Тăван ялăм, савнă ялăм


Пĕрремĕш чăваш сăмахне çырма вĕрентнĕ Нина Николаевна Дубовăна (Павловăна) — халаллатăп.

 

Анатьялăм — Тимĕрçен,

Савнă ялăм, тăван ен.

Ентешсем, ан тăвăр айăп,

Тунсăхларăм пит сиртен.

 

Сан çинчен паян сăмах.

Пулаймарăм эп вăрах.

Санăн ырă çыннусемсĕр

Аякра чух пач хăрах.

 

Астăватăп кив çурта,

Юнашар — лутра кĕпер.

Халĕ çук вĕсем унта,

Ыттисем — çаплах чипер.

 

Çырмана чупса анан —

Вак пулăпа вăл пуян,

Тимĕрçен çырми тесессĕн —

Савăнмаллăх пур ачан.

 

Кутăн чăмать кăвакал,

Нăрик! сыснасем кал-кал.

Çуллахи шăрăх çитсессен

Шур типет, шыв-шур сахал.

 

Хĕл çитсессĕн çунашка

Çавăтатпăр. Аришка

Мăнакка çуртне кĕрт хӳнĕ,

Юрĕ питĕ кăпăшка.

 

Акă — хатĕр тăвайкки,

Кĕç якалĕ ик айкки.

Ярăнса анмашкăн ырă,

Тĕнчере çук кун пекки.

 

Аслă Мункун каçхине

Вут чĕртетчĕç Çаранра.

Çывăрма хушмасть анне,

Ан çырттăр пăрçа ара.

 

Капăр кĕпе тăхăнса,

Тепĕр кун ирпе-ирех,

Тухнă хутаçсем тытса

Çăмарта пухма тӳрех.

 

Кĕреннине, хĕрлине,

Сухан хуппи тĕслине,

Кăвакпа пĕветнине —

Илнĕ йăлт мĕн лекнине.

 

Пулкаланă хушăран

Е пĕремĕк, е канфет

Ывăç çине хуракан, —

Йăлт паян аса килет.

 

Çакă ырă йăлана

Пăрахтарчĕç каярах.

Халĕ çĕнĕрен — сăна! —

Чĕрĕлсе пырать ара.

 

Çитмен пурнăçран та мар,

Аякран килет тымар.

Эпир выçă лармастпăр,

Чăваш ятне ямастпăр.

 

Тимĕрçен çынни пуян,

Вăл нихçан пулман наян.

Ялăн варринче, курсамăр,

Çын кĕрлет: пасар паян!

 

Йăкăртатрĕ пасара

Катярисăн арăмĕ.

Çула майăн кумине

Хăйĕнчен вăл хăвармĕ.

 

Альтук инкен çук чару —

Сутма васкать хăярне.

Тепри çавăтнă пăру,

Илсе тухать выльăхне.

 

Пасар кунĕ пирен ял

Такана пек хумханать:

Вырăс анать саларан,

Мишер васкать катаран.

 

Малтикасри ачасен

Мишер сăнĕ пур, теççĕ.

Вĕсене, сутма килсен,

Тен, пасартан илеççĕ?

 

Ирçелсемпе кивьялсем,

Улхашсемпе пухтелсем,

Капăр тумлă ентешсем —

Эпир пурте чăвашсем.

 

Пасар кунĕ килĕрен

Кăмакасем хутаççĕ.

Пĕрне-пĕри чĕререн

Ăш кукăльпе сăйлаççĕ.

 

Пасар пекки ку чухне

Кашни ялта пухăнать.

Асилсессĕн иртнине

Темшĕн кăмăл хуçăлать.

 

Хамăр ялах таврăнар,

Пасара çитсе курар.

Пĕлнĕ çывăх çынсене

Сума суса асăнар.

 

Кам çакскер галифепе?

Сăран атă уринче.

Мăйăхне шăлса ирпе,

Çитнĕ Элекçей пичче.

 

«Выльăх тухтăрĕ» тесен

Пĕлменни те çук ăна.

Килти выльăх чирлесен

Кĕттермест вăл, пулăшать.

 

Халь те пулин шӳтлесе

Калаçаççĕ ял çинче:

Тухнă çакскер ирлесе

Пасара пĕррехинче.

 

Пĕрне ĕне кирлĕ, тет.

Пушмак пăру суйлама

Тухнă майăн пикенет

Тухтăрпа канашлама.

 

Вылъăх-чĕрлĕх ретĕнче

Курать Лекçей пиччене:

Ăшă кулă питĕнче,

Пырса тăрать чĕнсенех.

 

Хыпашлать унтан-кунтан,

Хак парать кĕç пăрăва.

Калаçать çынпа чунтан:

— Питĕ лайăх ăрăва.

 

Кур-ха эс, çилли мĕскер?

Питĕ лайăх ăратти...

Выльăх тухтăрне çакскер

Итлесе тăрать ватти.

 

Леш çаплах парать канаш:

— Ӳкĕнмĕн, ĕнен мана.

Пăрăва туян, юлташ,

Чĕн мана та хăнана...

 

«Лăх, лăх, лăх!» — кулать пасар,

Хуçа тăрать вăтанса.

Çамрăк вăкăр, пушмак мар

Тухнă-çке вăл çавăтса...

 

Кӳршĕ Натали çитет,

Мĕншĕн-тĕр хăй ĕсĕклет.

Лекçей пиччене чĕнет,

Пулăшу пама хистет.

 

Чирлĕ мăнтарăн сысни,

Ни çини çук, ни ĕçни.

Хаш! сывлать те мăш! тăвать,

Усси çук вăрах кĕтни.

 

Элекçей пичче васкать,

Супăньпе алне çăвать.

Супăнь шывĕпе ăшне

Сыснанне вăл тасатать.

 

Савăн, Натали акка,

Ан шыра эс пур-çука!

Ăна тухтăр çăлнишĕн

Тав туса çĕкле курка!

 

Ашшĕ ĕçĕ пурăнать, —

Хĕрĕнче çунат сарать.

Широков Лисукĕ, кур!

Усалран пач тасатать.

 

Ячĕ пирĕн таврара

Халь чĕлхе çинчех ара.

Выльăха мар, вăл çынна

Чир-чĕрсенчен хăтарать.

 

Чĕмпĕр Ен кĕнекинче

Ячĕ пур куннехинче.

Фурашована çырнă

Ылтăнпа — вула, тĕнче!

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 8

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: