Элчел çинчен халь шухăшлас-и?..
А.Воробьева асăнса
Элчел çинчен халь шухăшлас-и? —
Тин чĕрĕлнĕ çурхи тĕнче.
Хĕрсем карталанса ташлаççĕ
Слакпуç урамĕ варринче.
Виç аркăллă, хăюллă-сăслă
Кĕпи вĕсен епле хитре!
Пăхса ларасчĕ тарăн ăслăн —
Тем мурĕ йăлкăшать питре...
Ах, çаврăнаççĕ, явăнаççĕ
Нарспи инке йăмăкĕсем!
Эх, мĕншĕн, мĕншĕн эп хăна-ши! —
Чун хурланать аса илсен...
Тен, пиллĕ Слакпуçне эп килнĕ
Кăштах, кăштах кая юлса...
Вăтанчăклăн çĕн ӳсĕм кинĕ
Куçран пăхать-ха йăл кулса.
Пăхать вăл вăрттăн, шунă майăн
Чечек пек ташă картинче.
Тен, туйăнать?.. Мĕнех, нумаййăн
Йăпанакан çак çĕр çинче...
Поэт час-час телейсĕр пулнă
Пурнăçĕнче, юратура,
Вилсен анчах ăна чыс тунă —
Пĕр майлă, шăпине кура...
Епле асаплăн, тертлĕн сӳннĕ
Мухтавлă, аслă Кĕçтенттин!
Çитейрĕ унăн çутă кунĕ
Ытла кая юлса, халь тин...
Ăна савса калатпăр сăвă
Хăй ялĕнчи бюст умĕнче.
Чунра — е кӳренӳ, е тăвăл:
Пире те çăмăл мар, пичче...
Ак Воробьев Лекçей симлерĕ
Сăввин сĕтеклĕ сăмахне —
Тăп такăнĕ те вĕçлеймерĕ
Хавхаланса калассине!..
Тен, сисрĕ пуль поэтăн чунĕ
Çĕн тĕл пулу пулаймасса —
Çӳрет-ха унăн çутă кунĕ
Ялти çул тăрăх ялкăшса...
Слакпуç сывлăшĕпе сиплерĕм
Эп хам та тĕмсĕлнĕ чуна.
Тата тепре кунта чиперрĕн
Çитесчĕ ман! Тепре кăна...
Шухăшсем
Круглозвенные цепи — это не просто элем...
Attract additional leads for your chuvas...
Need more clicks and conversions for Chu...
Повысьте эффективность своего производс...
Круглозвенные цепи — это не просто элем...
Is your Chuvash website missing out on l...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...