Таркăн салтак варĕ


Сурăм шывĕ хĕрринче

Аслă улăх варринче

Ешерет, илемленет,

Чулкаç ялĕ çĕкленет.

Çулсерен вăл сарăлать

Пысăк вырăн йышăнать.

Çамрăксем те ĕлĕкрен

Пулнă вăйлă, пит ĕçчен.

Питĕ паллă! Чаплă ял!

Пурте уншăн савăнар!

Малалла аталанма

Манар мар телей сунма.

 

Каçсерен кашни ялта

Пухăнать яш калаçма.

Тĕрлĕ халап юптарма

Пултараççĕ пит ăста.

Акă вĕсенчен пĕри:

Пĕр чухăн хресчен пирки.

Лайăх вырнаçса эс лар,

Ун пирки халь халаплар.

Чулкаç ялĕн вĕçĕнче

Сурăм шывĕн хĕрринче

Пурăннă вăл амăшпе

Пĕчĕкçĕ хура пӳртре.

 

Пурте пĕлсе тăмалла.

Раççейре пулнă патша:

Халăха ун тытмалла,

Çирĕп йĕрке тумалла.

Раççей пысăк пулнăран,

Пулнă ун нумай тăшман.

Тăшманран хӳтĕлеме,

Макар тăнă çар ретне.

Шутламан та пуль, наян,

Вăрçа лекессе ыран.

«Вăрçа лекни ним те мар!» —

Шухăшлать пĕлсен Макар.

Кĕç ак вăл хыпар илет:

Амăшĕ йывăр чирлет…

 

Тăван амăшне курма

Салтака яман яла,

Çĕрĕпе вăл çывăрман,

Салху пулнă — шарламан.

Чăтнă Макар, макăрман,

Пĕр куççуль те кăларман.

Вăрттăн тарнă, систермен,

Никама та пĕлтермен.

Кайнă вăл Чăваш ене,

Тван ялне, амăш килне:

«Аннене çитсе курас

Унпа ларса калаçас» —

Шухăш пулнă пуçĕнче

Çапла утнă çул çинче.

Патша пĕлнĕ тарнине

Хыççăн янă тарçине.

Макартан та хăвăртрах

Çитнĕ «тарçă» маларах.

Çакна сиснĕ те Макар

Пытанма шутланă

Сикнĕ вăл вара вăр-вар,

Кĕç куçран çухалнă.

Виç кун выртнă вăл унта

Шухăшĕпе вăл ялта.

Амăшне вăл кураймасть,

Ним туса пулăшаймасть.

Ывăл çартан тарнине

Амăшĕ те кĕç пĕлет.

Чĕри чăтайманнипе

Вăхăтсăр çĕре кĕрет.

 

Патшан тӳре-шарисем

Часах тытнă Макара.

Ĕмĕрлĕх тăван ялпа

Сыв пуллашнă вăл çапла!

 

Паянхи кун Чулкаçра

Ял халăхĕ çак вара:

«Таркăн салтак варĕ», — тет,

Кашни халь ăна пĕлет.

 

Халапĕ

Ку ĕç ĕлĕк-авал пулса иртнĕ. Пĕрре Раççей çарĕ çине тăшмансем тапăннă. Вăй питти арçынсене, каччăсене çара çапăçма илсе кайнă. Макар ятлă каччăн та салтака кайма ят тухнă. Вăл хăйĕн амăшĕпе кăна пурăннă.

Кĕçех вăл хыпар илет. Амăшĕ йывăр чирленĕ иккен. Салтак киле каясшăн пулать, анчах ăна ирĕк памаççĕ. Ывăлĕн чунĕ чăтаймасть, вăл хĕсметрен вăрттăн киле тухса тарать. Патша çак хыпара пĕлет. Вăл салтака шырама хăйĕн шанчăклă çыннисене кăларса ярать. Яла çывхарнă чухне салтак стражниксене асăрхать. Нумай та шухăшласа тăмасть, çывăхри тарăн вара пытанать. Варта салтак пурăннине ялти çынсем те пĕлеççĕ. Макар амăшĕн те чунĕ сисет. Ывăлĕ ял çывăхĕнчи варта пурăннине хăш-пĕр çынсенчен вăл пĕлет. Кунĕн-çĕрĕн куляннипе амăшĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Салтака патша çыннисем тытса каяççĕ, тĕрмене хупаççĕ. Салтак пытанса пурăннă вара паянхи кун та ял çыннисем «Таркăн салтак варĕ» теççĕ.

Халап çăлкуçĕ: Чулкаç ялĕнче пурăнакан 84 çулхи Павлова Евдокия Павловнăран 2009 çулта 7-мĕш класра вĕренекен Константинова Валерия Валериевна çырса илнĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-22 18:10:42):

Валерия пит маттур! Чаплă сăвă хайланă! Вырăн та памалла пулĕ (ку ушкăнри ытти сăвăсене вуланă май — çапла калама пултаратăп).

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: