Уйăх çинчи пике курнă...


— Кил-ха, кил, чиперккем, кулăш итлеме.

Лешĕ уттине хăвăртлатрĕ. Çывхарсан ыйтрĕ пит-куçне йăлкăштарса:

— Мĕнле хыпарпа мана каçăхтарасшăн эсĕ?

— Эх, ача, эсĕ илтнĕ-и, нумайччен хупăнса тăнă хыççăн амбулатори уçăлнă. Ĕçлеме çĕнĕ хĕр фельдшер килнĕ. Эх, ача! Хĕрĕ — юхха. Килнĕ-килмен масарта, вилнисен ялĕнче, каччăпа явăшса çӳренĕ. Пăх-халĕ ăна, астарать, хирĕçтерет ял çамрăкĕсене.

— Мĕнле майпа?

— Кĕрт ами хыççăн миçе йытă чупнине чухлатăн пулĕ. Карачăм Юмановпа Чанук Эхтюкĕ, çартан паян çеç таврăннăскер, эмел ыйтма пынă хайхи тухтăр патне. Иккĕшне те куç хĕснĕ хайхи хĕр. Ун патĕнчен тухсан урамра, ман куç умĕнче, ах тӳпелешрĕç. Хĕре пайлаççĕ мар-и. Юманова пĕлен ĕнтĕ, унăн пĕр алли мĕне тăрать, чăн-чăн султан! Сулса ячĕ те — Эхтюк кушак çури пек кайса ӳкрĕ, вара кăлтăрмач евĕр айккинелле кусса кайрĕ. Вĕсенчен тахшин аллинче вăрăм çĕçĕ хĕç пек ялтăртатрĕ. Тепле пĕр-пĕрне чиксе пăрахмарĕç. Юрать, хам чартăм.

— Ха-ха-ха, — кулчĕ Илемпи. — Мĕнле паттăр эсĕ, Варуççа. Хĕр фельдшер çăва çинче каччăпа çӳренине те куран, икĕ йĕкĕте вилĕмрен те хăтаран...

— Ĕненместĕн-и? Эсĕ хăвна ытла мăнна хуран. Хăвăн çине çаврăнса пăх.

— Мĕнле пакăç хĕрарăм эсĕ, Варуççа. Санăн шутупа, ялта пĕр путлĕ çын çук. Чĕлхӳне касса йытта памалла. Анчах вăл çиме мар, шăршласа та пăхмĕ çав.

— Эсĕ, Илемпи, ытла ан сик. Шенер Яхутинпа пурăнтăн, анчах вăл сана качча илмерĕ, ялтан тухса тарчĕ. Çыру çырмасть, санран тĕплĕ пытаннă. Тĕрĕс тунă.

— Ытлашши нумай пĕлен. Часах шалчу тулать, — ихиклетсе кулчĕ Илемпи. — Сана тарăн çырмана ыватаççĕ акă. Унтан темĕн чухлĕ тапаçлансан та тухаймăн.

— Кам хăять тет мана çапла мăшкăллама? — ӳлесе йĕме тытăнчĕ Варуççа.

— Кам пултăр, хăвăн элекӳ.

Урам тăрăх чупрĕ хайхискер ахлатса. Илемпи сукмакпа утрĕ. Элекçĕ хĕрарăм калаçнă тăрăх ялта хăй пирки мĕнле сас-хура çӳренине ăнкарчĕ.

 

3

Умрай медпункт алăкне уçнăранпа темиçе хутчен те сарă хĕвел тӳпенелле хăпарса хăйĕн ĕмĕрхи çулĕпе анăçалла шурĕ.

Малтанах çынсене амбулаторие ыратни мар, кăсăк çавăтса пычĕ. Чирлисем те тӳсеймерĕç ытлашши тăхтама. Нуша уямасть, хăвалать. Ара, сусăра тӳсме хĕн. Чир-чĕртен хăтăлни — чĕрĕлĕх тумламĕ.

Халăх мĕнле тапхăрта пурăнать, унăн юмах-халапĕ те çавна май. Куллен кирлĕ ытти таварсем пекех, эмелсем те шутсăр хаклă. Тухтăрсем çырса панисене çынсем, уйрăмах ваттисем, туянаймаççĕ. Ку тĕлĕшпе паянхи йывăр пурнăçа питлекенсем туртса кăларнă сăмах çӳрет халăх хушшинче. Медсестрана çапла вĕрентнĕ имĕш: эсĕ çамрăксене чиртен сывалма эмел ĕçтер, алă çултан иртнисене сăмахпа сыват.

