Хура çăкăр


Ĕмĕр сакки сарлака!

Ваттисен сăмахĕ

 

Ларма хĕр пек капăррăн курăнать çурт умĕнчи лаштра хурама. Парка турачĕсем кивĕ пӳртĕн улăм çивиттине ешĕл чатăрăн карса илнĕ. Урамалла тухакан пĕчĕк чӳречесем иккĕш икĕ еннелле чалăшнă та, пĕри урам урлă, тепри хăй умĕнчи тăпрас çинелле пăхать. Пӳртпе юнашар чăнкă пусмаллă крыльца пур, çуртне кура мар каçăрăлса тăрать: çӳллĕ, сарлака та чечен; кивĕ пӳрт çумĕнче вăл — çĕтĕк сăхман çине хаклă пустав татăкĕ лартса янă саплăк пек. Крыльца тăррине кĕтеслекен хăмасене чăвашла касса тĕрленĕ. Пусма аяккипе чĕнтĕрленĕ карлăк анать. Чаплă крыльцапа юнашар çĕрĕшнĕ юпасенчен тыттарнă çил хапхи пур, вăл лаптак витнĕ лаççа тĕкĕнет. Лаçă умĕнче армак-чармак тараса каркаланса тăрать.

Лутра лупасайĕнче чăпар чăхсем чаваланаççĕ. Хӳме çумне хăрах турталлă юман акапуç таянтарса хунă. Сăлăп янă витере хушка çамкаллă çӳрен юпах кĕçенкелесе илет, хушăран вăл малти сакăл урипе урайне канăçсăр кукалет.

Картишĕнчен пӳрте кĕме пăлтăр умне тăвăр пусма сарнă. Пӳрчĕн, урамалла тухакан икĕ чӳречерен пуçне, пахчаналла тепĕр чӳрече пур, унăн çĕмрĕк куçне, çил кĕресрен, çĕтĕк ланчашкапа питĕрнĕ. Пăчă. Тăкăскă та чĕрĕ сывлăш. Алăк патĕнчи йăрхахсенче — тĕрлĕрен тумтир. Урлă сак çинче маччана перĕнес пек тӳшек-минтер купаланса выртать, тенкелĕ çинче — сăран питле минтер — хуçа вырăнĕ. Килти çынсем тĕпел кукăрне пуçтарăннă; пурте салху та шăп — сăмах хушма хăраса тăраççĕ. Кансĕр шăплăхра пĕрене çурăкĕнчи хĕрлĕ таракан çăтăртатни çеç хутран-ситрен илтĕнет. Алăк патĕнчи йывăç пуçелĕклĕ лутра путмар çинче Çамакка выртать. Юлашки сывлăшне халь-халь кăларас пек, вăл хăвăрт-хăвăрт сывлать. Питĕнчен юн тарнă, йĕтĕн чӳпĕкĕ пек кĕске сухалĕ çак кунсенче тата ытларах шуралнă.

Çамаккана шалкăм çапнă. Вилсе кайиччен чĕлхи те пулин уçăлинччĕ тесе, тăванĕсем аякри юмăçсем патне те çӳрерĕç, чӳк хывнă чухне те мĕн кирлине хĕрхенсе тăмарĕç, мунча пăлтăрĕнче шăпăр та çыхтарчĕç, пӳлĕхе те тархасларĕç — усси пулмарĕ. Çамаккан чĕлхи уçăлмарĕ. Вăл сулахай урипе аллине кăна хускаткалать, çăварĕнче пĕр тĕпренчĕк пулмасан та, хушăран темĕн чăмлать, типсе куштăрканă тутине çулакалать, хĕсĕк куçне мăч-мăч уçса-хупса, хăй умĕнче кам-кам тăнине пĕлме тăрăшнă пек пăхкалать. Умĕнче вара икĕ ывăлĕ — Шерккейпе Элентей тăраççĕ, унтан Шерккей арăмĕ Сайте, хĕрĕ Селиме, кĕçĕн мăнукĕсем Тимрукпа Ильяс, — пурте вĕсем старике куç сиктермесĕр пăхаççĕ. Сайтепе Селиме саппун вĕçĕпе куçĕсене шăлкалаççĕ, Ильяс, çемьере чи кĕçĕнни, çичче пуснăскер, аслашшĕн чи юратнă мăнукĕ, енчен енне хăравçăн пăхкалать; Тимрук йĕрес килменрен йĕрем пек тăвать. Шерккей аллисене кăкăрĕ умне хĕреслетсе тытнă, хускалмасăр тăрать.

— Çаплах пĕр сăмах та каламарĕ-и? — шăплăха татса, шанмасăр ыйтать Элентей.

— Пĕр сăмах та каламарĕ, — сăмах хушать Шерккей. Элентей чирлĕ ашшĕн аллине чăмăртать, çамкине тыта-тыта пăхать. Ăшĕ вăркать хăйĕн, йăлкăшан хăмăр куçĕ енчен енне тирсе пăхать.

— Саккăрмĕш кун-и? — çаврăнса ыйтать вăл инкĕшĕнчен, ашшĕ ӳкнĕренпе миçе кун иртнине маннă пек пулса.

— Саккăрмĕш кун, ывăлсем, — тет Сайте шăппăн çеç.

— Паян вилет, — татса калать Элентей. — Тĕлĕкне куртăм. Пӳрт лартрăмăр пек. Çĕнĕ пӳрт. Чӳрече кастармарăмăр. Витмерĕмĕр. Алăк уçса атте кĕрсе кайрĕ. Чĕнтĕм — тухмарĕ. Шаккарăм — уçмарĕ. Вилет.

Шерккей нимĕн те чĕнмест. Унăн хăйĕн шухăш: «Пӳрт тенĕрен, сана, шăллăм, çĕнĕ пӳрт лартса патăмăр-ха, уйрăлса тухрăн та ырă курса пурăнатăн, тав тăвас вырăнне тата тем хапсăнатăн-ха», — тесе шухăшлать вăл шăллĕ пирки.

Чирлĕ çын çав вăхăтра хăрах урине мелсĕр хускатрĕ, хăрах аллине кăкăрĕ патнерех çĕклерĕ, такама кăчăк туртса чĕннĕ пек, пӳрнисене икĕ хут хутлатрĕ. Шерккейпе Элентей иккĕшĕ те ун патнелле пĕр харăс пĕшкĕнчĕç. Ватă Çамакка тем калать, тути мĕкĕлтетет, сасси илтĕнмест. Акă вăл кăчăк туртан аллине улача тӳшек пичĕ тăрăх халсăр шутарчĕ те çĕрелле усрĕ, шĕвĕр пӳрнипе урайнелле тĕллерĕ.

— Тем кăтартмасть-и, тем кăтартмасть-и вăл? — ыйтрĕ Шерккей, куç чарса пăхакан Элентейрен.

— Вилчĕ... Шăнăрĕ юлашки хут туртăнчĕ.

Пӳртре хĕрхĕрарăм ӳлесе йĕме тытăнчĕ. Элентей, пĕр чăрманса тăмасăр, ашшĕ кĕсйинчен сăтăрăлса пĕтнĕ сарă енчĕк туртса кăларчĕ, пур пек укçине шутласа, енчĕкне тĕпелти сĕтел çине çиллессĕн çĕклесе çапрĕ: çыхман енчĕкри укçа, пăхăр авăрлă çĕçĕ тĕлне лексе, саланса кайрĕ.

— Утмăл икĕ тенкĕ!.. Çак кăна-и?! — вилнĕ ашшĕне вăратас пек кăшкăрса ячĕ Элентей. — Ытти ăçта?

Вăл, ашшĕ путмарне хапăл-хапăл хускатса, виллĕн тепĕр енне кайса тăчĕ.

— Итле, тете... Тăс аллуна атте урлă. Кала, атте укçине мансăр таткаламарăн-и?

— Йĕркеллĕ пул-ха, шăллăм, — йăлăнчĕ Шерккей, аллине вилнĕ ашшĕ урлă тăсса. — Мĕн калаçан кирлĕ мара? Атте пире кĕсйи патне мар, тумтирĕ патне те яханне яман, яхăнне яман, ху пĕлместнем? Ме, тыт таса аллăма!

— Юрĕ. Ĕненетĕп. Хам пĕлетĕп... Итле! Атте ятĕнчен мĕн те пулин юлни пулсан — пĕтĕмпе çурмалла. Тете, пĕр сĕтел çинчи çăкăр-тăвартан уйрăлмăпăр. Тăванла килĕштерсе, кирек хăçан та тӳрĕ пурăнар...

— Тӳрĕ пурăнар çав, унсăрăн епле вăл?

Вилĕ ашшĕ урлă çапла пĕр-пĕрне алă пани çак самантра темле вырăнсăр пек, килĕшӳсĕр пулса тухрĕ. Чăн та, мĕншĕн вĕсен тату пурăнмалла мар, мĕне пула хирĕçмелле?..

Элентей сĕтел патне пычĕ; малтан салатса янă укçине пĕррĕн-пĕррĕн пуçтарса, çуррине Шерккее тыттарчĕ, çуррине хăй кĕсйине чикрĕ. Унтан вăл сарă енчĕке тепĕр хут силлесе пăхрĕ. Енчĕкре тенкĕ çурра яхăн вак кĕмĕлпе пăхăр пуçтарăнчĕ, пĕр тутăхнă кукăр пăтапа пĕчĕк çăра уççи тупăнчĕ. Элентей вак укçана та çурмалла валеçрĕ. Çăра уççине пăхрĕ те пуçне сулкаларĕ: çуртра унпа нимĕн уçмалли те çук иккенне пурте пĕлеççĕ. Вĕсен ашшĕ хăй çавнашкал çынччĕ: кирлĕ-кирлĕ мар япала тупăнсан, ăна кĕсйине илсе чикмесĕр малалла ярса пусмастчĕ. Тен, çак кукăр пăтапа çăра уççине те çапла тупса чикнĕ пуль. Элентей, кусем аттерен асăнмалăх юлнă япаласем тесе, пăтине тетĕшне парасшăн пулчĕ, лешĕ илмерĕ, Элентей ăна çăра уççи сĕнчĕ. Шерккей ăна та хавас пулмарĕ. Вара Элентей çăра уççипе пăтине хăй илсе чикрĕ, енчĕкне Шерккее тыттарчĕ.

Çакă пулчĕ ĕнтĕ вĕсен ашшĕнчен юлнă пĕтĕм мулĕ. Кун пек пуласса Шерккей те, Элентей те кĕтменччĕ, анчах тинех мĕн тăвăн? Йывăрпа иртрĕ-çке ашшĕн кунçулĕ... Çамакка несĕлĕ пирки ялта тĕрлĕ сăмах çӳрет: хăшĕсем вĕсене ĕлĕк-авалтанах çапла чух пурăннă теççĕ, хăшĕ тата: «Вĕсем мул пур çинчех хытса пăнтăхнă», — тет. Çамаккан аслашшĕ-и, мăн аслашшĕ-и, хăй вăхăтĕнче таврари çулсен çĕрлехи тискер хуралçи пулнă пулать, вăл усал вăрă-хураха çывăх курнă имĕш, пуян сутăçсене чееленсе юранă, тет, çавăнтан вара хăй те пит пуйса кайнă пулать. Каярахпа, хăйĕн çывăх пĕлĕшĕсемпе тупăшса та тава кĕрсе, вăл таканлă вилĕмрен те аран çăлăнса юлнă имĕш...

Ял сăмахĕ ĕнтĕ, калаçан çынна ăçтан чарса пĕтерĕн. Кирек мĕн каласан та, вăл хăй еткерне усала вĕрентесшĕн пулман курăнать: вилес кунĕ çитеспе сывă тăванĕсене чĕнсе пуçтарнă, тет те, ӳлĕм хăйĕн юнлă çулне çерем пустăр, ăна никам та ан такăрлаттăр тесе, хытарса каласа хăварнă, тет. Пил сăмахĕнче те вара халăха кӳрентермесĕр, таса чун хавалĕпе ĕçлĕсе пурнăçа тĕрĕс-тĕкел тытма ӳкĕтленĕ, тет. Çак сăмахра тĕресси те пулнă куран, Çамакка хăй пурнăçĕнче ĕмĕр тăршшĕ канăçа пĕлмесĕр ĕçлерĕ, нушаланчĕ, — ырри-шуррине мар, хурине ытларах курчĕ вăл, — çитти пурпĕрех çитмерĕ, пурпĕрех нимĕн те çук, ачисене нимĕн те хăвараймарĕ. Вăл тырă акса вырман-и, вăрман çĕмĕрмен-и, пахчаçимĕç ӳстерсе сутман-н, Пасарлă Упири хупахçă патне уйăхсерен эрех турттарса тăман-и?..

Сакăрвуннăсем пуçтаракан Çамакка тертлĕ пурнăçне кăптăрмăшла ирттерчĕ çав. Çӳрессе килте тĕртсе çĕлетнĕ кăвак йĕмпе, пир кĕпепе çӳрерĕ, çĕре те халь çаплипех кĕрет, çиессе те çăкăрпа суханран ытла ирттермерĕ, хушăран пултăран яшки сыпкалатчĕ, чăмăрла çĕрулми юрататчĕ; ĕне юр-варне тĕкĕнмен ĕнтĕ, эрех ĕçмен, ачисене те иртĕхме памарĕ. Хăй çапах та еккине янă самантсенче: «Ачамсене пехиллесе хăвармалăх кĕсъем пур-ха манăн»,— тесе йăнкăлтататчĕ. Янавар чунпа мĕн тума çӳрĕн, хăш чух кăштах мухтанас йăли те хăйпе пĕрлех çуралнă пуль çав; тен, вăл çавăн пек каласа, чунне кăна йăпатнă пуль, ватă чĕрине ăшăтна пуль, çын куç умне курăнма ытлах вăтанмалла ан пултăр тенĕрен те каланă пуль, — кунçулĕ сӳннĕ сехетре çавăншăн тӳре пулмăпăр ун тĕлне. Ĕнтĕ вăл кама мĕн сунса хăварнă пулĕччĕ-ши, кама мĕн каласшăнччĕ-ши, — ĕлкĕреймерĕ-çке. «Йывăр тăпру çăмăл пултăрах», — терĕç ăна кун çути курма юлакан тăванĕсем. Пĕр Элентей кăна: «Эс, атте, темле вăрттăнна хăвăнпа пĕрле илсе кайрăн», — тесе, хăй тĕллĕн шухăша кайса, куçне халь те хуптарман вилĕ ашшĕне шанмасăр, хуçăлнă кăмăлпа пăхса тăчĕ.

Тупмалли

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Валентина (2009-12-14 18:38:01):

Питĕ лайăх.Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романне пичетлесе кăларни мана савăнтарать.Эпĕ ку романа тахçанах тепĕр хут вуласшăнччĕ.Сире пысăк тав.

 

Наталия Петровна (2011-01-05 19:20:11):

Эпе шкулти вулавашра еслетеп.. Манан пелес килет. сак романа тек пичетлесе калармес -ши? Вулавашра сак кенеке сахал,ачасем вара пите вуласшан. Кам сак ыйту сине хуравлаять-ши?

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Кузьмина Н.В. (2012-01-16 18:59:45):

.Чанах та, вулавашсенче сак хайлавсем сукпа перех. Сакан пек майпа ачасене вулаттарма пите аван .

 

Вол (2012-01-24 15:17:55):

Çакăн пек вулама хистерни пит аван тейĕччĕ америкăри учитель. Вулаттăрчĕ кăна. Çапла мар-и, чăвашсем?

 

Petr Osipov ( California, U.S.A.) (2012-09-18 10:53:36):

Salam ! I really liked to read this novel «Хура çăкăр» online, very impressive to see our Chuvash Books online. Thank you!

 

вован (2013-10-03 00:40:42):

Çак романăн вырăсла перевод çук-ши.

 

Оля (2013-11-13 09:32:33):

Илемлĕ.Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романне пичетлесе кăларни мана савăнтарать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Agabazar (2017-03-15 01:09:12):

Вырăсла куçарусем пур. Икĕ хутчен вырăсла куçарнă. Анчах та малтанхи, Толмачёв куçарни, тулли мар (вăл пĕрремĕш кĕнекине çеç куçарнă). Зоя Романова ик кĕнекине те куçарнă.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: