Уйăх çинчи пике курнă...


— Умрай, хăçан куçатăн эсĕ ман пата? Иксĕмĕрĕн сăйпа тулнă сĕтел хушшинче çапла ларас килет. Кала-ха, ырă курмалли самантсене мĕншĕн сая яратпăр?

— Мĕн-ма васкас? — йăл-йăл кулкаласа илчĕ хĕр пĕрчи. — Хăйма та виçĕ кунтан тин пуçтарăнать. Тепĕр тесен...

Мĕн тесшĕнччĕ-ши Умрай! Çак вăхăтра алăк уçăлчĕ те пӳрте Карачăм Юманов кĕчĕ тăчĕ.

— Ман килес, — терĕ хайхи. — Ырă çын патне чĕнмесĕрех хăна килет. Аван пурăнаççĕ-и? Аху-у! Кунта тем ятпа сăй пырать-няк?

— Ним сăлтавсăрах. Апат çинĕ хыççăн чей ĕçетпĕр, — терĕ Сухви. — Атя ирт-ирт тӳрех сĕтел хушшине. Хăна пул, Карачăм.

— Хаваспах, — кулкаласа илчĕ Юманов. Вара вăл кĕсйинчен эрех кĕленчи кăларчĕ те сĕтел çине шап! лартрĕ. — Эпĕ ахаль çӳреместĕп, пăру шыратăп.

— И-и-и! Апла иккен... Кунта темĕн пăру таврашĕ çук пек туйăнать, — ихĕлтетсе илчĕ Сухви.

— Пăрăва урамра шыраççĕ, — йăх-йăх кулчĕ Умрай.

Эхтюк куçне чарнă та ним калама хăяймасть.

— Тӳрех калам хам тĕллеве: хĕр çураçас шухăшăм пур. Эпĕ, Умрай, вырăссен йăлипе аллуна ыйтатăп. Хирĕçлемесен халех манпа çавтăн та кайрăмăр — тӳрех çырăнма. Вара манăн кантур пек çĕнĕ кил-çуртăм алăкĕ яри уçăлĕ те пире кĕтсе илĕ.

Умрай çамрăк çынна тӳрех вăрçтарса яма шутламарĕ. Вăл хăйĕн сăнĕнчен шӳт йĕрĕсене самант пытарчĕ.

— Хаклатăп сана, Юманов юлташăм. Эсĕ ырă кăмăллă каччă, — çемçен тухрĕ Умрай сасси. — Санашкал йĕкĕте мĕнле хĕр тиркеме хăйтăр.

Эхтюк сасартăк сĕтел хушшинчен çĕмрен евĕр сирпĕнсе тухрĕ. Юманов çине кашкăрла сиксе ӳкрĕ. Ăна чышкăлать кăна. Лешĕ аран-аран тăна кĕчĕ пулас.

Пуçланчĕ ахăр самана. Пӳртре вулкан тухрĕ! Сирпĕнет вĕри кĕл, чул катрамĕ. Пĕри теприне урайне çеклесе çапать. Хăрушă!

— Эхтюк, сан арăм пур!

— Эсĕ авлантартăн-и мана?

— Машука пăсрăн. Çартан таврăнсан авланма сăмах панă. Ăçта санăн çынлăху?

— Вăт ил ăна качча. Вăл мана кирлĕ мар. Эпĕ Умрая юратрăм ĕмĕрлĕхе. Ăна качча илесшĕн.

— Çук, çук! Сана таса хĕре варалама памастăп! Вăл халех манпа пырать мăшăрлă пурăнăç пуçарма! — кăшкăрать Карачăм Юманов. — Умрай, тĕрĕс-и?

Сухвипе Умрай йĕкĕтсене лăплантарасшăн тăрăшаççĕ. Кусем чарăнĕç-и? Иккĕшĕн те тутисем хăпарса тухнă, юн сăрхăнать. Мĕнле инкекпе вĕçленетчĕ-ши вĕсен айванлăхĕ? Пӳрте хĕрарăм кĕрсе тăчĕ.

— Ай-уй! Мĕнле вăрçă пырать кунта? Е камит кăтартаççĕ! Манăн хуйхă, хĕрĕм вилет! — ӳлесе йĕме тытăнчĕ кинеми. — Мана тухтăр кирлĕ!

Вăрçчансем пĕр-пĕрне чышкăласа илчĕç те такам вĕсене шывпа сапнăн тăпах чарăнчĕç.

