Çĕнтерӳ — ир акнинче
Ирхи сывлăм ырă, уçă,
Ыталас килет çĕре.
Пит хавассăн та, пит уççăн
Савăнать хастар чĕре.
Лăпкă çилĕ кассăн-кассăн
Вăшăрхать кăнтăр енчен.
Ирлеле тухса пăхсассăн,
Пĕлĕт шăлтах — кĕленче.
Паян ир хире васкарăм,
Чĕрем туртăнчĕ унта.
Ах, епле пурте хастаррăн
Тăрăшсах ĕçлет кунта.
Бригадир — Курак Шарушкин,
Тухнă пуринчен малтан.
Ак, курап, тата пĕр ушкăн
Васкаса килеç ялтан.
Вуник касă акаканĕ
Га çине ӳкнĕ тӳрем.
Вăхăтсăр ларса кам канĕ,
Кам пăрăнĕ çак ĕçрен?..
Кĕрлесех шавларĕ трактор,
Колхозниксемпе пĕрлех.
Уй илемĕ — хурçă паттăр —
Ун илемĕ — ĕмĕрех!
Ăмăртса ĕçлет бригада
Колхозла çуракинче.
Рапорт çитĕ Мускава:
«Çĕнтерӳ — ир акнинче!»
Шухăшсем
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Capture more leads for your chuvash...
Круглозвенные цепи — это не просто элем...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Когда речь идет о ремонте, выбор правил...
В современном мире, где качество и безо...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...