Йĕкĕлтевçĕсен халапĕнче тĕрĕслĕх çук мар. Сывлăхсăр çынна кирли эмел çеç-и вара?

Умрай медучилищĕре вĕреннĕ чухне вăхăта больницăра пайтах ирттернĕ. Унта ыррине те, шырлăхне те сахал мар курнă-илтнĕ. Кунта вăл чи кирлине хăйĕн ăшне хывнă. Чирлĕ çыншăн чи пахи, эмелрен те хакли — сыватаканăн ăшă кăмăлĕ, çепĕç чĕлхи. Çак меслете тĕпе хурса ĕçе тытăнчĕ Умрай Пушака фельдшер.

Унăн сĕтелĕ çумĕнчи пукан çине кун каçа тĕрлĕрен çын ларать. Ыратăвĕ те кашнин расна. Чирлин ятне-шывне, мĕнпе асапланнине йăлтах хут çине çырать хĕр фельдшер. Медицина саккунĕ çапла хушать. Пуринчен ытла ку пуласлăхра пулăшĕ тесе шутлать вăл. Ĕмĕчĕ пысăк-çке унăн — тухтăра вĕренсе тухмалла.

Çак кĕске вăхăтра унăн асран кайми пациентсем пулчĕç. Акă Наçтуç аппа. Вăл çитмĕл пиллĕк урлă каçнă, фронтра пулнă. Хĕр пуçĕпе хаяр фашистсене хирĕç çапăçса Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ. Маттур мар-и ĕнтĕ вăл!

— Белоруç шурлăхĕсем тăрăх çӳренисем халĕ аптратаççĕ мар-и. Чĕркуççисем ыратаççĕ, — пуплет фронтовичка сăпайлăн.

— Чĕркуççисем халиччен те ыратнă-и? Мĕнпе сиплеме тивнĕччĕ? — йăвашшăн тĕпчет хĕр фельдшер.

Наçтуç аппана чĕркуççи ыратни мар, пачах урăххи илсе килнĕ иккен. Анчах çап-çамрăк хĕр пĕрчи умĕнче хăйĕн чăн-чăн ыратăвĕ пирки шарлама вăтанчĕ малтанах. Çамрăк фельдшер хăйне пулăшайманнине те чухлать-ха. Çапах та ăшри пăр катăкне ирĕлтерме пултарчĕ Умрай çепĕçлĕхĕпе. Темшĕн чунра мĕн пуррине, нихăçан шарламаннине, уçса парас килчĕ кинемейĕн. Тем те тӳсме тивнĕ-çке вăрçăри хĕр упраçа. Нихăçан манăçа тухман хĕн-асапсем халĕ çавра çил пек вăркăнса кĕчĕç пуçа. Чĕлхе вĕçĕнчен вĕçертмесĕр тӳсеймерĕ. Пĕлччĕрин, ара. Пуласлăх çамрăксенче, вĕсен тĕнче тăнăçлăхне упрамалла. Вăрçă-харçăна амаланма памалла мар.

Фронтра Наçтуç связист пулнă. Вăрçă хĕр упраç ĕçĕ мар. Унта хĕç-пăшал алхасать, унта вилеççĕ, сусăрланаççĕ. Çамрăклăха чечекленме ним те чараймасть. Юрату суккăр, вăл пĕлмест йĕри-тавра вут-çулăм кĕрленине. Мăшăрланаççĕ. Тепĕр чух йăнăшасси те пулать. Анчах та çие юлнă хĕр вăрçăра тек салтак мар. Ăна киле, аякри тыла, ăсатнă. Теприсем, вăрçă нушине тӳсес килменнисем, лăпкă пурнăçа ăмсанакансем, юриех йывăр çын пулма тăрăшнă. Ахаль каламан ĕнтĕ ваттисем: тĕменре тĕрли пур. Паллах, хăйсене йĕркеллĕ тытнă хĕр упраç шучĕ йышлă пулнă. Анчах та хăш-пĕр çар пуçлăхĕсем меслет шухăшласа тупнă. Тухтăрсем уйăх хушшинчен хăтаракан укол тунă. Çак нихăçан илтмен хыпара Умрай Пушака Наçтуç фронтовичкăран пĕлчĕ.

Вăрçă хыççăн Наçтуç киле тĕрĕс-тĕкелех таврăннă. Ĕнтĕ укол самани иртнĕ. Апла пулин те уйăх хушши килес вăхăтра вар-хырăм ыратни шутсăр асаплантарнă. Юрать, кашнинчех майне чухлакан кӳршĕ хĕрарăмĕ пулăшнă. Качча кайсан ачасем çуратнă. Халĕ Наçтуç инке ватлăх каçалăкĕнче. Пурпĕрех тăсăлать чуна касакан ырату.

Пулăшмалла! Ку Пушакан тĕп ĕçĕ. Анчах мĕнле? Вăл хальлĕхе тухтăр мар. Ӳлĕм, темиçе çул иртсен, мединститут пĕтерсен, пĕр сăмахпа каласан — тухтăра тухсан пурне те чир-чĕртен сыватĕ. Халĕ чупса килмелле мар-и ăс ыйтма Наçтуç кӳршĕ хĕрарăмĕ патне? Вĕренттĕр. Ку ĕмĕт çил варкăшне лекнĕн сӳнчĕ. Кӳршĕ хĕрарăмĕ — халăх ăсчахĕ, сыватаканĕ тахçанах çĕре кĕнĕ-мĕн.

Пулăшмалла! Мĕнле? Çынна çав тери пулăшас, ырă тăвас килни яланах çĕнĕ шухăшсем парнелет. Умрай паян-ыранах кил тăрăх çӳреме тухĕ. Камăн мĕн ырататъ? Чирлисене шута илсе специалист тухтăрсене яла чĕнĕ. Сăлтав тупăнчĕ те Наçтуç инкене лăплантарма.

— Пирĕн пата часах гинеколог килĕ, — терĕ Пушака фельдшер — Ун чух сире ятарласа систерĕп. Тен, тухтăр сире больницăна вырттарсах сыватĕ.

— Тем пекехчĕ, — сăмах хушрĕ Наçтуç фронтовичка. Ăшĕнче йăл-йăл кулкаларĕ. Килĕшрĕ ăна çап-çамрăк фельдшер. Вăхăт иртнĕçемĕн аслă пĕлӳллĕ врач пулатех. Ав епле хайлаллăскер, çыпăçуллă чĕлхеллĕскер. Канашсем те пама пултарчĕ, çамрăк те вара ăна.

Малтанхи кунсенче амбулаторие пынисенчен тата тепĕр хĕр асра юлчĕ.

Вăрăм пӳ-силлĕ вăл. Çӳçĕ шăп йĕтĕн çурăмĕ. Темшĕн çивĕтлемен. Пилĕкĕ çинçе-ши унăн? Паллă мар. Çутă хăмăр тĕслĕ çитсăран çĕленĕ юбка, шалпар кофти те çавăн тĕслех. Икĕ куçĕ — хĕвел ӳкнĕ икĕ сенкер кӳлĕ. Пит çăмартине темле асамлă писев (шурăпа хĕрлĕ хутăш) сĕрнĕ-ши? Кăлтăксăр, таса. Чăнах, сăнасарах пăхсан куçа тивекен тутăх тĕслĕ лаптăк пур сылтăм хăлха çывăхĕнче. Ку ăна йĕп çăрти чухлĕ те пăсмастъ.

«Шăп çакнашкал пикесене килĕштереççĕ-тĕр ял каччисем», — шухăшларĕ Умрай хăй ăшĕнче. Хĕре Илемпи тесе чĕнеççĕ-мĕн. Вăл — электрик. Ĕне ферминче ĕçлет. Сăпайлă калаçать. Вăл Умрайпа тахçанах туслă пурăнать тейĕн.

— Эсĕ питĕ чипер иккен, — мухтарĕ вăл Умрая. — Хитре ялан çынсене хăй патне туртать.

— Кăна мана йĕкĕлтенĕ вырăнне йышăнатăп, — асăрхаттарчĕ Умрай. — Эпĕ илемлĕхпе никамран та уйăрăлса тăмастăп.