Пӳрте кĕнĕ инке ыттисем илтесрен Умрая хăлхинчен пăшăлтатрĕ:

— Илемпин хырăм ӳкнĕ хыççăн юн вăйлă каять. Сăн-пичĕ пир пек шуралчĕ, вилет пулĕ. Атя-ха, тен, пулăшайăн.

— Халех пыратăп! — терĕ те Умрай эмел сумкине илсе хĕрарăм хыççăн тухса сирпĕнчĕ.

 

6

Илемпи савнирен çыру илсен çил вĕрнине хăй майлă ăнланчĕ. Ара, вăл пахчи хыçĕнчи таса уйра пĕр-пĕччен кашласа ларакан юман патне мĕн чухлĕ чупман пулĕ. Аслă çил унăн йышлă турачĕсем çине канма тытăнса тăратех. Ыталатчĕ те юманăн мăн вуллине хӳхлетчĕ вара çӳлелле пăхса: «Аслă çилĕм, илсе çитер ман сăмахсене савни патне! Унăн ячĕ — Шенер. Асту, ан ман. Тилмĕрĕвĕм çапла: Юратнă савниçĕм, кайрăн та çухалтăн. Ăçта эсĕ? Пĕлтер. Е ху кил, е эпĕ пыратăп. Тин çеç пĕрлеччĕ эпир санпа. Астăватăн-и, ачаш сăмахсемпе чуптăваттăн мана. Ĕмĕре пĕрле ирттерме пултăмăр. Шывпа юхса кайрĕç-ши сăмахусем? Эпĕ çаплах пĕччен. Мĕншĕн юлтăм-ши санран? Кайран тĕлпулу пыл пек пылак пулĕ терĕм-ши...» Çил — маттур. Вăл Илемпи хӳхлевне Шенер патне илсе çитернĕ. Унсăрăн вăл темиçе çул иртсен тин çыру çырмĕ. Хăй патне чĕнет. Каясса каять, анчах паян-ыран мар. Ара, чăрмантаракан сăлтав калама çук пысăк. Шенер хăй айăплă, мĕншĕн виçĕ çул ытла иртсен тин сас пачĕ-ши?

...Илемпи училищĕрен вĕренсе тухсан чирлĕрех амăшне хĕрхенсе тăван ялнех таврăннă. Ĕне ферминче электрике ĕçлеме кĕнĕ. Ялта кичем. Тантăшсем йăлтах хулара. Вĕсем çеç те мар, çамрăк йĕкĕтсем те юлман. Çитменнине, ватă хусахсем хăтана пырса тарăхтараççĕ. Килтен тухса тарас патнех çитрĕ Илемпи, амăшĕ те чарма шутламасть. Ара, ăнланать мар-и, хăй те хĕр пулнă-иç.

Сасартăк шухă çил варкăшĕ кăкăра уçăлтарса ячĕ. Районтан клубра ĕçлеме культработник ярса пачĕç. Вăл — хаваслă çамрăк каччă.

Мĕнле яш-кĕрĕм пурăнать-ши кунта? Паллашма васкарĕ хайхискер. Часах клуб умĕнчи такăр лаптăкра иртекен ташă каçне чĕнчĕ. Ку вăхăтра хулара вĕренекенсем те каникула килнĕ ĕнтĕ. Йыш самай пухăнчĕ.

Культработник чи малтан малашнехи ĕç планĕпе, вара хăйпе паллаштарчĕ: «Мана Шенер тесе чĕнĕр, хушаматăм — Яхутин». Унтан кăштах чĕнмесĕр тăчĕ вăл. Кам кăскăлантăр ӳлĕмхи ĕçпе? Пурте тенĕ пекех паян пур та, ыран — çук. Çакна чухлать ĕнтĕ сисĕмлĕ çын. Вара тăсса ячĕ хут купăсне. Шутсăр ăста калать. Музыкăна туякан чунсем тӳсеймерĕç ташша тухмасăр. Мăшăрсем кĕвĕ майăн çаврăнчĕç, тăпăртатрĕç. Иртрĕ темиçе ташă. Тен, юрă шăрантармалла? Алăра-çке купăс. Вăл пулăшать. Пуçланчĕ чăвашсен чи авалхи юрри «Пирĕн урам анаталла». Юрра пурте хутшăнчĕç — чăн-чăн хор.

— Шурă вальс! — пĕлтерчĕ çĕнĕ вăйăç.

Шенер куçĕ умĕнче пĕтĕм хĕр тăрать. Хăшĕ чĕнĕ-ши ăна хăйпе ташша тухма? Паçăр, хăй купăс каланă чухне, пĕри ăна питĕ килĕшрĕ. Ытла сăпайлă тыткаларĕ вăл хăйне. Ытти хĕрсем час-часах суйланса юлкаларĕç, кăна вара ялан ташша илсе тухрĕç. Çӳçĕ вăрăм унăн. Пичĕ-куçĕ илемлĕ, тăпăлкка пӳ-силлĕ. Ури йĕтĕн варри чăрки пек. Кĕске хура юбка, шурă кофта тăхăннă. Ячĕ мĕнле-пш? Анчах унăн умне пачах урăх хĕр пырса тăчĕ. «Аюк!» теме юрамасть.

Ку ташă вĕçленчĕ, çĕнни пуçланчĕ. Халĕ ĕнтĕ Шенер хăй килĕштернĕ хĕре чĕнчĕ ташша тухма. Тинех паллашрĕ, ыйтса пĕлчĕ ятне. Пуплеттерчĕ. Унăн ыйтăвĕсене Илемпи йăлтах хуравламарĕ, хăш-пĕрисене ихĕлтеткелесе çеç ирттерчĕ. Çапах та хĕр хăй ăçта ĕçленине каларĕ.

— Эсĕ, Илемпи, чăнах та, хăвăн яту пекех илемлĕ, — терĕ Шенер. Малтанхи паллашурах Илемпи каччăран чуна илĕртекен сăмахсем илтрĕ.

Ял çамрăкĕсене культработник Шенер Яхутин килĕшрĕ темелле. Чи кирли — ĕçлеме пултарни. Çакна ĕненчĕç. Унтан та пахи тата вăл — купăсçă. Сăнĕ те илĕртӳллĕ. Хăшĕ-пĕри пек пĕкĕрĕлчĕк мар — яштака. Çӳçĕ кăна мĕне тăрать! Тĕлĕнтермĕш! Çĕлĕк тăхăннă тейĕн: çăра, кăпăшка, кăтра. Çийĕнче — çухине, аркине тĕрленĕ шурă кĕпе. Пилĕкĕнче шерепеллĕ пиçиххи. Вăл — чăваш. Унăн тăван ялĕ — Тутар Республикинче.

Маттур культработник. Яш-кĕрĕме хăй майлă çавăрчĕ. Тытăнчĕç клуба çӳреме. Ташă-юрă кĕрлет-ха. Ку аван. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн кичем пусма та пултарать. Ахаль каламаççĕ халăхра: «Пĕрмай çисен пыл та йĕпхĕртет». Эппин, урăххи те кирлĕ.

Пĕррехинче, ташă вĕçленсен, сăмах тапратрĕ Яхутин:

— Манăн спектакль лартассăм килет. Сирĕн хушăра выляс кăмăллисем пур-и?

— Тупăнаççĕ!

— Эпĕ пьесине тупăп. Артистсене ыран вунсакăр сехете клуба килме чĕнетĕп.

Чылаййăн пухăнчĕç. Чăрмавĕ те çавăнтах сиксе тухрĕ. Каникулти яшсемпе хĕрсем часах каяççĕ ялтан. Çапах та майлаштаркаларĕ Яхутин. Вăл инкесемпе пиччесене йыхăрчĕ. Пурах халăхра артист чунлисем. Пьесăри тĕп рольсене (хĕрпе каччă рольне) Илемпи тата хăй, Шенер Яхутин, вылярĕç. Ырра-ши е хурлăха, вĕсем пĕр-пĕрне чăннипех юратса пăрахрĕç.

Спектакле пĕр хут çеç кăтартма май килчĕ. Куракансем лăках пухăнчĕç. Халăхшăн меллĕ вăхăт пулчĕ мар-и: тыр-пула пухса кĕртнĕ. Пахча çимĕç ĕнтĕ нӳхрепре. Хуралта — йĕпе-сапаллă çанталăк. Çумăр лӳшкет. Ку кивĕ хуралтăсемшĕн — инкек. Шӳнĕ хăма-пĕрене япăхать. Ишĕлчĕ клубăн пĕр кĕтесĕ. Вара унăн алăкне хăмапа урлă-пирлĕ çапса лартрĕç. Ял халăхне чун çимĕçĕ паракан кĕтес хупăнчĕ. Уçăлать-ши вăл хăçан та пулин? Юсама укçа çук. Ку çеç-и? Культработнике ĕçшĕн тӳлеме укçа уйăрман. Шенер Яхутин тăрса юлчĕ вара çурхи шывпа юхакан пăр катăкĕ çинче. Мĕн тумалла? Ирĕксĕрех ку ялтан кайма тивет. Анчах юратнă хĕрпе мĕнле уйăрăлмалла? Ара, вĕсем ĕнтĕ пĕрле, пĕр вырăн çинче уйăха яхăн выртса тăчĕç. Юлас кунта? Ĕç çук ăна юрăхли. Хĕрарăм ĕçлесе илнипе пурăнма килĕшмест вăл. Тухса каймаллах. Анчах ăçта? Хăй те чухламасть. Çакна çеç шантарать йĕрекен Илемпие:

— Каятăп. Чăн-чăн ĕç тупсанах сана хам пата чĕнсе илетĕп. Вара пурăнăпăр мăшăр акăш пек пыл та çу.

— Эпĕ çил пек вĕçтерсе пыратăп. Вăрах ан кĕттер. Сансăр мĕнле пурăнăп-ха? — çаплах йĕрет Илемпи.

— Кĕтме пĕлер. Пĕрле пурăнас самант аякра мар. Мĕн тăвăн? Илемпи чармарĕ Шенере. Улĕмхи ырлăхшăн кăшт кĕтни çылăх мар.

Ăсатрĕ вара Илемпи юратнă çыннине. Ăçта? Уçăмсăрлăх тĕнче кĕтессине. Ларса кайрĕ Шенер автобуспа.

Кунсем пĕрин хыççăн тепри иртрĕç те иртрĕç. Йĕчĕ-йĕчĕ. Тăкăннă куççуле пухнă пулсан пӳрт умĕнче кӳлĕ çап-çут çуталса выртмалла. Икĕ çул иртрĕ. Пĕререн-пĕр çыру килмерĕ Шенертен.

Çак вăхăтра хĕр уйри ватă юман патне чупрĕ-чупрĕ. Вуллине ыталаса тăррине канма ларнă Аслă çиле тилмĕрчĕ Шенер Яхутина акă мĕн пĕлтерме: «Эпĕ, Илемпи, сана чунтан кĕтетĕп. Килсем ман пата хăвăртрах. Эпĕ типсе вилетĕп сансăр. Хăв килеймесен çыру та пулин çыр». Кăлăхах пулчĕ кĕтни. Шенер сас памарĕ. Пуçа урăхла шухăш кĕме тытăнчĕ. Каплипе пурăнсан çамрăк ĕмĕр иртет. Часах усал ят та туртса кăларĕç: «И-и, ара, Илемпи ĕнтĕ кĕрчеме тытăннă». Ан тив, хĕр мар пултăр, анчах арăм та мар-çке. Шенерпе çырăнман. Пĕр вырăн çинче çывăрни «арăм» тетермест. Качча каймаллах-тăр. Çак тĕллев Илемпие час-часах минретме тытăнчĕ. Тен, ун çулне час-часах ватă хусах Курье пӳлме тытăннăран? Çынни вăл укçаллăскер. Çăм таптаракан арман тытать ял çумĕнчи юханшыв çинче.

Илемпие пĕрре-иккĕ тĕл пулсанах Курье авланас пирки сăмах тапратрĕ. Илемпи темшĕн хирĕçлемерĕ, те хăйĕнчен темиçе çул аслăрах пулнипе шанчĕ, те урăхран нихăçан та хăйне тантăш каччă тупасса ĕненмерĕ.

Курьен кил-çурчĕ кивелсе халтăртатман. Выльăх-чĕрлĕх те тытать картиш туллиех. Хуçалăхра чи кирли — ĕне те пур. Лар та су. Пуçа кирлĕ мар шухăшсемпе анратма вăхăт пачах пулмĕ. Чăн-чăн юрату пурнăçра пĕрре çеç. Тек ăна кĕтни кăлăхах. Çак ĕмĕтсемпе Илемпи Курье патне пурăнма куçрĕ. Тепĕртакран унăн çие юлчĕ. Тăватă уйăха яхăн йăтнăччĕ ĕнтĕ Илемпи хырăмне. Турă çырлахах! Ăша сасартăк çавра çил вăркăнса кĕчĕ. Тĕлĕнтермĕш! Юрĕ, йĕркипе.

