Мирлĕ те тăнăç пурнăç


Тăван ялтан, çемьерен аякра ĕçлесе пурăнасси Аркадий Петровичшăн çав тери йывăр. Пушă вăхăт тупăнсанах вăл çемйине курма васкать. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ывăл ӳстереççĕ: Ваня тата Саша. Ваня çиччĕмĕш класра вĕренет, Саша вара шкула каймасть-ха. Иккĕшĕ те лара-тăра пĕлмеççĕ, тем те пĕр ăсталаса кăларма юратаççĕ.

Пĕррехинче эпĕ вĕсем патне хăнана кайрăм. Вĕсем мана ăшшăн кĕтсе илчĕç.

— Аня, пирĕнпе пĕрле вылятăн-и? — тесе ыйтрĕ манран Ваня. Эпĕ хирĕç пулмарăм.

— Паян эпир ют çĕр-шывсенче пулса курăпăр, — савăнчĕ Саша.

— Мĕнпе кайăпăр? — ыйтрăм эпĕ тĕлĕнсе.

— Часах курăн.

Арçын ачасем диван çине тăватă пукан ухтарса лартрĕç. Саша шкафран виçĕ тутăр туртса кăларчĕ. Ваня таçтан ваннă радиоприемник илсе килчĕ, Саша- пластмасран тунă тарелка.

— Мĕн тăвăпăр эпир кунпа? — ыйтрăм эпĕ нимĕн те ăнланмасăр.

— Ан васка, часах веçех курăн, — терĕç мана арçын ачасем. Арçын ачасем пукансем çине улăхса ларчĕç. Эпĕ те хăпарса лартăм.

— Паян пире ертсе пыраканĕ — робот Вуди, — терĕ Саша робота малти пукан çине лартса.

— Тыт, куçна çых, — терĕ мана Ваня тутăр тыттарса. Эпир пурте куçа тутăрпа çыхрăмăр.

— Пĕрре, иккĕ, виççĕ! Вĕçтертĕмĕр! — илтĕнчĕ сасă. Анчах ку сасă арçын ачасен сасси пек туйăнмарĕ мана.

— Атте, эсĕ-и ку? Хăçан килтĕн? — ыйтрĕ Саша.

— Çук, эпĕ робот Вуди. Роботсенчен чи хастарри, — хуравларĕ сасă.

Эпĕ тутăра салтрăм. Ман хыççăн арçын ачасем те тутăрсене салтрĕç. Пирĕн умра робот тетте вырăнне, пысăк, чун кĕнĕ робот Вуди тăра парать.

— Эсĕ… эсĕ, ман робот-и? — ыйтрĕ Саша.

— Эпĕ, Саша, эпĕ…

Тин кăна пулса иртнĕ ĕçсене ĕненмесĕр куçа сăтăрса та пăхрăм, анчах робот çухалмарĕ. Эпир лăплансан Вуди пире хăйĕн вăрттăн ĕçĕ çинчен каласа пачĕ. Роботсен пуçлăхĕ Вудие Кăнтăр Осетинче пурăнакан çынсене пулăшма хушнă. Вĕсен пысăк хуйхă. Грузипе вăрçă пулса иртнĕ хыççăн çынсен пурнăç шанчăкĕ çухалнă.

— Эсир мана пулăшма пултаратăр-и? — ыйтрĕ пирĕнтен командир.

— Пулăшатпăр! — терĕмĕр эпир харăссăн.

— Анчах эпир унта мĕнле çитĕпĕр? — ыйтрăм эпĕ.

— Эпир çитсе пыратпăр ĕтнĕ. Кантăк патне пырса пăхăр.

Эпир кантăк патне чупса пытăмăр. Кантăкран пире пĕчĕк пӳртсем курăнчĕç, эпир вĕçетпĕр иккен.

Пӳрт силленсе илчĕ те, Вуди эпир çитни çинчен пĕлтерчĕ:

— Тухма пултаратăр, анчах малтан ак çак хутаçсене илмелле, — хушрĕ пире командир пĕчĕк хутаçсем çине тĕллесе.

— Мĕн унта? — ыйтрăм эпĕ.

— Тыт, — терĕ Вуди нимĕн те ăнлантармасăр. Хутаçсене илсе пӳртрен тухрăмăр.

Эпир темĕнле яла анса ларнă иккен. Ялĕ — ял мар. Пӳртсене çĕрпе танлаштарнă, пур çĕрте те кантăк ванчăкĕсем выртаççĕ. Çил вĕрнĕрен хаçат, хут татăкĕсем вĕçсе çӳреççĕ. Урамра пĕр çын та çук.

— Кам та пулин пур-и?! — кăшкăрчĕ Ваня.

Ишĕлнĕ пӳрт айĕнчен пĕр пĕчĕк хĕр ача тухрĕ, анчах вăл каялла кĕрсе тарчĕ. Эпир çав пӳрт патне пытăмăр. Пӳрт патне çитсен эпир пӳрт айне каякан картлашка куртăмăр. Çав картлашка тăрăх антăмăр. Хамăр умри алăка уçрăмăр та темĕнле пӳлĕме кĕрсе тăтăмăр. Пӳлĕмре тĕттĕм, пирĕн хастар командир çутатакан чечек туртса кăларчĕ. Пӳлĕм çуталса кайрĕ. Кивĕ диван çине хĕсĕнсе ларнă икĕ хĕр ачана, виçĕ арçын ачана тата пĕр хĕрарăма асăрхарăмăр. Пире курсан вĕсем питĕ хăраса ӳкрĕç.

— Ан хăрăр, эпир мирлĕ çынсем, — терĕ Вуди лăпкă сасăпа.

— Эпир çакăн чухлĕ нуша курса нимĕнрен те хăрами пултăмăр, — терĕ хĕрарăм.

Пӳлĕмре ача макăрни илтĕнсе кайрĕ. Хĕрарăм тăрса пукан çинче ларакан ешчĕк патне пычĕ. Ешчĕкре выртакан ачана лăплантарма пуçларĕ.

— Эсир ăçтан? — тесе ыйтрĕ пирĕнтен хура çӳçлĕ арçын ача. Ман шутпа, вăл чи асли пулчĕ.

— Эпир Чăваш Республикинчен, — терĕ Саша.

— Мĕнле аякран. Мĕн ятлă эсир? — ыйтрĕ Рамиль.

— Эпĕ Аня, ку Сашăпа Ваня, ку вара пирĕн командир Вуди, — паллаштартăм эпĕ вĕсене хамăн юлташсемпе.

— Питĕ аван, — терĕ хĕрарăм. — Ку манăн ачасем: Джийхун, Гульнара, Рамиль, Динар, Диляра, чи пĕчĕкки вара Милидиана. Эпĕ Эльвира ятлă, Тутар Республикинчен, анчах шăпам çакăнта илсе çитерчĕ.

— Сирĕн çиес те килет пулĕ? — ыйтрĕ пирĕн командир.

— Пирĕн атте çухалнă, — терĕ Динар.

Вуди илтмĕш турĕ, хутаçран шурă çăкăр, çу, пыл, сĕт кăларчĕ. Эпир пурте ларса апатлантăмăр.

— Ларма лайăх, анчах манăн хушнă ĕçе пурнăçламалла, — терĕ Вуди.

— Мĕнле ĕç? — ыйтрĕ Эльвира.

— Акă курăр.

Хутаçран вăл пĕчĕк тăваткал ешчĕк кăларчĕ. Пире пурне те урама илсе тухрĕ. Вуди ешчĕкрен пĕчĕк пӳрт туртса кăларчĕ те пӳрт çинчи пĕчĕк кнопкине пусса пӳрте çĕр çине лартрĕ. Пӳрт ӳссе, ӳссе пычĕ. Пĕр самант хушшинче пирĕн куç умĕнче ишĕлнĕ пӳрт вырăнне пысăк пӳрт пулса ларчĕ.

— Кайăр, çак кнопкăна пусса пӳртсене çĕр çине лартăр, — ăнлантарчĕ пире командир.

Эпир пӳрте илсе чупса кайрăмăр. Çур сехет хушшинче пĕтнĕ ялтан çĕнĕ ял пулса тăчĕ. Пӳртсенчен çынсем тухма пуçларĕç, пичĕсем çинче савăнăç куççулĕ палăрать. Мĕн пулнине ăнланса илсен вĕсем пире тав турĕç.

— Ну, Рамиль, хăвăн йăмăкусемпе шăллусемпе ытти ялсене кайса çынсене çĕнĕ пӳртсем парнелĕр, — терĕ Вуди арçын ачана хутаç тыттарса. Рамиль пуçне сулларĕ.

— Халĕ эпĕ хамăн ĕçе пурнăçларăм, — терĕ командир. — Киле таврăнма вăхăт.

Эпир çав ачасемпе çыхăну тытатпăр тесе татăлтăмăр. Темиçе сехет хушшинче эпир вĕсемпе чăн-чăн юлташсем пулса тăтăмăр. Ял çыннисемпе сыв пуллашса хамăр пӳрте кĕтĕмĕр.

— Киле, — терĕ Вуди.

Эпир ывăннипе çывăрса кайрăмăр. Эпĕ çакăн пек тĕлĕк куратăп: Саша, Ваня, Рамиль, Вуди тата эпĕ институт уçнă пек. Пирĕн институт мирлĕ машина шухăшласа кăларнă. Çав машина çĕр çинчи хĕç- пăшала, танксене, бомбăсене, наркотиксене, сывлăша варалакан хими меслечĕпе ăсталанă япаласене хăйĕн патне туртса илсе пĕтерет пек. Пирĕн çĕр хитреленсе, чечекленсе, лайăх енне улшăнса пырать пек. Çак тĕле çитсен эпĕ вăранса кайрăм. Пăхатăп: манăн ура çине пуçне хунă Ванюш çывăрать, пукан çинче Саша тĕлĕрсе ларать, урайĕнче пирĕн командир Вуди выртать, вăл каллех робот тетте пулса тăнă.

— Вуди, — терĕм эпĕ, Вуди çине пăхса.

Робот мана куç хĕссе илчĕ кăна. Эпĕ арçын ачасене вăратрăм. Вĕсем кашни Кăнтăр Осетинче пулни çинчен каласа пачĕç. Эпĕ те вĕсемпе пулнине пĕлтертĕм.

— Эпир, чăнах та, Кăнтăр Осетинче пулнă. Пурте пĕр пек тĕлĕк курайман вĕт, — каларĕ Саша.

— Çавăн пек пулнă пултăрччĕ, — терĕ Ваня.

Эпир вара хамăр хушăра тăрăшса вĕренме сăмах патăмăр, Рамиль патне çыру çыртăмăр. Тен, эпĕ курнă тĕлĕк пурнăçланĕ, çĕр çинче яланах мир пулĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-02 19:44:56):

Кăсăклă калав, вулама питĕ интереслĕ. Лайăххисен шутне кĕртес, тен, выран та лекĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: