Лашан çуралнă кунĕ


Аякри пĕр ялта 10 çулти хĕрача пурăннă. Вăл Кĕтерук ятлă пулнă. Унăн тем тĕрлĕ тетте те пулнă, анчах вĕсем тахçанах йăлăхтарса çитернĕ, выляс та килмен. Çапах та унăн пĕр çемçе лаша пулнă. Вăл питĕ çемçе пулнăран ячĕ те Çемçескер ятлă пулнă. Кĕтерук ку лаша тетте çеç пулнине питĕ лайăх ăнланнă. Çапах чĕрĕ чунпа калаçнă пекех калаçнă, çитернĕ ĕçтернĕ, сăвăсем каланă, çывăрма та вырттарнă.

Кĕçех унăн питĕ кĕтнĕ çуралнă кунĕ çитнĕ. Кĕтерукăн чи пысăк ĕмĕчĕ — кам та пулин ăна чăн-чăн чĕрĕ лаша парнелесси. Кĕтерук питĕ хумханса кĕтнĕ çакна.

Ирхине амăшĕ Кĕтерука лаша илме укçа çуккине ăнлантарса панă. Çавăнпа лаша вити халĕ те пушă пулнине палăртса хăварнă. Вĕсем хăйсем малтанхи кун пасарта лаша хакĕпе паллашнине те, вĕсен укçи кушак çури илмеллĕх анчах пулнине те каласа панă. Кĕтерук питĕ хытă куляннă, мĕншĕн тесен ун ĕмĕчĕ çӳлте çутатса ларакан çăлтăр пек аякра пулнă.

Пĕр ирхине Кĕтерук уçăлса çӳреме уя тухнă. Унта пĕр ватă арçын лаша пăхнă. Кĕтерук çав лашапа туслашса кайнă, кашни кунах унпа тĕл пулнă, Машук тесе ят панă. Килне килсен Кĕтерук хăйĕн çыру кĕнекине тусĕпе мĕн калаçнине çыра-çыра хунă. Вăхăт нумай-и сахал-и иртнĕ, Машук хĕрача патне хăй хăнана пырасси çинчен пĕлтернĕ, анчах темле кĕтсен те Кĕтерук хăнине кĕтсе илеймен. Вара вăл ватă лаша хуçи патне вĕçтернĕ. Лешĕ Машук çухални çинчен пĕлтернĕ. Кĕтерук чăтса тăрайман, хăйсем тĕл пулнă вырăна, илемлĕ улăха вĕçтернĕ. Шыра-шыра ывăнсан канма ларнă. Сасартăк хăй хыçĕнче пысăк чĕрчун тăнине туйса илнĕ. Ку Машук пулнă иккен. Çĕтнĕренпе Машук тата чиперленсе кайнă. Вăл Кĕтерука хăй çине ларма пулăшнă, улăх тăрăх ярăнтарса çаврăннă. Хайхи пăхать те Кĕтерук, тĕлĕнмелле япала, Машукăн çунатсем пуррине курах каять. Çапла вара ыттисем куриччен Машук Кĕтерука нихçан пулса курман вырăнсене кайса кăтартнă, тĕрлĕ юханшывсем урлă вĕсем çăмăллăн вĕçе-вĕçе иртнĕ. Хĕрача йăлт тĕлĕнсе кайнă. Епле тĕлĕнмĕн-ха! Кун пеккине нихăçан та курман халиччен. Киле май вĕсем çăлтăрсен хуркайăк çулĕпе вĕçнĕ. Çăлтăрĕсем пĕри тепринчен çутăрах пулнă. Кĕтерукăн ăшри туйăмĕсем те çăлтăрла çуннă.

Киле таврăнсан лаша хуçи Кĕтерука питĕ савăнтарнă. Машука Кĕтерука парнелени çинчен пĕлтернĕ. Хĕрача савăнăçне ниçта хума пĕлмен. Кĕçех амăшĕ уяв сĕтелĕ хатĕрленĕ. Çуралнăкунçă сĕтел умĕнче çапла каланă: «Ку манăн çеç мар, Машук лашан та çуралнă кунĕ».

Çав çуралнă кунран пуçласа икĕ юлташ çынсене те хăйсен савăнăçне парнелеме шут тытнă. Вĕсем таврари кашни ачан çуралнă кунне саламлама килсерен çӳренĕ. Çакна тума вĕсене Машукăн çуначĕсем пулăшнă. Ачасем вара калама çук хытă хĕпĕртенĕ.

Паянхи кун та питĕ лайăх пурăнаççĕ тет Машукпа Кĕтерук.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Алексей (2010-11-08 12:21:10):

Юмах мана питĕ килĕшрĕ.Хĕр ача чĕр чунсене питĕ юратать.

 

Admin (2010-11-11 17:31:44):

Хулари вырăсла шкулта вĕренекен ачашăн, паллах, лайăх пулса тухнă. Анчах та малалла ăсталăха аталанмалли пурах.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: