Шухăш
Пуçа килет пин тĕрлĕ шухăш —
Пĕри теприйĕнчен кичем.
Пăтравлă пурнăç — тĕссĕр хутăш,
Чуна хăрушшăн ан хĕссем.
Тĕтрелĕх... ним уççи-хупписĕр
Тĕнче пире мĕскер сунать?
Çын хăйĕн шанчăклă уттисĕр
Капла ăçта пырса тухать?
Ăçта çухалтăн эс халь, шанчăк?
Ăçта шырамалла сана?
Çын чунĕпе паян пăлханчăк:
Хăçан юсанĕ самана?
Çут шанчăксăр тĕнче илемĕ
Пăхсан та — курăнмасть малта.
Çут шанчăксăр вăй-хал илеймĕç
Чĕре таппи те, кăмăл та.
«Эпир телей курма çуралнă»
Тесеттĕм эп пĕр сăввăмра
Çав шухăш та паян хуралнă —
Сисмен те — хамăн ăшăмра.
Эппин мĕнле, мĕскер амакĕ
Килсе çапайрĕ-ха пире?
Ытла та йывăр-мĕн тукмакĕ —
Пĕрре çапать, çапать тепре...
Çӳретпĕр мĕскĕннĕн, айваннăн,
Тен, çавăнпа пуçа чиксе?
Ай, пурнăçĕ тĕнче арканнăн
Тамăкри пек вĕрет сиксе.
Ĕç çынĕ çавăн пек тӳсет те,
Куç умĕнчех пуять тепри.
Теприн алли-ури кӳсек пек,
Мĕскер? Тар тăкĕ тетĕр-и?
Сутать, илет... Кирлех пулсассăн
Сана сутма та пултарать.
Хăй кĕсйине çав паттăр каскăн
Укçа та доллар тултарать.
...Эп çамрăк мар-ха - çук хăрассăм.
Ачам-пăчам, мăнукăмсем
Паян-ыран типсе хăрсассăн,
Камсем чĕртейĕç-ши? Камсем?
Шухăшсем
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Capture more leads for your chuvash...
Круглозвенные цепи — это не просто элем...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Когда речь идет о ремонте, выбор правил...
В современном мире, где качество и безо...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...