Пĕр ир кантăка шаккарĕç. Илемпи чӳречене уçрĕ почтальона курса.

— Сана, Илемпи, заказлă çыру пур. Ме алă пус, — тетрадьпе ручкине те çырупа пĕрле тăсрĕ.

Тятюк почтальон пули-пулми калаçмасть. Чи кирли — сăмах вакласа ял тăрăх аласа çӳременни. Вăл усал хыпар сарасран пĕрре те пăшăрханма кирлĕ мар.

— Тятюк инке, пархатар кур, — сунчĕ ăна Илемпи. Илемпи чӳречине хупрĕ, çырăвне тинкерсе пăхрĕ. Кам çырать? Конвертне васкаса уçрĕ те тӳрех вĕçне пăхрĕ. Вуларĕ: Павел Кринкин. Пачах палламан çын. Мĕн çырать? Мĕн кирлĕ ăна? Куçсем чупрĕç йĕркесем тăрăх. Вĕçне çитрĕ. Тĕлĕннипе чутах кайса ӳкетчĕ. Пĕр сăмахпа каласан — Шенер тупăннă. Урра! Унăн юратнă çынни пурăнать. Ăна хăй патне чĕнет. Ним тума аптранă енне урай варрине тухрĕ те яра пачĕ ташша сăвă кала-кала:

 

Çырма хĕррине пуссассăн та

Кули ура йĕпенмест,

Чун савнине курсассăн та

Кули чунăм савăнмасть...

 

Ташлама, савăнма никам та чараканни çук. Килте вăл печченех.

Павел Кринкин хăйĕн çырăвĕнче тĕлĕнтермĕш пĕлтерет: Шенер Яхутин Америкăна çитсе тĕпленнĕ. Тĕлĕнтермĕш мар-и-ха ку? Павел Кринкин — унпа пĕрле пурăннă юлташĕ. Халĕ вăл Шупашкара амăшĕ патне канма таврăннă. Илемпие пĕр тăхтаса тăмасăр хăй патне чĕнет. Мĕн тума? Чĕннĕ çĕре каймасăр мĕнле чатăн? Хăпăл-хапăл пуçтарăнчĕ, никама систермесĕр килтен тухса вăркăнчĕ. Ял çумĕпе иртекен аслă çул хĕрринче, ăна кĕтнĕнех, автобус тăрать, шăпах Шупашкара каяканни.

Çитес çĕре çитрĕ. Çыру çыраканĕ хăй хăш урамра, çуртра, хваттерте пурăннине кăтартнă. Пурте тĕрĕс. Чиперех йышăнчĕ. Павел Кринкин уçăмлă çын. Шенер пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ. Ĕлĕкхи пекех юратать хĕре, хăй патне пурăнма чĕнет.

— Мĕнле, каятăн-и? — кăсăкланчĕ Павел Кринкин.

— Кайăттăм та, анчах Америка Шупашкар мар, — пуçне сулкаларĕ Илемпи. — Тата манăн ĕç укçипе Мускавран ытла ниçтах та çитеймĕн.

— Йăнăшан, Илемпи. Хуйхă-суйхă сирĕлтĕр, — пичĕ çуталчĕ Павăлăн. — Савнă каччу йăлт шута илнĕ. Вăл сан валли çул укçи парса ячĕ.

Кил хуçи çийĕнчех шкапне уçрĕ те унтан укçа пачкисем туртса кăларчĕ.

— Куратни? Укçа ку!

— Ай-уй! Нивушлĕ йăлтах мана? — тĕлĕнчĕ Илемпи.

— Ку укçан хăйĕн ячĕ пур — доллар, — мухтанчĕ Павел Кринкин. — Ку çеç те мар, тата унта çитме çул уçса паракан документсем. Виза теççĕ ăна.

— Шенере шыраса тупасси манран пулмасть, — ахлатса илчĕ Илемпи.

— Ан пăшăрхан. Пĕрле каятпăр.

— Çапла пулĕ те... — çăварне хупма ĕлкĕрчĕ. «Эпĕ йывăр çын-çке-ха», — тесшĕнччĕ.