— Каçар. Кӳрентерес теменччĕ. Эпĕ çапла катрам чĕлхеллĕ çын. Атя иккĕн тус пулар, — аллине тăсрĕ Илемпи.

— Тус пулма хирĕç мар, — алне пачĕ Умрай.

— Атя пирĕн пата пурăнма.

— Тавтапуç. Манăн хваттер пур. Сухви хăй патне илсе кайрĕ пурăнма.

— Сухви кăмăллă хĕрарăм. Анчах унпа мĕн çинчен пуплеме пĕлес? Тунсăхласа вилĕн, чăнах. Вăл упăшки вилнĕренпе пĕр арçынпа ăшшăн тусланса курман. Çамрăк хĕрсен хăйсен халап-юмахĕ.

— Анчах эпĕ те пĕр каччăпа та туслă пулман.

— Сан малта-ха йĕкĕтсемпе савниленесси. Хăв юратнă каччă сана пыл пек пылак сăмахсемпе йăпатнине хăвăн чĕрӳнте çеç усрама май çук. Вĕсем чи çывăх çын чунне кĕрсе тухасшăн. Пул эсĕ манăн чи çывăх тус.

— Эпĕ хатĕр.

— Савăнтаратăн. Чăн-чăн медик çын вăрттăнлăхне сапаламасть. Шанатăп, мана сутмăн. — Илемпин çăварĕ типрĕ-ши, тăхтаса тăчĕ. — Вăрттăн сăмаха çын çине кăларакан çын вăл — элекçĕ, тĕнчере пурăнма та тивĕçсĕр.

Илемпи апла та, капла та пуплерĕ. Вăл çывăх тус шыранине Умрай ăнланчĕ. Ахальтен мар иккен. Илемпин пĕччен татса пама пултарайман пысăк ĕç пур. Унăн çие юлнă, анчах вăл çуратасшăн мар.

— Пулăш мана хырăм ӳкерме, — тилмĕрчĕ хĕр.

— Район больницине кай. Укçа тӳле те, тархасшăн. Хут çырса паратăп, — терĕ Пушака фельдшер.

— Ăна хам та пĕлетĕп. Анчах аборт тăвас вăхăт иртнĕ.

— Мĕншĕн çуратасшăн мар?

— Ача ашшĕ эпĕ юратнă çын мар, ăнсăртран тупăннăскер çеç. Парсам мана хăватлă эмел, ĕçсен уйăх хушши пек тухтăр та ӳктĕр.

— Манăн, ялти фельдшерăн, унашкал ирĕк çук.

Илемпи ăнланчĕ. Ку фельдшер — медицинăн чăн-чăн тӳрĕ кăмăллă тарçи.

Умрай çамрăк-ха. Вăлтса та йăпатса çын чунне кĕрсе тухма пĕлмест. Тен, кирлĕ те мар. Тархасшăн, çын хăйĕн вăрттăнлăхĕпе хăй çырлахтăр.

Сывпуллашса тухса кайрĕ Илемпи.

 

* * *

Каллех çĕнĕ кун пуçланчĕ. Амбулаторире ĕç кунĕ пуçланнăранпа самай вăхăт иртрĕ. Пĕри те килмерĕ. Иккĕшех лараççĕ Умрайпа Сухви.

— Э-эх, — ассăн сывлать фельдшер, — эпир никама та кирлĕ çын мар иккен.

— Куншăн вара пачах кулянма кирлĕ мар, савăнмалла çеç, — тет Сухви. — Никамăн та нимĕн те ыратмасть. Çăва тухрăмăр, кам йӳçĕ эмел ĕçтĕр халĕ. Серте, вĕлтрен — чи паха витамин. Серте яшкине çăмах турасан, турилккене хăйма ярсан, тупата, чĕлхӳне çăтăн. Сан эмелӳ аякра тăтăр.

— Манран ним усси те çук тесшĕн-и эсĕ, Сухви? — унăн куçĕнчен чăрлаттарса пăхрĕ Умрай.

— Турă çырлахтăр, — Сухви хăй çине хĕрес хывса илчĕ, — апла шухăшлани çылăх пулĕччĕ. Петĕр пиччене вилĕмрен çăлтăн. Пуртăпа каснă уринчен чарлаттарса юн юхнине чартăн. Çамрăк хĕре Нинука та инкекрен çăлтăн.

Нинук вуникĕ çулта çеç. Вăл çуркунне юханшыв урлă каçнă чух пăр айне путнă. Юрать-ха ăна çынсем вăхăтра туртса кăларнă. Шăнни ахаль иртмен. Çăмах пысăкăш ӳпне çăпан шăтнă кăкăрĕ çине. Ыратнине тӳсеймесĕр пынă вăл медпункта. Шыççине касма тивнĕ. Шыçă — хăрушă чир, юн сиенленсе вилме те пултарнă хĕрача.

Акă эрне иртрĕ. Ку эрнере яла килнĕренпех ĕмĕтленнĕ ĕçе турĕ Пушака фельдшер. Ял тăрăх çӳрерĕ, кĕрсе тухман кил хăвармарĕ. Чи пахи — нумай-нумай çынпа паллашни. Тавах, чирлисем нумай мар. Кӳлĕ хĕрринче, лăпсăркка йăмрасем айĕнче, ларакан килте пурăнакан хĕрарăм вара утса çӳреймест. Ывăлĕпе çеç пурăнать вăл. Кунĕпех пĕччен.

— Ăçта ывăлăр? — ыйтрĕ Умрай.

— Аксар ĕçре, вăл — кĕтӳç. Ял çыннисен ĕнисене уй-хир, вăрман катисем тăрăх çитерсе çӳрет.

Ывăлĕн сăнӳкерчĕкĕ стена çинче çакăнса тăрать. Ялт! пăхса илчĕ сăн ӳкерчĕке Умрай. «Чипер каччă пулас», — шухăшларĕ вăл.

— Тавтапуç ăраскала, вĕренет...

Ăçта, мĕне вĕренет? Тĕпчемерĕ. Çак вăхăтра хĕре чӳречерен шаккаса чĕнчĕç. Вăл пӳртрен васкаса тухрĕ.

— Тухтăр, тухтăр! Хреççи аппа урамрах ӳкнĕ! — пĕлтерчĕ пĕри, çамрăксем хушшинче тăраканскер. Ертсе кайрĕç ăна инкек пулнă çĕре. Часах çитрĕç. Касса янă хурăн пек выртать çамрăк хĕрарăм. Хăшĕсем ăна тăратса лартас шутпа хулĕсенчен ярса тытнă. Теприсем «Васкавлă пулăшу» чĕнме хушаççĕ.

— Чимĕр-ха, ан тапратăр ăна, — хушрĕ Пушака фельдшер. Вăл васкаса юн пусăмне тĕрĕслерĕ, ик çĕр алла çитнĕ. Юн пусăмне чакаракан эмел кирлĕ. Юрать-ха хĕрарăм часах тăна кĕчĕ. Вăл хăй чирне аван пĕлет, эмелсĕр пурăнмасть. Пĕр çамрăк йĕкĕте чуптарчĕ хĕрарăм килне.

Лешĕ часах тупса килчĕ. Тахăшĕ килĕнчен стаканпа шыв ăсса тухнă. Ĕçтерчĕç эмел.

— Суха пуçĕпе сухаласа çĕрулми пăрахасшăнччĕ. Вăхăт иртет. Кая юлсан каю шăтать...

 

* * *

Пушака фельдшер темиçе кун каялла пуçланă ĕçе вĕçлерĕ. Пурин патне те кĕнĕ тесе калаймăн. Сывă пурăннине пĕле тăркачах мĕн-ма чăрмантармалла. Сăмахран, Варуççасен пӳрчĕ умĕнчен те ахалех иртрĕ, хапхи питĕрĕнсе тăратчĕ. Уçă пулсан та кĕме шутламан. Хăй те, çемйи те чирлемест. Кунашкаллисем татах пур.

Умрай лăпкăн кăна урампа утса пыратчĕ. Ăна ял администрацийĕн пуçлăхĕ Карп Сидорович хирĕç пулчĕ.

— Сана шыраттăм-ха, — терĕ вăл. — Тĕл пулни питĕ аван.

— Мĕншĕн кирлĕ пултăм-ши?

— Варуççа лавккине каймалла. Çăхав пур, — терĕ те вăл çула май сăлтавне ăнлантарса пачĕ.

Пĕр хушă курăнманччĕ-ха Варуçса: те Мускава, те урăх çĕре тавар туянма кайса килнĕ. Халĕ вăл лавккинче çăм çиппинчен çыхнă кофтăсем çеç мар, çӳлĕк çине çимеллисем те кăларса хунă. Тахăшĕ çăхав панă: Варуççа апат-çимĕçе таса мар кĕлетре сутать.

Çитрĕç. Тĕрĕслерĕç. Çăхавра ним те суйса çырман. Çимелли сутма чармалла. Сутăçăн сывлăхĕ пирки илнĕ справка та çук. Çак сăлтавсене кăтартрĕç те актра.

Пĕччен тăрса юлнă Варуççа чăннипех урчĕ. Мĕн кăна каласа ятлаçмарĕ-ши? Аллипе сулла-сулла юнарĕ. Унăн ылханĕ çитсен-тусан Умрайпа Карп Сидорович паян хĕвел аничченех леш тĕнчене ăсанмалла.

Ним кĕтмен-туман çĕртен лавккана Карачăм Юманов пырса кĕчĕ.

— Мĕн пит тулашан, Варуççа? Тавар туянакансем кӳрентерчĕç-и?

— Çӳреççĕ йĕке хӳресем! — чун ыратăвне самантрах юхтарса пачĕ лешĕ. Анчах унăн чеелĕхĕ те пур. Çумăр хыççăн хĕвелĕ те хĕртсе пăхать. Йăл-йăл кулкаласа пит çăмартине ал тупанĕпе сăтăркаларĕ. Каламалли сăмахĕ тупăнчĕ те: — Туянсам савнă чиперккӳ валли парне.

— Чиперукне тупаймарăм-ха.

— Ан суй, — ихĕлтетсе илчĕ лавкка хуçи. — Пушакаран сивĕнтĕн те-и?

— Вăл мана юратмасть. Унăн каччи пур — Эхтюк.

— Туртса ил. Тыт та авлан.

— Юлташа епле кӳрентерĕн?

— Тепĕр тесен, сур. Шухă хĕр вăл. Качча кайсан та улаха чупĕ. — Варуççа икĕ майлă çаптарать. Вăл Умрая мăшкăл тăвасшăн. Качча ан кайтăр, типпе тăрса юлтăр. Унтан ӳсĕрем пек тукаларĕ те суйса та хучĕ: — Пĕлен-тĕр, Эхтюк Машук патне кайса килнĕ. Туй пулатех.

— Çапла-и? Туянам-ха ав çӳçеллĕ тутăра.

Укçине тӳлерĕ те лавккаран тухса кайрĕ Юманов. Эхтюк Машукпа пĕрлешсен Умрай ăна качча тухасса шанать.

 

* * *

— Ай-уй, — аллипе пĕçне шарт! çапса илчĕ кантăкран урамалла пăхса тăракан Сухви. — Медпункта Мăнтăр Варуççа килет. Асту, унпа мĕнле калаçмаллине ан ман.

Умрай пуçне сĕлтсе илчĕ. Варуççа ун çинчен элек сарса çӳренине пĕлет, çавăнпа та ăна кăшт ăса кĕртмелли меслет шыраса тупнă.

Ăшă кăмăлпа йышăнчĕç «чирлине».

— Мĕн ыратать, чиперех сывлатăн-и? — тĕпчет хайхискере фельдшер.

— Тавтапуç Турра. Ман нимĕн те ыратмасть. Сана инкекрен çăлас шухăшпа килтĕм, — йăвашшăн пуплет Варуççа. — Эх, ача, Эхтюк савнийĕ Машук сана тытса силлесшĕн шăл хăйрать.

— Мĕншĕн? — ун куçĕнчен чăрлаттарса пăхрĕ Умрай. Çавăнтах çĕркаç вăйăран хăйне Эхтюк ăсатни аса килчĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр калаçрĕ, шав качча тухма хистет. Ирĕксĕрлесех вăта пӳрнене ылтăн çĕрĕ тăхăнтартрĕ.

— Мĕншĕн тетĕн-и? Эх, ача! Вĕсем пĕр-пĕрне вилмелле юратаççĕ, пĕрлешме тахçанах калаçса татăлнă. Анчах Эхтюк патне эсĕ çыпăçать тет-и?

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 ... 11

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: