Çиçтĕр йăлтăр кулă пирĕн пит çинче
Ах, мĕнле упрар-ши
çак çут тĕнчене?
Мĕншĕн ăнланмаççĕ
хăш — пĕри çакне?
Вăрçăсăрах вăрçă
лавкка çумĕнче:
ушкăн арçын тытнă
кашни кĕленче.
Карланкисем янкăр,
ĕçеç йӳççине.
Тутине пĕлмеççĕ,
тăкаç укçине.
Мĕн сăмах тухмасть-ши
çăварĕсенчен.
Кам кăна çунмасть-ши
вĕсен тертĕнчен.
Хăшĕ йăванать те
нӳрĕ çĕр çине,
унтах çĕр каçать те
каять вăл чире.
«Тӳсĕмлисем» вăйлăн
кĕрешӳ пуçлаç.
Ӳсрĕлсен хăрушшăн
хăйсене тытаç.
Эпир, ачăрсем вĕт,
куратпăр йăлтах,
тарăхатпăр питĕ
пĕчĕк пуçпалах.
Ах, мирпе пурнасчĕ
çакă çĕр çинче.
Ĕçкĕçсе хыпасчĕ
çирĕп хĕскĕчпе.
Мир, телей те сывлăх
пехиллер пурне,
çиçтĕр йăлтăр кулă-
пултăр вăл парне.
Тăнăçлăх, хаваслăх
пире вăл кирлех.
Харкашу та вăрçă
ан пултăр текех!
Шухăшсем
Наш квалифицированный военный юрист всег...
Need more clicks and conversions for Chu...
Our AI-powered traffic solution delivers...
Ready to drive targeted visitors to your...
Hello everyone, if you are interested i...
Aiming to ignite your website’s p...
Опытные эксперты предоставят вам полную ...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...