Павел Кринкин те сисрĕ ăна-кăна. Тытăнчĕ хĕрсех хавхалантарма:

— Пĕтĕм йывăрлăхсене сир. Шенер ырă кăмăллă çын. Унпа çăтмахри пек пурăнăн.

Кирлĕ çĕрте хут тутарассине Кринкин хăй çине илет. Илемпин мĕн-мĕн тумаллине пӳрне хуçсах каларĕ.

Ку чухнехи лару-тăру, пысăк ĕмĕт Илемпие шĕл кăвар çине пăрахрĕ. Çулăмпах çунать. Вăл чунтан юратать-çке-ха Шенер Яхутина. Çак самантра тухса вĕçĕччĕ. Анчах... Паспорчĕ таса-ха унăн. Юрать, Курьепе çырăнма ĕлкĕреймен, чиркĕве кайса венчет те туман. Турра шĕкĕр. «Чим-ха, — пуçра юхакан шухăшсене картларĕ Илемпи, — йышăнĕ-и-ха вăл мана, пĕтĕскере? Тата мĕнле пит-куçпа пырса тăрăп ун умне?»

Илемпи хăйĕн çак пысăк вăрттăнлăхне пĕлтермерĕ. Кринкин — ют çын. Чăннине пĕлсен илсе те каймĕ.

Çула тухрĕ. Киле май вăхăчĕ те хăвăрт иртет. Яла çитнĕ çĕре тĕттĕмленчĕ. Ăшĕ çунать Илемпин. Ара, умĕнче юплĕ-юплĕ, лакăм-тĕкĕмлĕ çулсем-кунсем. Хăш юппи телей патне илсе çитерĕ? Вăл ниçта та кĕмерĕ. Каç тĕттĕмне уямасăр тăкăрлăк тăрăх утса уя тухрĕ хăйĕн чĕмсĕр тусĕ патне. Çав çеç ăс-хакăл, канăç парассăн туйрĕ. Каш-ш кашласа кĕтсе илчĕ ватă юман. Ун вулли çумне ларчĕ те чун ыратăвне тăхçаларĕ. Йĕчĕ-йĕчĕ.

— Эпĕ телейсĕр. Савнă çын патне каяймастăп, — пуçларĕ хăйĕн хӳхлевне. — Хам айăплă, вĕçне çити кĕтме пĕлмерĕм, тӳсĕм çитереймерĕм. Халĕ ĕнтĕ ман юратман ватă çынпа ĕмĕр ирттермелле.

Çак кун унăн чĕрине хавшатрĕ пулас. Ара, мĕн чухлĕ çĕнни пĕлчĕ-илтрĕ, савни патне çитме мĕн чухлĕ тĕпсĕр çырмасем чăрмантараççĕ. Хăй те сисмерĕ — пуçĕ лăнк! кайрĕ. Унччен те пулмасть, унпа сăмах пуçларĕ тахши:

— Кирек епле йывăрлăхран та çăлăнма май пур.

— Ĕненместĕп, — тет Илемпи.

— Хырăмна ӳкер, ĕçĕ те пĕтĕ.

— Кая юлтăм. Халĕ тин тухтăрсем аборт тумаççĕ.

— Шыракан мелсем тупать...

Шарт сиксе вăранчĕ Илемпи.

— Ай-уй, тĕллене-тĕлленех çывăрнă-çке.

Илемпи ваштах сиксе тăчĕ, юмана ыталаса чуптурĕ те амăшĕ патнелле уттарчĕ. Унăн пуçĕнче тĕлĕкре илтнĕ канаш (ăна юман сĕнĕвĕ тесе ĕненчĕ вăл) амаланма тытăнчĕ. «Шенер, — сасăпах чĕнчĕ Илемпи, — кĕт мана, канăçсăр кĕт! Эпĕ пыратăп, пĕр пăшăрханмасăр. Эпир савнисем çеç мар, эпир — упăшкипе арăмĕ, ара, пĕр вырăн çинче выртса тăнă. Эпĕ йывăр çын, анчах ачу санăн мар. Унран хăтăлăп, унсăрăн ялан сиксе тухĕ харкашу иксĕмĕр хушăра. Манăн питĕ туслă, пĕр-пĕрне тĕлĕнмелле юратса пурăнас килет. Кĕтсе илсем. Пырса тăрăп умна ĕлĕкхи пекех — яштака».

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: