Тенеяль ятлă манăн ялăм...


Тенеяль ятлă манăн ялăм,

Эп кунта ӳснĕ пĕчĕкрен.

Мĕн пур чунтан ăна эп саврăм,

Халь те саватăп чĕререн.

Эп пĕчĕк чух ялан шутланă,

Мĕнле пуçланнă манăн ял?

Тупсăмне, паллах шыранă,

Тĕлĕнмелле тупнă хурав.

Ача чухне таçта та пулнă,

Пĕррехинче ял вĕçĕнче

Эп пысăк юмана–çке курнă,

Канмашкăн лартăм ун айне.

Юманĕ пысăк та лаштраччĕ,

Пин-пин çулах пурăннă пек.

Пуçра каллех шухăш çуралчĕ,

Тăван кĕтесĕмçĕм çинчен.

Сасартăк эпĕ сасă илтрĕм,

Мăнаçлăн янăрарĕ вăл.

Каярахпа ăнкарса илтĕм,

Юман сассийĕ пулчĕ вăл.

Эп ун çине çаврăнса пăхрăм,

Хам тĕлĕннĕччĕ ун чухне.

Çав самантрах сăмах эп хушрăм:

«Салам, юманăм, асатте!»

Вăл мана хирĕç хуравларĕ:

«Салам, мăнукăмçăм, салам,

Мĕнле ыйту кăсăклантарчĕ,

Çавăн пирки сана калам.

Чылай çул эпĕ пурăнатăп,

Ларатăп кунта пĕр-пĕччен.

Нумай япалана куратăп,

Калас апла ялăм çинчен.

Тенеялĕ Теннерен,

Пуçланнă мĕн авалтан.

Тенне çармăс çынни пулнă,

Кивçуртра тĕпленнĕ пулнă.

Пулнă кунта чăвашсем,

Тутарсем те çармăссем.

Тытнă вĕсем выльăхсем,

Туслă пулнă, маттурсем.

Часах пĕтнĕ тӳрĕлĕх,

Пуçланă вĕсем вăрçма.

Эпук ывăлĕ Тенне,

Аппаланнă вăрăпа.

Ял халăхĕ пĕлсенех,

Хăваланă Теннене.

Тенне Кивçуртран тухса,

Тарнă вăрман чăтлăхне.

Чавса çĕрпӳрт тунă та,

Виç çул унта пурăннă.

Апат-çимĕçне илме,

Вăрттăн çӳренĕ килне.

Тенне ашшĕ Эпук та,

Куçнă çемйипе унта.

Теннен ачипчи пулман,

Авланма вăл шутламан.

Çĕнĕ вырăнта Тенне,

Нумаях та пурăнман.

Чунĕ тухсан Теннене,

Пытарнă чăваш масарне.

Тенеялĕнче çапла,

Эпук ăрăвĕ ĕрчет.

Çыннисем вара чипер,

Пит сатур та пит ĕçчен.

Лаштра юманăм, асатте,

Эс каласам мана чăнне.

Мĕнле пуçланнă çырмасем,

Пĕвесемпе вар ячĕсем?

Кăнтăр еннчи айлăмра,

Мишша çырми вырнаçнă.

Миша ӳксе вилнĕрен,

Ăна çапла ят панă.

Ялтан тухсан, тӳремре,

Пурăш çырми тĕл пулан.

Пурăш нумай пулнăран,

Ятне панă авалтан.

Павар çырминче çынсем,

Ĕлĕк сăра юхтарнă.

Кĕр! кĕрлесе юхнăран,

Кĕрлĕк çырми ят илнĕ.

Хурах çырми пур ялта,

Уйрать яла ик пая.

Ĕлĕк кунта таркăнсем,

Кăшкăртнă тет хĕрсене.

Çапла вара мăнукăм,

Пуçланнă ялти çырмасем.

 

Халап çăлкуçĕ

Топонимика халапне Тăвай районĕнчи Тенеяльте 1933-мĕш çулта çуралнă Терентьева Таисия Тимофеевнăран Васильева Галина Петровна çырса илнĕ, кайран сăвăланă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Марина Васильева (2009-11-10 16:47:16):

Эпĕ Питĕрте пурăнатăп пулсан та ЧĂваш сайтне кĕрсех тăратăп. Çакăн пек сайтсем йĕркеленĕшĕн питĕ савăнатăп. Васильева Галина Тенеяль историне туллин уçса пама пултарнă.Чĕлхи илемлĕ. Маттур! Татах та çакăн пек сăвăсем татах çырма сĕнетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Дарья Соколова (2009-11-10 16:59:19):

Васильева Галина çырнă сăвă мана питĕ килĕшрĕ.Чăнах та Тенеяль ялĕ пур. Чĕлхи пуян, шухăшĕ вăйлă, содержанийĕ уçăмлă! Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Геннадий Иванов (2009-11-10 17:06:53):

Çак конкурсра тăратнă сăвăсенчен Галина Васильева çырнă сăвă мана ытларах килĕшрĕ.Сăвви лайăх,янăравлă.Содержанинĕ уçăмлă çырса панă.Ăнăçу сунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валя Денисова (2009-11-10 17:08:41):

Конкурса тăратнă ĕçсенчен мана Васильева Галина çырнă сăвă питĕ килĕшрĕ.Вăл хăйĕн ялĕ çинчен илемлĕ чĕлхепе содержани енчен пуян тарăн шухăшлă сăвă çырма пултарнă. Маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Оксана Коржилова (2009-11-10 17:14:42):

Автор хăй çуралса ӳснĕ ялне юратни палăрать çак сăвăра! Илемлĕ, пуян сăвă. Мана питĕ килĕшрĕ.Манăн сасă та çĕнтерме пулăшасса шанатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Герман Прокопьев (2009-11-10 17:20:55):

Содержанийе туллин, уçăмлă уçса пама пултарни мана тĕлĕнтерчĕ. Чĕлжи те çепĕç, илемлĕ. малти вырăнта пуласса шанатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина Васильевна (2009-11-10 17:21:52):

Сăвăри йĕркесенче автор тăван çĕрне юратни,унпа мăнаçланни, хисеплени палăрать.Ял историне аван пĕлни курăнать.Галинăна çитĕнӳсем сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Олеся Петрова (2009-11-10 17:25:10):

Сăвăра автор хăй çуралса ӳснĕ ялĕн историне лайăх пĕлни курăнать.Ăна вăл тĕплĕн уçса пама пултарнă. Маттур!!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Мария (2009-11-10 17:25:50):

Васильева Галина сăвви питĕ килĕшрĕ.Тенеяль çинчен илемлĕ чĕлхепе çырса пама пултарнă.Ăнăçу сана,Галина!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Мария (2009-11-10 17:29:15):

Васильева Галина сăвви питĕ килĕшрĕ.Тенеяль çинчен илемлĕ чĕлхепе çырса пама пултарнă.Ăнăçу сана,Галина!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Андрей Ильин (2009-11-10 17:32:59):

Тулли содержаниллĕ, илемле, уçă чĕлхепе çырнă сăвă. Эсир малти вырăн йышăнасса шанатăп. Ăнăçу сунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Елена Дмитриева (2009-11-10 17:41:23):

Эпĕ вара çак сăвăра чарăнтăм. Ман шутпа, ку сăвăра Галина хăй çуралса ӳснĕ ялăн историне лайăх пĕлни курăнать. Çырма-çатрасем мĕнле пуçланса кайнине те тишкерсе парать. Ăнăçу сунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галя Алексеева (2009-11-10 21:15:47):

Сăвă питĕ килĕшрĕ. Автор яла юратни палăрать çак сăвăра.Ăнăçу сунатăп

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Света Владимирова (2009-11-10 21:45:06):

Галина Васильева тăван ял историйĕне сăвăра каласа пама пултарнă. Сăвăна илемлĕ чĕлхепе çырнă. Çăмăллăн вуланать. Çак сăвă ман кăмăла кайрĕ. Маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Мария Андреева (2009-11-10 22:05:03):

Эпĕ вара Мускавра пурăнатăп.Çакăн пек сайтсем йĕркеленĕшĕн питĕ савăнатăп.Галина Васильва çырнă сăвă ыттисенчен ытларах килĕшрĕ.Ăнăçу сунатăп сире.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вероника Кириллова (2009-11-10 22:31:46):

Илемлĕ, интереслĕ содержаниллĕ сăвă. Малти вырăн йышăнма сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Александра Артемьева (2009-11-11 18:16:44):

Галина,илемĕ, тарăн содержаниллĕ сăвă. Çакăн пек сăвăсем татах та çырма сĕнетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Эльвира Кириллова (2009-11-11 20:01:46):

Галина Васильева çырнă сăвă мана уйрăмах килĕшрĕ.Содержанипе тарăн та интереслĕ,чĕлхи пуян та илемлĕ. Ăнăçу сунатăп сире, Галина!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Александр Петров (2009-11-11 20:53:16):

Эпĕ те малта каланă комментарисемпе килĕшетĕп. Галина Васильева хăй çуралса ӳснĕ ялĕ çинчен илемлĕ те уçă чĕлхепе çырса кăтартма пултарнă. Конкурсра ăнăçу сунатăп!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Людмила Васильева (2009-11-11 20:59:42):

Тенеяль ялĕнче çакăн чухлĕ çырмасем пулнине пĕлмен те эпĕ. Тавтапуç сире, Галина, çакăн пек илемлĕ сăвă çырнăшĕн. Маттур. Ăнăçу сире.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ольгв Ермолаева (2009-11-12 19:49:16):

Галинăн сăвви питĕ кăсăклă та интереслĕ.Ăнăçу сунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вероника (2009-11-12 19:51:32):

Пуринпе те килĕшетĕп. Чăн та илемлĕ сăвă. Маттур!

 

Ирина Викентьева (2009-11-12 19:56:15):

Мана Галинăн сăвви ытларах килĕшрĕ.Манăн сасă сирĕншĕн. Ăнăçу !

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валерий Михайлов (2009-11-12 21:05:31):

Илемлĕ сăвă.Тенеяль çинчен илемлĕ чĕлхепе çырса пама пултарнă Галина!Татах çакăн пек сăвăсем çырма сĕнетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина (2009-11-12 21:10:28):

Эпĕ Тенеяльĕнче çуралса ӳснĕ. Чăнах та илемлĕ ял.Тавтапуç сире, Галина, çакăн пек тарă шухăшлă сăвăшĕн. Маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Наталья Коновалва (2009-11-12 22:55:48):

Галина çырнă сăвă кăмăла кайрĕ.Тăван ялăн истрийĕне сăвăра уçса пама пултарнă. Маттур. Ăнăçу сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

инçет. (2009-11-29 19:37:15):

Ача чухне таçта та пулнă,

 

Пĕррехинче ял вĕçĕнче

 

Эп пысăк юмана–çке курнă,

 

Канмашкăн лартăм ун айне.

 

Çакăн пек йĕркесем çеç иккелентереççĕ.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: