Тавăрпи


«Ырă ĕçсен çулталăкне» халаллатăп

Кăвак хуппи уçăлнă самант…

Ваттисем каланă тăрăх, ăна пурте кураймасть, вăл чи-чи телейлисене çеç курăнать. Мана кăвак хуппи уçăлнă саманта курма тӳр килчĕ. Хăçан тетĕр-и? 21-мĕш ĕмĕрте, тăван ялта, Мĕшĕлте!

Мĕн пĕчĕкрен мана каçхи тӳпе канăç памасть. Пăхатăп та пăхатăп тӳпенелле, унта мана темĕнле вăрттăнлăх пытарăннă пекех туйăнать. Асанне юмахĕнчен эпĕ ăна хам куçпа курса, ун кĕвентине йăтса кӳршĕри кинеме шыв тултарса пулăшасси çинчен шутлама та пултарайман. Çав илемлĕ пикен ячĕ те пур — Тавăрпи! Мĕнле илемлĕ ят, чăн-чăн чăваш хĕрĕн ячĕ вĕт Тавăрпи манпа тахçанах тĕл пуласшăн çуннă-мĕн.

Вăл пирĕн çине, çӳлтен, уйăх çинчен тăтăшах сăнанă.

Эпĕ тăрăшуллă хĕрача пулнине курнă та (эпĕ атте-аннене выльăх-чĕрлĕх пăхма, пахчари йăрансем çинчен çум курăка çумлама пулăшнине, пĕчĕк Алюш шăллăма юратса пăхнине, унпа тĕрлĕрен савăнăçлă вăйăсем вылянине курнă та) мана юратса пăрахнă, манпа тĕл пулу шыранă.

Суять тетĕр-и? Çук, пĕрре те суймастăп. Эпĕ — Улька, суякан хĕрача мар.

Паян манăн пĕрре те ыйхă килмест. Чӳрече каррине ерипен сиретĕп те — тӳпери çап-çутă уйăха куратăп. Чим-ха, уйăх çинче илемлĕ хĕр тăрать-çке! Кĕвентеллĕ хĕр, чăваш кĕпи тăхăннă Тавăрпи… Вăл мана тахçанах сăнанă пек туйăнчĕ, хăйĕн ватă пӳрнипе мана кăчăк туртать. «Тух хăвăртрах урама, никама та ан систер», — тенĕн туйăнчĕ мана.

Эпĕ савăннипе тата тĕлĕннипе йăпăр-япăр тумлантăм та каçхи шăплăха путнă, шăпчăк сассипе тулнă тулнă урама тухрăм. Таврара çап-çутă, уйăх çутатать. Урамра никам та çук. Кĕтмен çĕртрен вăркăш çил вĕрсе илчĕ те, ман ума Тавăрпи уйăх çинчен анса та тăчĕ. Куç умĕнче тĕлĕнмелле хитре хĕр тăрать: çийĕнче тĕрленĕ шурă кĕпе, çинçе пилĕкне пиçиххи евĕр япала çыхнă (асанне ăна сар тесе калатчĕ). Пичĕ-куçĕ вăрман уçланкинче ӳсекен хитре чечек пек, икĕ пысăк хура куçĕ хура шăрçана аса илтерет.

— Улька, атя ял тăрăх кайăпăр. Сирĕн кунта пĕччен асапланса пурăнакан ватă çынсем нумай, вĕсене шеллекен никам та çук. Кайса пулăшар-ха вĕсене.

Тавăрпи кĕвентипе витресене йăтса пыраканскер, çăлкуç патне çитсен витресене шыв тултарчĕ те Маюк кинемей пӳрчĕ патнелле утрĕ.

— Улька, эсĕ те витре туп та манпа пĕрле шыв кӳме пуçла. Кашни кунах кăçалхи çула «Ырă ĕçсен çулталăкĕ» тесе шавлатăр, хăвăр вара пĕччен пурăнакан ватăсем çинчен шутламастăр та…

Мана Тавăрпи умĕнче питĕ намăс пулчĕ. Кинемей пахчинче ӳсекен кишĕре, сухана, купăста йăранĕсене васкасах шăварма тытăнтăм, пушă ларакан каткана та тултарса хутăм.

Тĕлĕнмелле: çиçĕмле хăвăртлăхпа ĕçлетпĕр, эпĕ кун пек нихăçан та ĕçлесе курман. Васкамалла-çке пирĕн. Пĕччен пурăнакан ватăсем пирĕн ялта нумай. Çера аппи, Юля аппи, Татюк аппи. У-у, питĕ шел пулса кайрĕ ватăсене.

Татюк аппа пӳрчĕ умне çитсен çурса хунă вутă купи йăваланса выртнине куртăмăр. Аран утса çӳрекен Татюк аппана хулара пурăнакан ывăлĕ тахçанах манса кайни çинчен ялта калаçатчĕç-ха, ăна пĕччен пурăнма мĕн тери йывăр пулнине халь çеç ăнланса илтĕм.

— Мĕнле чунпа пурăнатăр эсир, çĕр çинче пурăнакан çынсем? Эпĕ сирĕн çине яланах тĕлĕнсе пăхатăп, — тет Тавăрпи.

Кĕске хушăрах вут-шанкă купи хӳме çумĕнче çĕкленсе те ларчĕ.

— Çинка инкӳ патне кĕрсе тухар-ха. Хăй каç пулнă вăхăтра килĕ еннелле аран тайкаланса çитрĕ, унăн пĕчĕк ачисем выçах лараççĕ.

Чăнах та, вĕсен килĕнче тирпейсĕр, хăй вара пусма çумĕнче тӳнсе кайнă та харлаттарсах çывăрать.

Выçăпа аптраса çитнĕ ачисем амăшне кĕтсе илеймесĕрех çывăрса кайнă. Эпир хуран чĕртсе яшка пĕçерсе патăмăр, таса мар кĕпе-йĕмне çуса çакса ятăмăр. Сĕтел тулли тутлă апат-çимĕç лартса хăвартăмăр. Пирĕн васкамалла, ялти ватăсене мĕнпе те пулин пулăшма ĕлкĕрмелле.

— Çинка инкӳ паянтан ĕçмест, ачисене юратса пăхма тытăнать, — терĕ Тавăрпи. — Эпĕ ун çине асамлă патакпа сулса урăх эрех ĕçмелле мар турăм.

Эпĕ çакна илтсен çав тери савăнса кайрăм. Мĕн тери аван ялта ĕçмен çынсем çук пулсан!

Майĕпен тул çутăлма пуçларĕ, автансем авăтни илтĕнчĕ.

Манăн чун çĕкленсе кайрĕ, эпĕ хам ывăннине туймастăп та. Уйăх çинчи хĕрпе малалла та ырă ĕçсем тума васкатпăр.

— Улька, манăн Уйăх çине каялла хăпарма вăхăт çитсе пырать. Паян эпир санпа ял тăрăх çӳресе кунти йĕркесĕрлĕхе пĕтерме тăрăшрăмăр, эсĕ вара тусусемпе малалла та ырă ĕçсем тума васка. Çĕрле мар, кăнтăр кунĕнчех. Манăн Тавăрпинчен пĕрре те уйрăлас килмест, анчах мĕн тăвăн?! Эпĕ ăна пырса ыталаса илесшĕнччĕ, анчах вăл мана ыталаттармарĕ. Мана сĕртĕнме юрамасть, эпĕ сана хытарса лартма пултаратăп терĕ. Ун чухне вара санăн та чуну хытса ларĕ, эсĕ те хытă чĕреллĕ пулăн терĕ.

— Улька, эсĕ яланах ырă кăмăллă пул, Çĕр çинчи çынсене те çапла пулма вĕрент. Хальлĕхе сирĕн кунта, Çĕр çинче усал хуçаланать.

Ирхине ял халăхĕ тĕлĕнсех кайрĕ. Пĕрисен пахчинче йăрансем çинчи пахча çимĕç ешерсе ӳсме тытăннă, урамра пĕр çӳп-çап та курăнман, эрех ĕçсе çӳрекен хĕрарăмсемпе арçынсем те пулман.. Малалла тăван ялта эрех ĕçсе мухмăрпа аптраса çӳрекен çынсем пулмĕç, мĕншĕн тесен Тавăрпин асамлă патакĕ Çĕр çинче пурăнакан çынсене ăса вĕрентсе хăварнă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-22 16:50:12):

Ырă ĕçсен çулталăкне халаллани килĕшрĕ. Шухăшне та лайăх уçса панă. Чăваш тĕнчипе çыхăнтарни те хайлав пахалăхне çĕклет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: