Балетмейстер
Министр ăна, Субханкулов балетмейстера, нефть кăларакансем патне, юлашки çулсенче ӳссе ларнă çĕнĕ хулана кайма ӳкĕтлет. Унта пысăк канашлу пулмалла, хăнасем пĕтĕм Союзран пухăнмалла. Тутарстанри нефтяниксем хăйсен пилĕк çуллăх планне çĕршывра чи малтан пурнăçларĕç. Ытти республикăсенчен килнĕ хăнасене кунти ĕçченсен «хура ылтăн» кăларассинче çеç мар, искусствăра та ăнăçлăхсем тунине кăтартмалла-çке.
Министр ыйтса та, хушса та пăхать. Субханкулов ниепле те килĕшмест. Ăнланмалла мар уншăн: мĕнле уяв пулмалла-ха кунта? Темле канашлу тата искусство... Çав нефтяниксем ытти кунсенче балетмейстерсăр мĕнле пурăнаççĕ эппин? Енчен культура министрĕ: «Калаçса ан тăр ĕнтĕ, Рахим, нефть кăларакансене те пĕр лайăх ташă кăтартса кил», — тенĕ пулсан, тен, Субханкулов, чăнах та, пĕр сăмахсăрах тухса каятчĕ пуль. Капла, шăв-шав тăвассишĕн, ултавлă кăтартушăн... çук ĕнтĕ, тăванăм, каçар, тархасшăн, пулаймĕ вăл...
Паллах, Субханкулов хăйĕн çак шухăшне министра уççăн каламарĕ, урăхларах ăнлантарчĕ. Вăл нефть тĕлĕшпе нимех те пĕлмест, тимĕр-тăмăрпа искусство хушшинчи пĕрпеклĕхе курмасть, ав, çамрăксем кайччăр.
Приемнăйра телефонсем çине-çинех шăнкăртатса илеççĕ. Хĕр-секретарь яланхилле кăшкăрсах яваплать: «Çук, йышăнаймасть вăл. Калатăп вĕт ĕнтĕ сире, йышăнаймасть. Ăнланатăр-и? Йышăнма пултараймасть, ерçеймест».
Субханкулов ура çине тăчĕ, кайма хатĕрленчĕ.
— Ну, мĕнле? — тепĕр хут ыйтрĕ министр.
Балетмейстер сĕтел умĕнче хăй каяс çукки çинчен татăклăн, çав вăхăтрах мĕнле çепĕçрех каласси пирки шухăшласа тăчĕ.
Вĕсем куçпа куç тĕл пулчĕç. Министр тусла, çав тери ӳкĕтлесе-йăлăнса пăхнине чăтаймарĕ Субханкулов, хирĕçлесе калаймарĕ, ассăн сывласа илчĕ те кайма килĕшрĕ...
Аэропортра, вĕçсе каяс умĕн, çакă паллă пулчĕ: вăл пĕччен мар иккен. Нефтяниксен хулине концерт кăтартма Хусантан артистсем, музыкантсем, хормейстерсем, художниксем, режиссерсем каяççĕ. Вĕсем шавласах темте-пĕр калаçаççĕ, пĕр-пĕрне шӳтле сăмахсемпе тĕккелесе илеççĕ. Субханкулов вĕсен калаçăвне хутшăнмарĕ, сăпайлăн пуç тайса сывлăх сунчĕ те халăх хушшине кĕрсе кайрĕ, самолет çине ларчĕ. Чи хыçалти кресло çине вырнаçрĕ вăл, хăйне хăй чи «йӳçĕ» сăмахсемпе вăрçма тытăнчĕ. Ăçта кайма килĕшрĕ вăл? Мĕншĕн килĕшрĕ?
Искусствăра питĕ чăкăлтăш çынччĕ Субханкулов. Çирĕм çул хушши вăл тĕнчери чи лайăх ташлакансенчен те иртсе кайма ĕмĕтленсе пурăнчĕ. Иртсе каяймарĕ. Ташă ăсталăхĕ виртуозлăхра, искусство техникине лайăх пĕлнинче çеç мар иккен. Çакна ăнланса илнĕ вăхăтра сценăпа сывпуллашма тӳр килчĕ ĕнтĕ ăна. «Хĕрĕхрен иртсен ташласси — çӳллĕ ту çине хăпарасси», — тесе ахальтен каламаççĕ çав. Куракансем шавлăн саламлани, чечек çыххисем ывăтни çине ал сулчĕ, сценăна пăрахрĕ Субханкулов, училищĕне вĕрентме кайрĕ. Паллах, балет артистĕнчен преподаватель пулса тăрасси çăмăл пулман ăна. Анчах та унăн пуçĕнче çĕнĕ шухăш çуралнă: училищĕри хĕр тата арçын ачасене лайăх ташлама вĕрентесчĕ, ăсталăх енчен вĕсене хăй çитме пултарайман, анчах ĕмĕтленнĕ шая çĕклесчĕ. Вĕсене, çамрăкскерсене, тахçан хăй тунă йăнăшсенчен хăтăлма пулăшасчĕ. Ара, мĕнле йăнăшсем тунă-ха вăл?
Çур ĕмĕрне пурăнса ирттернĕ çын иртнисене аса илетех çав: «Пĕтĕм пурнăçа ташша панă, ташăра хамăнне мĕн хăвартăм-ха вара эпĕ? — çапла шухăшласа ларчĕ Субханкулов самолетăн çемçе кресли çинче. — Кашни халăхăн хăйĕн историйĕ, ĕмĕртен ĕмĕре куçса пыракан йăли-йĕркисем пур. Вĕсенчен хăшпĕрисем кивелнĕ те пулĕ. Анчах та ташăра поэзи, илемлĕх, паттăрлăх ĕмĕр-ĕмĕр сыхланса тăраççĕ. Эсĕ — художник. Çав ĕмĕрхинче эсĕ паянхинче кăтартма пултараятăн-и хăвăн халăхна? Тен, пĕр тумлам çеç, пĕр пĕрчĕ çеç. Анчах та çав «тумлам-перчĕ» санăн пултăр, халиччен никам каламанни-кăтартманни пултăр! Акă, нефтяниксем валли ташă лартма ирĕксĕрлесе йышăнтарчĕç. Лартас килет-и çавна, çĕклеетĕп-и эпĕ ăна, кăмăл пур-и, хатĕр-и лартма — çаксем никама та кăсăклантармаççĕ. Иккĕленместĕп, ташлакансем сцена тăрăх йĕркеллĕ иртме те пĕлмеççĕ пуль. Ташлама либретто та, музыка та хатĕр мар. Кăлăхах килĕшрĕм. Тен, каялла таврăнас? Летчиксем апат çинĕ вăхăтра билет кайса илес те çак самолетпах каялла вĕçсе каяс...»
Аэропортра вĕсене ятарлă машина кĕтсе таратчĕ ĕнтĕ. Партин хула комитечĕн инструкторĕ, вăтăралла çитнĕ хура костюмлă çамрăк арçын, ăшшăн калаçрĕ:
— Вăтанса ан тăрăр, мĕн кирлĕ — пурне те ыйтăр. Çĕр варринче шăнкăравласан та, ура çинчех пулăпăр.
Çапла ăшшăн кĕтсе илни Субханкулов кăмăлне çĕклеме пулăшрĕ. Чăнах та, вăл ĕç тухасса — кунта уяв туса хурасса шанмасть-ха. Килĕшрĕ çеç: каялла чакма май çук.
Ăна филармонин çамрăк баянистне Ильяс Кульшарипова çирĕплетсе пачĕç. Нихçан пуç усма пĕлмен Ильяс аллине баян тытрĕ те хаваслăн кулса ячĕ:
— Пĕлетĕр-и, Рахим ага, сирĕнпе пĕрле ĕçлеме миçе çул ĕмĕтленсе çӳреттĕм. Эх! Тĕнчене чĕтретсе илер-ха!
Субханкулов вăхăта сая ярасшăн пулмарĕ, çав кунах хăйĕн артисчĕсемпе паллашрĕ. Нефтяниксен Культура керменĕнче вĕсене хăйсем пĕлнĕ пек тутар халăх ташшине ташласа пама ыйтрĕ. Ташланине курсан тĕлĕнсех кайрĕ, унăн кăмăлĕ хуçăлчĕ. Унччен вăл: «Тен, ахалех пăшăрханатăп, вырăна çитсен веçех йĕркеллĕ пулĕ», — тесе, иккĕленсе, кăшт та пулин ĕмĕтленсе çӳретчĕ. Халĕ.... тарăхсах кайрĕ. Юлашки ĕмĕчĕ те çухалчĕ унăн... Художествăлла пултарулăх артисчĕсем ячĕшĕн çеç ташлаççĕ — нимĕн шухăшламасăр, нимле туйăмсăр сцена çинче тăпăртатаççĕ çеç, урайне пĕтĕм вăйпа тапаççĕ. Тусан парăлтатса тăрать. Пурне те çĕнĕрен вĕрентмелле. Вĕрентме — вăхăт кирлĕ.
Хăйĕн йывăр шухăш-кăмăлне систермесĕр, вăл çапла ыйтрĕ:
— Тата мĕн пĕлетĕр?
Тата пушкăрт ташшине пĕлеççĕ иккен. Ăна та ташласа кăтартрĕç. Тĕлĕнмелле: çĕнĕ ташăра, малтанхипе танлаштарсан, хăвăртлăхпа хуçкалану енĕпе пĕрпеклĕхсем çук пек ĕнтĕ, анчах вĕсем пĕр-пĕринчен нимĕн чухлĕ те уйрăлса тăмăççĕ, иккĕшĕ те тĕссĕр, туйăмсăр. Артистсем хăйсем вара питĕ кăмăллăн, çĕкленсех ташлаççĕ, хаваслăн кулаççĕ.
Субханкулов аптраса тăче. Кулянма пĕлмен Ильяс, ахăлтатса кулса, куç харши çине усăнса аннă çӳç пайăркине сывлăшпа вĕрсе хăпартрĕ те куç хĕссе илчĕ: «Пысăк класс пачĕç. Тĕнчене чĕтретсе илчĕç». Балетмейстер тарăхса кайрĕ, баяниста çиллессĕн: «Пĕлерех выля», — тесе асăрхаттарчĕ. Артистсене икĕ ташшине те тепĕр хут ташлама хушрĕ. Хальхинче хĕрсем кĕвве урăхларах ăнланса илчĕç, вĕсен ташшинче халиччен таçта пытанса тăнă хавхалану çуралчĕ. «Хĕрсем сисĕмлĕрех çав, — шухăшларĕ Субханкулов. — Вĕрентме те пулĕ. Каччăсенче шанчăк çук. Ав, Ильяс тăрăшсах вылянине сисмеççĕ те, ăнланмаççĕ те». Чăн та, вĕсем музыкăна пачах йышăнмаççĕ тейĕн. Ильяс баянне тăсса ярать те, каччăсем пĕтĕм вăйпа ташша çаптарма пуçлаççĕ. Урайне сарнă палассенчен темиçе çулхи тусана пăр тустараççĕ, урай хăмисене çапнă пăтасем палт! çеç сирпĕнсе тухассăн туйăнать.
Чылай сăнакаласан, Субханкулов каччăсене те асăрхама-уйăрма пуçларĕ. Тăваттăшĕнчен пĕри, çирĕп те яштакскер, хăйне утаман пек тыткалать, ыттисем вăл мĕн тунине тăваççĕ. «Утаманăн» кашни сикмессерен питне хупласа хуракан кунтă пек çӳçне, сăмси айне çеç ӳстерсе янă хура мăйăхне асăрхаса, çиллессĕн пăхса тăчĕ балетмейстер, вĕсене парик пек сӳсе илсе пăрахас килчĕ унăн...
Мĕн тумалла? Çĕнĕ ташăра халăх ăс-хакăлĕ, халăх кĕвви пулмалла-çке-ха! Каччăсене хăйсене çеç уйарса вĕрентмелле-ши малтан? Ташă пынă чухне, темиçе хут чарса, çăмăллăнрах çӳреме, тусана сахалрах тустарма канаш пачĕ Рахим. Унтан ташăсем хушшинчи уйрăмлăха ăнлантарма тытăнчĕ.
— Тутар ташшинче чĕрне вĕççĕн çеç çӳресен те юрать, пушкăрт ташшинче пĕтĕм ура лаппипе тапма тăрăш вара. Мĕншĕн? Тутар ташши çырма тăрăхĕпе, улăх-çарансем çинче юхса пырать. Пушкăртсем ту çине хăпараççĕ. Урал тăвĕ чуллă. Ӳкес мар тесен, пĕтĕм ура лаппипе çирĕп пусмалла. Çакна эсир балетмейстер кăсăклă сăмахсемшĕн çеç калать тесе ан шутлăр...
Ташăсен варттăнлăхне уçса, ăнлантарса панă май хавхалансах кайрĕ Субханкулов, ун умĕнче тăракансем профессиллĕ артистсем мар иккенне те манчĕ. Хăйĕн вăрăм «лекцийĕпе» ĕçе пăсрĕ çеç темелле, танцорсем веçех ывăнса çитрĕç, балетмейстер вара хăйĕн рольне кĕме кăна тытăнчĕ-ха.
— Турă чури, — терĕ вăл мăйăхлă «утамана», — эсĕ сцена тăрăх пĕрре те пулин этемле утса иртме пултаратăн-и? Пар-ха аллуна!
«Утаман», балетмейстера аллинчен тытса, сцена тавра пĕрре çаврăнчĕ, тепре çаврăнчĕ. Виççĕмеш хут çаврăнмарĕ, чăхăмçă лаша пек тăп! чарăнса тăчĕ. Чарăнса тăнă кăна пулсан юрĕччĕ-ха... Тюпеттейне çиллессĕн хывса çапрĕ, унтан пĕрмеллĕ бешметне, кĕпине, шăлаварне хывса пăрахрĕ... Ун хыççăн ытти каччăсем те салтăнма тытăнчĕç.
Нимĕнле ӳкетлени-ăнлантарни те пулăшмарĕ. Хăйĕн тумне тăхăнма ĕлкернĕ «утаман» çиллессĕн çапла каларĕ:
— Саиăн лайăх: сцена çинче пăртак сиккелесе илмелле те киле кайса çывăрмалла. Пирĕн çĕрле вăхăтпа тăмалла, сакăр сехет хушши çĕре пăраламалла!
Каччăсем сывпуллашмасăрах тухса кайрĕç. Хĕрсене Субханкулов хăй кайма хушрĕ. «Чăнах та, вĕсене мĕн? Вĕсен — художествăллă пултарулăх, — хăйне лăплантарса шутларĕ вăл. — Килес тесен — килеççĕ, каяс тесен — каяççĕ».
Ильяс куларах, чеен куçне хĕссе илчĕ, çамки çине усăнса аннă çӳç пайăркине сывлăшпа вĕрсе хăпартрĕ, балетмейстера лăплантарма тăрăшрĕ:
— Пăшăрханма кирлĕ мар, Рахим абый. Халиччен пĕчĕк шăна, урса кайса, чӳречене çапса ватни пулман вĕт-ха. Машина çаврăнма пуçларĕ ĕнтĕ, каялла çул çук. Ан килччĕр-ха. Часах пуçлăхсем патне чĕнсе илеççĕ, хула комитечĕ кăсăкланать. Атя, пĕр-пĕр столовăй шыраса тупар. Хырăма апат яма та вăхăт çитрĕ.
Çĕрле Субханкулов вăрахчен çывăраймарĕ. Кровать çинче пĕр енчен тепĕр енне çаврăна-çаврăна выртрĕ, юнашар пӳлĕмре репетицирен таврăннă артистсем, музыкантсем каçса кайсах кулса калаçнине, тавлашнине итлесе выртрĕ. «Вĕсем, ав, кулма, тем сӳтсе явма пултараççĕ-ха», — çилли килчĕ унăн.
Кӳршĕллĕ кровать çинче, аллисене хутлатса, Ильяс лăпкă çывăрать. Уншăн пулсан, тĕнче тикĕс!
«Мĕншĕн килтĕм эп кунта? Калăпăр, нефтяниксем ташласа парĕç, хăнасем тăвăллăн алă çупĕç, ĕçченсен талантĕнчен тĕлĕнĕç. Анчах чăннипе çакă çук-çке, ултав кăна ку, куç пăвни. Эпĕ кайсан, унчченхи пекех юлать, çирĕп те тĕреклĕ йĕкĕтсем, искусствăна юратакансем, сцена çинче лашалла сиккелесе çӳрĕç...»
Çутăлас умĕн чылай малтан урамра çынсем калаçкалани тата машина сассисем илтĕнчĕç. Рабочисене инçетри промысласене илсе каякан вахтовăй автобуссен моторĕсем кĕрлесе кайрĕç, чӳрече кĕленчисем чĕтренсе илчĕç. Субханкулов вăранса кайрĕ.
«Халех, паянах тухса каяс пулать кунтан, — çапла шухăшларĕ вăл питне-куçне çунă вăхăтра. — Халех вокзала каятăп, расписани пĕлетĕп, самолета билет илетăп. Вăрçĕç, çилленĕç... Мĕнех вара, вăрçчăрах, çилленччĕрех! Мана мĕн?..»
Ильяс çаплах канлĕн çыврать-ха. Баянист ачалла тутлă çывăрнине пăхса тăчĕ Субханкулов, усăнса аннă утиялне тӳрлетрĕ, унтан хăвăрт çеç пӳлĕмрен тухса кайрĕ.
Урамра ăна машина кăшкăртни чарчĕ. Шартах сикрĕ вăл, унталла-кунталла сулăнчĕ. Унччен те пулмарĕ «Волга» ун умне пырса чарăнчĕ. Машинăран кивелнĕ кепка тăхăннă куçлăхлă çына курăнчĕ.
— Балетмейстер юлташ!
Субханкулов тимлĕрех пăхрĕ те ĕнер аэропортра кĕтсе илнĕ инструктора палласа илчĕ.
— Ăçта эсир капла ытла ир хускалнă? — ыйтрĕ инструктор.
Субханкулов самантлăха çухалса кайрĕ. «Тухса таратăп» тесе калаймăн...
— Уçă сывлăшпа сывлама тухрăм-ха, — терĕ вăл.
— О-о, питĕ лайăх, литĕ лайăх! Сывлăшĕ пирĕн Хусантинчен лайăхрах. Усăллă, нефть шăрши кĕрет, — çапла калаçкаласа машинăран тухрĕ инструктор, Субханкулова алă парсах сывлăх сунчĕ.
Хальхинче инструктор хулăн симĕс плащ тăхăннă, урисенче — брезент атă. Çак тумпа вăл парти работникĕнчен ытларах нефтяник-буровик пек курăнать.
— Ну, мĕнле? Йĕкĕтсем килĕшрĕç-и? — ыйтрĕ инструктор, хурав кĕтсе илмесĕрех вĕсене мухтама тытăнчĕ. — Йĕкĕтсене хурлама çук. Пултаруллă йĕкĕтсем! Керменте пушмак тĕпĕ хатĕрлесе ĕлкĕреймеççĕ... Эпĕ пăралу бригадине кайма тухрăм. Канашлу пуçланиччен ĕçсем мĕнле пынине пăхса çаврăнас терĕм. Манпа пĕрле пыма шухăш çук-и?
Субханкулов хирĕçлеме пултараймарĕ. Вăл васкасах машинăна кĕрсе ларчĕ, хăй пăшăрхансах çапла шухăшларĕ: «Паян билет илме ĕлкĕрейĕп-ши?»
Хуларан тухиччен калаçмасăр пычĕç. Лăпкăн ларакан вăрман çулне тухсан, инструкторăн каллех чĕлхи уçăлчĕ:
— Ĕç тесен, пирĕн йĕкĕтсем ылтăн алăллă. Культура енĕпе япăхрах пирĕн. Пурте пур: çĕнĕ хула, çĕнĕ çынсем; ав, епле пысăк та чаплă Культура керменĕ туса лартрăмăр. Апла пулин те, писательсене, артистсене, музыкантсене кунта илсе килме май çук.
Субханкулов çине пăхса илчĕ те инструктор, вăл мĕн шухăшланине пĕлчĕ тейĕн.
— Пирĕн йĕкĕтсем маттур! Искусство ăстаçисем çук тесе тăмаççĕ. Хăйсен вăйĕпе. Куртăр-и? Епле ташлаççĕ! Буровиксем вĕт вĕсем. Сценăна юратнипе вахта хыççăн кружока çӳреççĕ. Хăйсен ирĕкĕпе. Каюмов пит маттур.
— Мĕнле Каюмов? — хăлхине тăратрĕ балетмейстер.
— Ĕнер ташлани. Паллашмарăр-и? Çирĕп хул-çурăмли.
— Мăйăхлă йĕкĕт-и?
— Çавă! Хальхи çамрăксем çĕнĕ модăна юратаççĕ: сăмси айне çӳп-çап ӳстереççĕ. Ку вăл — вăхăтлăха иртĕхни, вăхăт çитсен, пăрахĕç. Питĕ ĕçчен йĕкĕт Каюмов, чăннипех ылтăн алăллă! Епле ĕлкĕрсе пырать тата? Каçхине техникумра вĕренет, ташлама та вăхăт тупать вĕт-ха! Ыттисене те ташлама вĕрентет.
«Ах, вăт мĕнле! — тесе чутах кăшкăрса ямарĕ Субханкулов. — Апла пулсан, ĕнерхи — Каюмов балетмейстерăн ташшисем. Мăйăхлă утаман Каюмов пулса тухрĕ. Интереснă. Эпĕ ăна ĕнер юлташĕсем умĕнче ташла пĕлменнишĕн айăпларăм. Акă мĕншĕн вăл ташă тумĕсене хывса пăрахса çилленсе тухса кайрĕ иккен...»
Машина ем-ешĕл вăрман уçланкине çитсе чарăнчĕ. Тĕрĕссипе, кунта йывăçсем çеç ешĕл, уçланкине веçех тăрмаласа-чакаласа пĕтернĕ. Çакăнта, пĕчĕк завод пек, буровой кĕрлесе ларать. Ăна хулăн-хулăн пралуксемпе тыттарнă. Буровойра хытă кĕрлени, ухлатни илтĕнет, вăхăт-вăхăт металл чанклатса илет.
Инструктор, машинăран тухса, унталла-кунталла пăхса илчĕ, ал лаппине куç харши çине хурса, вышка тăррине пăхрĕ. Хăйĕн килне çитрĕ тейĕн, питĕ хăвăрт буровой патне утса кайрĕ.
Субханкулов та ун хыççăн пычĕ. Буровой кĕперĕ патне çитсен чарăнса тăчĕ, хăйĕн шап-шурă шлепки, пурçăн плащĕ çине пăхса илчĕ. Кĕперĕ питĕ таса мар: цемент ирĕлчĕкĕ çыпăçа-çыпăçа ларнă, нефтьпе хуралса пĕтнĕ. Хăма сарса тунă урайĕнче çупа вараланса пĕтнĕ детальсем, пĕрене пек хулăн пăрăхсем выртаççĕ... Паллах, çаксем пурте уявла тумланнă, хĕвел çутине çителĕклĕ курман балетмейстерпа килĕшсе тăмаççĕ çав!
Инструктор буровиксемпе пĕрле çӳрет ĕнтĕ. Ăна мĕн? Вăл ĕçре çӳремелли плащпа, брезент атăпа, мазутпа вараланнă нефтяниксенчен ытла уйрăлсах тăмасть, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса калаçать.
Субханкулов, ним тума аптранă енне, пуçне çӳлелле çĕклесе, пăралу вышки çине пăхма пуçларĕ. Питĕ çӳллĕ вăл, тӳпенелле шĕвĕрленсе, шурă пĕлĕтсем патнех каять. Хурçă пăрăхсемпе пĕрлештерсе çирĕплетнĕ ăна, нумай-нумай хутлăскер... Хĕвел, вăрман шăрши кĕрет. Сывла çеç: таса озон кунта. Шурă пĕлĕтсем пăралу вышки çийĕн юхса иртеççĕ. Вышка, вĕсене хăваласа çитесшĕн пулса, пĕр вырăнта хуллен çаврăнса тăрать пек: ак-ак чарăнать те вăл, самантлăха шухăшласа тăрать, унтав вĕçсе каять... Балетмейстерăн пуçĕ çаврăнма пуçларĕ. Вăл куçне хупрĕ. Ут-пĕвĕ çăмăлланса кайрĕ, йывăрлăха çухатнă уçлăхри пекех. Таçта, чĕре тĕпĕнче, тахçанах манса кайнă кĕвĕ çĕкленчĕ. Çак кĕвĕ ăна çӳле çĕклесе илчĕ те вăрман çийĕн, вышка тăррипе шурă пĕлĕтсем патнех илсе кайрĕ... Кĕвĕ ӳссе, анлăлансах пычĕ, ирĕке тухрĕ те, промыслари моторсен хăватлă кĕрлввне, ĕç шавне хупласа хурса, тытса чармалла мар хăвăртлăхпа малалла илсе кайрĕ. Субханкулов музыкăра çавăн пек хавхаланса кайни пулманччĕ-ха. Вараланчăк хура кĕпер хăратмарĕ ĕнтĕ ăна. Ун çинчен манса, тĕрлĕ тимĕр-тăмăртан такăна-такăна, мазутлă çĕрте ури шуса кайнине пăхмасăр, малаллах ăнтăлчĕ...
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...