Ашак
Булатпа Самат яланхи туссем. Шкулта «тăваттăпа» тата «пиллĕкпе» çеç вĕренекен Самат «иккĕпе» «виçсĕрен» иртеймен Булата нихăçан та пăрахман, яланах пулăшса пынă.
Пĕррехинче, Самат пулăшнипе Булат «тăваттă» илсен, пĕтĕм шкул ăна пурнăçĕнче пĕрремĕш хут çав паллăна илме пултарнăшăн мухтарĕ.
— Ах, — терĕ класа ертсе пыраканĕ, — маттур иккен Булат! Ăса кĕрсех пырать, куçкĕрет ăсланать.
— Çапла, — вĕрентекенпе килĕшрĕ шкул пуçлăхĕ, вăл хăйĕн унчченхи наянлăхне çĕнтерни аван сисĕнет.
Шкул хыççăн Самат Булата хăйпе института кĕме хытă пулăшрĕ. Институтра Булат табак туртма пăрахрĕ. Кунта ăна каллех мухтама пуçларĕç, нихăçан та туртман Самата кăна никам та асăрхамасть.
— Туртма пăрахакансем халь миллион çын хушшинче пĕрре пур-ши е вуçех çук, — теççĕ институтрисем. Булат вара сăмси айне вут хума ним мар пăрахрĕ. Чăн-чăн джигитах çав!
— Институт пĕтерсе производствăра ĕçлеме пуçласан вăл сасартăк ĕçкĕпе аташма пăрахрĕ. Ĕçри ăсталăха апла илме Булата кунăн-çĕрĕн пулăшнă Самат, ку таранччен эрех тутанса курманскер, тусне пĕлĕшсем умĕнче мухтарĕ.
— Маттур иккен Булат. Ĕçре те ăнтарать, хăйĕн пурнăçĕнчи кăптăк-сăптăка та пĕтерсех пырать, — терĕ.
Пурте мухтаççĕ Булата.
— Чăтăмне епле çитерет-ши? Хам эп çĕр хут та пăрахса пăхнă... Алă умне черкке пыриччен... Вара каллех — пуçланса каять, каллех пăрахатăн — эрех кĕленчи куçа тепре курăниччен, — тет пĕри.
Эрех таврашне çăвара тумлатса курман Самата никам та мухтамасть. Вăл тусĕн çитĕнĕвĕсемшĕн хĕпĕртет.
Пурнăç чиперех тикĕс, лакăм-тĕкĕмсĕр çулпа пыратчĕ. Пач кĕтмен çĕр-тен — пе-ре-строй-ка! Эх, тапранса кайрĕ пурнăç! Унта çитетĕн — пасар, лере каллех пасар.
Тепрехинче Булат пĕтĕм халăх умĕнчех: «Çĕршыва çапла юхăнтарса янă парти ретĕнче эпĕ текех тăма пултараймастăп, — тесе парти членĕн билетне пĕтĕм халăх умĕнчех çунтарса ячĕ. — Малалла капла пурăнма юрамасть. Йăнăшнă эп, иптеш-юлташсем, каçарăр мана пы-ы-сăк йăнăш тунăшăн».
Булат пасар юхăмне пуçхĕрлех чăмрĕ. Часах унăн хуньăшне Мускавра пысăкрах та вăрăм укçаллă вырăна куçарчĕç. Директор хăйĕн вырăнне кĕрӳшне шанса хăварчĕ.
Вырăнĕ çӳллĕ пулсан та çӳллĕ пукан çинче ларнипех ĕç малалла ăнăçу çулĕпе каймасть-мĕн. Булат хăй тупике лекнине сиссе ырă тусне, Самата, аса илчĕ. Унсăр май çук-çке: саккассем пĕтрĕç, ĕç укçи тӳлеме пĕр пус та çук. Ĕçлекенсем пăлханаççĕ. Бупат Самата хăйĕн ĕçне явăçтарчĕ. Лешĕ ыйхă мĕнне пĕлмесĕр тăрăшрĕ. Темиçе уйăхран Булат каллех çăмăллăн сывласа ячĕ: ĕçсем ăнма пуçларĕç, ĕçлекенсем вăхăтра укçа илеççĕ.
Анчах часах хыпар сарăлчĕ. Хуньăшĕн парнине, çĕршывшăн питĕ кирлĕ тавар кăларакан завода Булат Мускаври пуянсене сутма хатĕрленет-мĕн. Çакă чăн иккенне ĕненсен Самат завод картишне ишака кĕртсе ячĕ. Унăн мăйне: «Булат, ман пек ашак ан пул-ха!» — тесе çырнă картон çакрĕ.
Картиш тулли пухăннă халăх варне тытса, куçне шăлсах ихĕрет. Таçтан хура куçлăхлă патвар йĕкĕтсем килсе çитрĕç, кино ӳкернĕ чухнехи пек хыпкаланма тытăнчĕç. Пĕри пикенсех ӳкерет, тепри темĕн каланă май сулахай аллипе халăх еннелле тĕлле-тĕлле кăтартать.
Кулакансем лару-тăру кулăшлах маррине ăнкарса хăвăрт саланчĕç. Ишак çумĕнче Самат пĕчченех юлчĕ.
Часах Булат рейдерпа пырса тухрĕ. Хăй йĕплешсе калаçать.
— Ну, Самат, халь пиртен хăшĕ ашак? — тет.
Самат шарламарĕ. Ун вырăнне ашакĕ кăшкăрса ячĕ.
— И-и-эп! — терĕ вăл вăрăммăн. — И-и-эп!
— Итле, ашаку сан ятупа мĕн калать? «Э-эп» темест-и вăл?
Булат завода çăмăллăнах сутса ячĕ. Самата урамалла çул кăтартса каларĕ: «Кай, тусăм, кай кунтан, сана валли кун та тек вырăн çук!»
Заводран темле суперцентр туса хучĕç. Унта Японирен, Америкăран тата ытти çĕршывран кӳрсе килнĕ таварсене сутаççĕ, ресторансемпе каçхи барсем кĕрлеççĕ.
Унччен заводра ĕçленĕ пысăк квалификациллĕ кадрсенчен пĕри урамра çӳп-çап шăлать, тепри хуралта тăрать, виççĕмĕшĕ бармена пулăшать. Çамрăкрăххисем, вăй-хал пуррисем, Америкăна кайса хăйсене тивĕçлĕ вырăнсем шыраса тупрĕç.
Пире ăслă çынсем кирлĕ мар иккен. Транспорт управленийĕ те ав ăста шоферсене пĕтĕмпех ĕçрен кăларса ячĕ. Вĕсене класлăхшăн хушса тӳлемелле-çке. Вĕсем вырăнне тин кăна руль умне кĕрсе ларакансене илсе тултарчĕç. Аварисен шучĕ виçĕ хут ӳсни управлени пуçлăхĕсене нимĕн чухлĕ те пăшăрхантармасть. Пассажирсем нумай халь. Вĕсем тем те тӳсме хăнăхнă ĕнтĕ.
Самат ăçта тетĕр-и? Пенсие тухма вăхăчĕ çитсе пынăран вăл аякках кайма шутламарĕ. Халĕ зоопаркра ĕçлет, «Булат, ман пек ашак ан пул-ха!» — тесе çырнă картона çĕклесе çӳренĕ ашака шутсăр юратса пăхать. Çав хытă хута Самат каллех ашак мăйĕнчен çакса ячĕ. «Булат камне халăх лайăх пĕлет, — пĕтĕмлетӳ турĕ вăл. — Халăх пурлăхне салатакан, паллах, ырă ăспа пурăнакан этем пулас çук. Пулас ăрусем те пĕлччĕр вăл мĕн-мĕн хăтланнине. Çапла-и, ашакăм?!» Лешĕ вăрах кĕттермерĕ: — И-ия, и-ия! — тесе кĕскен хурав пачĕ.
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...