юлашкинчен тинех пăшал сасси кĕрĕслетрĕ. Акă вăрман шăтăр-шатăр! шăтăр-шатăр! тăвать, йывăçсем ӳксе пыраççĕ. Хай япала, йывăçсене хирсе, вăрман ăшне кĕрсе кайрĕ. Нумайччен шăтăр-шатăр! шăтăр-шатăр туни илтĕнчĕ.

Асатте те пĕр сăмах та чĕнмерĕ, эпĕ те хам курнинчен хам тĕлĕнсе тăратăп.

Унччен те пулмарĕ — пĕтĕм тĕнче ялтăрр çуталса илчĕ те хам сисмесĕрех куçа хупса лартрăм.

Куçа уçса ятăм та темле пӳртре тăнине куртăм. Каллех ман умра паçăрхи япала курăнса кайрĕ, анчах вăл сĕтел хушшинче ларать, этем чĕлхипе калаçать:

— Халĕ эсĕ виçĕ кун хĕвел кĕтме каятăн, — тет çакскер мана. Таçтан чĕлхе-çăвар уçăлса кайрĕ те:

— Чим-ха, аттене чĕнсе килем, иксĕмĕр хĕвеле кĕтĕпĕр, — тетĕп эпĕ.

— Юрамасть, — тет хайскер татах мана.

Урăх пĕр сăмах та чĕнмерĕм, шухăша кайрăм, асатте каласа пани аса килсе кайрĕ. Асатте калатчĕ: хĕвел питĕ пысăк, йĕтем пысăкăш та пур, çӳлте пирки кăна пĕчĕккĕ курăнать,ун çывăхне пыма юрамасть, пĕçертсе татать, тет. Анчах хĕвеле те вупăр çиет тет, вăл ăна çисех яраймасть тет, мĕн пирки те пулин пăрахса каять, тет, вара хĕвел каллех çуталса каять тет. Асатте тата хĕвеле хирĕç нимĕнле сăмах та калама юрамасть, хĕвел эпир мĕн каланине пурне те илтет, мĕн тунине пурне те курать, унран нимĕн те пытарма та çук тетчĕ. Çавăнпа тупа тунă чухне те хĕвеле асăнаççĕ.

Çапла ĕнтĕ çывăрма выртрăмăр. Ирхине темĕн пите-куçа питĕ хытă пĕçертнипе вăранса кайрăм.

— Тăр, вăхăт çитнĕ, — теççĕ мана. Тăрса лартăм та куçа шартараканни еннелле тинкеретĕп. Чăтма çук вĕри, Хĕвел çывăхне те пыма çук, анчах манăн унпа пĕрле çӳремелле. Каç пуличчен питĕ хытă ывăнса çитетĕп те мĕнле тӳнсе кайнине те туймастăп. çапла эпĕ виçĕ кун хĕвелпе пĕрле çӳрерĕм. Виççĕмĕш кунĕнче тата хытăрах ывăнтăм.

Выртса çывăртăм, ирхине тăрсан пăхатăп та килте тăратăп иккен эпĕ. Килте асаттепе асанне çеç мар, аттепе анне те, пиччепе йăмăк та пур. Халĕ те эпир пĕрле савăнса пурăнатпăр. Асаттепе сунара кайсан урăх çĕтсе çеç юлас марччĕ тетĕп.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-02 17:55:33):

Темĕскер çитмест пек. Шел, вырăн лекмест пулĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: